Çĕнĕ çулта мĕн палăртни, ĕмĕтленни пурнăçа кĕмелле пултăр, кулленхи пурнăçра ырлăх-пурлăх çитсе пытăр. Пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьесенче тулăх пурнăç сунатăп. Яланах çумра çывăх çынсем пулччăр. Паллах, çемьесенче тата обществăра татулăхпа килĕшÿ, туслăхпа ăнлану, таса юрату хуçалантăр, тăван халăх аталанăвĕшĕн малашне те ырми-канми ĕçлеме вăй-хăват пултăр. Хамăрăн мăн асатте-асаннесен пехилĕсене асра тытар, вĕсем вĕрентсе калани пире тĕрĕс çулпа утма пулăштăр. Савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулар. Çапла пултăр.
Николай ИВАНОВ, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.