Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
3 Кӑрлач , 14:00

Хисеплĕ хаçат вулаканĕсемпе чăваш хастарĕсем!

Çулсем иртеççĕ. Эпир сирĕнпе 35 çул пĕрле. Кăсăк материалсем хатĕрлекенсене, пуян та сумлă хаçата никĕслесе яракансене пысăк тав.

Хисеплĕ хаçат вулаканĕсемпе  чăваш хастарĕсем!
Хисеплĕ хаçат вулаканĕсемпе чăваш хастарĕсем!

2025 çул общество пурнăçĕнче пĕр тикĕс иртрĕ. Вăл лайăх улшăнусене кĕтмелли çулталăк пулчĕ. Мĕнпур ырри, лайăххи вара шăп та лăп кăçал пурнăçа кĕрес ĕмĕт пур. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Чăваш чĕлхине, культурипе ÿнерне аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсене пĕр шайра тытса пырасчĕ, çакă чăваш халăхне, чĕлхине сыхласа хăварма тата аталантарма пулăшĕ. Общество хастарĕсене, пултаруллă çамрăксене аталантарасси çине ытларах тимлĕх уйăрма, вĕсене хавхалантарма майсем шыраса тупма сунатăп. Ку вăл – малашлăх çитĕнĕвĕн никĕсĕ. Аслă ăру пирки те манса каяр мар, вĕсем – чăн-чăн чăваш наци йăли-йĕркине тытса пыракансем.
Пурне те ырă Çĕнĕ çул, ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас