-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çитес çул пирĕншĕн кашнишĕн çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем, чи хаклă ĕмĕтсене пурнăçламалли вăхăт пултăр. Çемйĕрсенче яланах тăнăçлăх, юрату тата ырлăх хуçалантăр, ачăрсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр, çывăх çыннăрсем вара сывлăхлă та телейлĕ пулччăр.
Çĕнĕ çул пирĕн çĕршыва чечекленÿ тата çирĕплĕх илсе килтĕр, халăхсен хушшинчи туслăх çирĕплентĕр, ырăлăхпа тĕрĕслĕх яланах çĕнтерччĕр. Уяв ячĕпе сире, хаклă туссем! Çĕнĕ çул ячĕпе! Пур ĕмĕт те пурнăçлантăр!
Виталий ВИКТОРОВ, ПР чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ.