Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
30 Декабрӗн 2025, 15:00

Хĕл Мучин асамлă вăйне ĕненетĕр-и?

ÇĔНĔ ÇУЛ УМĔНХИ ЫЙТĂМ.

Хĕл Мучин асамлă вăйне ĕненетĕр-и?
Хĕл Мучин асамлă вăйне ĕненетĕр-и?

Алина Степанова. Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.
– Мӗн пӗчӗкрен Хӗл Мучине ӗненсе, шанса пурӑннӑ! Хальхи вӑхӑтра та ачасем пекех шанчӑка ҫухатас килмест. Ҫӗнӗ ҫула яланах чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, Хӗл Мучи пире валли тӗлӗнтермӗшпе асамлӑх илсе килетчӗ. Çак сăнар вӑл – ырăлӑх, уҫӑ кӑмӑл тата Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗн символӗ. Пурне те ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Телей, ырлӑх-сывлăх, тасалӑх, тӑнӑҫлӑх сунатӑп!

Никита Биккужин. Хусан хули.
– Хĕл Мучи пуррине, паллах, шанатăп. Çĕнĕ çул асамçи чăрăш айне парнесем илсе килсе хунине Полина йăмăкран та вăрахрах ĕнентĕм пулĕ. Чылай чух Çĕнĕ çулта е хĕллехи каникулта кукамайпа кукаçи патĕнче иккĕмĕш сыпăкри пиччепе, аппапа тата шăллăмпа вăхăта ирттереттĕмĕр. Хаваслă вăхăтсемччĕ! Ун чух хальхи пек гаджетсем пулман. Урамра тăвайккинчен çунапа ярăнаттăмăр, юртан крепоçсем купалаттăмăр, хăвăлсем чаваттăмăр. Пĕр ирхине Костя шăллăмпа тухса калинкке умĕнче лаша çунин йĕрĕсене асăрхарăмăр. Çийĕнчех кукаçин пахчинчи чăрăш айне кайса пăхрăмăр. Ун тавра эпир ялан алăсенчен тытăнса хĕллехи юрăсем юрласа çаврăнаттăмăр. Чăрăш айĕнче чăнах та кашнин валли парне тупăнчĕ. Пирĕн валли сĕтел çи вăййи те пурччĕ. Епле савăннăччĕ эпир ун чух! Ӳсерехпе, техника колледжĕнче вĕреннĕ чух юлташсемпе пĕчĕк ачасене савăнтарас тесе хăйне евĕр Хĕл Мучипе Юр пике агентстви йӗркеленӗччӗ. Эпĕ – Хĕл Мучи, манăн тантăш Юля – Юр пике. Шурă Мицубисипе хула тăрăх килĕрен ачасене саламласа çÿрерĕмĕр çав çул. Ачасен хаваслă сăн-пичĕ çак ĕçе тума питĕ хавхалантаратчĕ.

Николай Родионов. Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.
– Хĕл Мучин парнине аттепе анне чăрăш айне эпĕ 5-6 çул тултариччен хуратчĕç. Хĕл Мучинчен канфетсемпе мандаринсем илме чарăнсан та ăна ĕненме пăрахмарăм, халĕ те ĕненетĕп. Çитĕнсе çитсен хамăн ачасене те кашнинчех парне тăвăп тесе палăртса хутăм. Вĕсем манăн виççĕн. 17 çултан пуçласа 25 çул таран. Вăхăт иртнĕçемĕн парнесем те пысăкрах пула пуçларĕç: кĕсье телефонĕ, инструментсен паха наборĕсем тата ытти те. Çĕнĕ çул йăли-йĕркине пăсни шутланать пулин те, эпир те мăшăрпа иксĕмĕр ачасенчен парнесем илме пуçларăмăр. Ман пата ачалăхран асамлăх туйăмĕ таврăнчĕ. Чи пĕлтерĕшли – пирĕн çемье, кам ăçта пулнине пăхмасăр, Çĕнĕ çула пĕрле пуçтарăнни. 

