Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
29 Декабрӗн 2025, 09:00

«Щастья и не печалица»

Кашни çул Çĕнĕ çул умĕн совет саманинче çынсем «ухмаха еретчĕç». Пĕрисем симĕс пăрçа банкишĕн çапăçатчĕç, иккĕмĕшсем юлашки кĕленче духишĕн вăрçăнатчĕç, виççĕмĕшсем чи илемлĕ чăрăшшăн суту-илÿ тăватчĕç. Çакă мĕнпур йывăрлăхсене вăхăтлăха манса уяв каçне чăннипех те асамлă тăвассипе çыхăннă. Хисеплĕ вулакансем, эпир сире уяв каçĕнче кĕтмен çĕртен пулса иртнĕ историсемпе паллаштарасшăн. Çакăн йышши самантсем кашнин пурнăçĕнчех пулнă пуль…

«Щастья и не печалица»
«Щастья и не печалица»

Алексей. 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче эпĕ Çĕнĕ çула паллă тума хуларан яла автомобильпе çула тухрăм. Çитеймерĕм: çил-тăман вăйлă пулнипе путса лартăм. Çĕнĕ çула пĕчченех машинăра кĕтсе илĕп тесе шутланăччĕ. Машинăна юр хÿсе лартма пуçларĕ, çав вăхăтра такам чÿречерен шаккарĕ: ман хыçра 100 метрта тата тепĕр арçын путса ларнă иккен. Аллине кĕленче тата йÿçĕтнĕ купăста тытнă. Çак Çĕнĕ çул ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Тавах, Миша пичче.

Олег. 1996 çулта хамăн пурнăçри чи лайăх Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕм. Эпĕ 7 çултаччĕ. Ун чухне СССР шутне кĕнĕ ытти çĕршывсем пекех япăх пурнăçпа пурăнаттăмăрччĕ. Анне участокри терапевт-тухтăр пулса ĕçлетчĕ, çуршар çул ĕç укçи тÿлеместчĕç. Атте костоправ пулса тăрăшатчĕ тата машинăсем юсатчĕ. Анчах тÿлевсем пĕчĕкчĕ, пурăнма йывăрччĕ. Çапла Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли те укçа-тенкĕ çукчĕ. Парнесем пирки сăмах та хускатман. Эпĕ лару-тăру еплерех пулнине лайăх ăнланнă, çавăнпа та нимĕн те ыйтман. Декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, тунти кун, атте киле апат-çимĕçпе тултарнă икĕ пысăк пакетпа пырса кĕчĕ. Аннен куçĕсенчи куççульсене нихăçан та манас çук. Ку чăннипех те патшасен Çĕнĕ çулĕ пулчĕ. Оливье тата мандаринсем – пурте кирлĕ пек. Апатланнă хыççăн эпĕ çывăрма выртрăм. Ирхине кравать çумĕнче çĕнĕ çул парнине асăрхарăм – пультпа ĕçлекен пушар машини. Турăçăм, ытла хытă савăннипе çухăрса ятăм. Кÿршĕсем те эпĕ кăшкăрнипе вăранчĕç пулĕ. Каярах çакна пĕлтĕм: атте пире уяв парнелес тесе машинине йÿнĕ хакпа сутса янă. Паян вăл 57 çул тултармаллаччĕ, анчах 11 çул каялла пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Константин. Поездра. Проводница пирĕн ушкăнри каччăсенчен пĕрне Хĕл Мучи пулма сĕнчĕ, хăй Юр пике тумне тумланчĕ. Ыттисем вара – гномсем. Эпир поезд тăрăх çÿрерĕмĕр, пассажирсене саламларăмăр. Чи хăрушши – кам мĕн ярса панă, çавна ĕçнĕ. Кашни вакунра савăнăçлă туйăм, ырă кăмăл хуçаланчĕ. Вагон-ресторанта уйрăмах шавлăччĕ. Унта поезд çинче ĕçлекенсем Çĕнĕ çул паллă тăватчĕç. Çакă халĕ те асра.

Лилия П. Çак ĕç-пуç çичĕ çул каялла, 2018 çул умĕн, пулса иртрĕ. Çĕнĕ çула уявлама пачах кăмăл çукчĕ. Килте питĕрĕнсе ларас, утиялпа витĕнсе выртас килетчĕ. Анчах психотерапевт задани пачĕ: пĕр-пĕр ырă ĕç тумалла. Чи лайăх вариантсенчен ыркăмăллăх тесе шутларăм, ача çуртĕнчи ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртме план турăм. Парнене чунтан килĕштерсе туянтăм. Çĕнĕ çул иртнĕ хыççăн темиçе кунтан фонд представителĕсем тав сăмахĕсенчен тăракан çыру пачĕç. Ăна алăпа çырса хатĕрленĕ! Халĕ те тетрадь ăшĕнчен тăпăлтарса кăларнă хута упратăп. Унта «Щастья и не печалица» тесе çырнă. Пĕлместĕп, тен, ку пĕр-пĕр паллă… Анчах çакăн хыççăн пурнăç лайăх енне улшăнчĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас