-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çитес çул ырă та уçă кăмăллă пултăр. Тухса кайтăр мĕнпур хĕн-хур. Ĕмĕтсем юмахри пек пурнăçланччăр. Сывлăхăр çирĕп, кăмăлăр хастар пултăр. Чун савăнса юрлатăр. Кашни самант савăнăçпа, ачашлăхпа тултăр. Тавтапуç сире кил ăшшишĕн, çуттишĕн, ĕненÿшĕн.Çак çут тĕнчере эсир пирĕн тĕп тĕрев. Халь алăк умне килнĕ çул мĕн суннине пурне те пурнăçлатăр.
Ырă сунса та юратса – Татьянăпа Марина хĕрĕсем тата вĕсен çемйисем.