Наталия Числова. Ноябрьск хули. 
– Хӗл Мучи сӑмах ӑшӑ туйӑмсем ҫуратать. Чи пахи – вăл Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе ҫыхӑнни! Паллах, уяв ҫитеспе кунӗ те савӑнтарать: лапка-лапка юр ҫӑвать, лӑпкӑ çил вӗрет. Йӗри-тавра пăхатăн та хăвна юмах тӗнчине лекнӗн туятӑн. Праҫникӗн тӗп «хӑни» – чӑрӑш – хӑйӗн сиплӗ шӑршипе, илемлӗ теттисемпе кӑмӑла ҫӗклет, пысӑк та асра юлмалла самантсем ҫывхарнине систерет. Раҫҫейре ачасенчен пуҫласа ватти таран Хӗл Мучине чун-чӗререн кӗтсе илесси, пӗрле пухӑнса асра юлмалла уявласси йӑлана кӗнӗ пулӑм. Çитес ҫул ӑнӑҫлӑ пултăр, пулӑхлӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр, татулӑх хуҫалантӑр тесе пӗр-пӗрне саламлани мӗне тӑрать! Савӑк кӑмӑл, юрӑ-ташӑ, сӑн-питре йӑл-кулă, пӗр-пӗрне ырӑ сунса калаҫни... Мӗн калӑн, асамлӑ самантсем. 
Хӗл Мучи вара ачасемшӗн чи пысӑк савӑнӑҫ. Вӑл – ӗмӗтсене пурнӑҫлакан паттăр. Тутлӑ та чуна килентерекен кучченеҫсӗр пуҫне хӑйӗн асамлӑхӗсемпе тӗлӗнтерет, çӗнӗ ӗмӗтсем, ҫирӗп шанчӑк тата ӗненӳ ҫуратать. Çĕнĕ çулта хӑв умна тӗллевсем лартатӑн. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче вӗсем пурнӑҫа кӗрессе шанатӑн.

Светлана Николаева. Пелепей хули. 
Ача чухне Хĕл Мучине чунтан ĕненеттĕм. Чăрăш айĕнче парнесем шыраттăм, шкулта иртекен Çĕнĕ çул уявне чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Çак самантсемпе манăн чи ăшă та çутă аса илÿсем çыхăннă. Каярах парнесене аттепе анне хатĕрленине, уяв тумĕсене аслисем тăхăннине ăнланса илтĕм. Апла пулин те асамлăх маншăн ултава çаврăнмарĕ. Халĕ Хĕл Мучи маншăн Çĕнĕ çул ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртекен, çемьене пĕрле пуçтаракан асамçă. Çĕнĕ çул уявĕ вара ырăлăх паллипе савăнăç парнелемелли самант. Аслисем Хĕл Мучи тумне тăхăнса çак сăнара чун кĕртеççĕ. Çĕнĕ çул илсе килекен асамлăха, ырăлăха, ăшша чунтан ĕненетĕп. Ача чухнехи парнесем юратупа тимлĕх чи асамлă вăй пулнине çирĕплетеççĕ. 

Лия Кириллова. Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.
Хĕл Мучипе чи çутă та ăшă аса илÿсем çыхăннă. Вырăнти вулавăшра ĕçленĕ май ял çыннисемпе ачасем валли кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелесе ирттеретпĕр. Хĕл Мучин асамлăхĕнчен ачасен куçĕсем çуталса тăнине куратăп. Çак самантра вара хам та ачалăх, асамлăх тĕнчине путатăп. Пĕлетĕр-и? Эпĕ халĕ те Хĕл Мучине ĕненетĕп, ырă кăмăллăскер пирĕн ĕмĕтсене, эпир ыйтнисене пурнăçласса шанса тăратăп. Çĕнĕ çула çĕнĕ шанчăксемпе, çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕрер. Вĕсем çутă та ырă, пĕр хутчен çеç мар вулас килсе тăракан кĕнеке пек пулччăр.   

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас