Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
4 Кӑрлач , 11:00

2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?

Валентина Отставнова, Мияки районĕ, Тимеш ялĕ. 2025 çул ĕмĕрех ман асра юлĕ! Ноябрь уйăхĕнче эпĕ асанне пулса тăтăм. Нумайранпа кĕтни пурнăçланчĕ: манăн пĕрремĕш мăнук çуралчĕ! Ку – маншăн питĕ пысăк телей, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та. Пурнăç çĕнĕлле юхма пуçларĕ, таса çăлкуç евĕр чĕре тата чун тăрăх чупса иртрĕ. Мăнук çуралсан уйрăм ăшăлăх тата çепĕçлĕх килет. Маларах çакна куç умне кăларса тăратма та пултарайман. Ывăлăн ачи çуралнă çула уйрăммăн йышăнатăн, мĕншĕн тесен пурнăç çеçкисем, кил-çурта телейпе тата савăнăçпа тултарса, çĕнĕрен чечекленеççĕ.

2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?

Вероника Никифорова, Пелепей хули. Кăçалхи хĕлле Зюраткуль тăвĕ çинче пулса куртăм. Асăннă çул çÿрев маншăн чăн-чăн юмах, манăçми курăм пулса тăчĕ. Унсăр пуçне эпĕ пĕр уйăх хушши Санкт-Петербург хулинче пурăнтăм, пансионатра ватăсемпе ĕçлерĕм, паллă вырăс актерĕ Юрий Чурсин вылякан фильма мĕнле ÿкернине куртăм, унта хам та хутшăнтăм, пысăк опыт илтĕм тата фотоальбома ĕмĕр тăршшĕ асра юлмалли сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатрăм.
Çавăн пекех тинĕс хĕррине кайса килтĕм, Дагестанра пултăм. Тусем мана тыткăна илеççĕ, вăй параççĕ. 2025 çул пурнăçра мĕн пулса иртнине пăхмасăр яланах шайлашура пулма, мĕнпур лару-тăрăва йышăнма вĕрентрĕ.

Ирина Петрова, Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ. Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Симĕс Çĕлен çулĕнче савăнмалли те, хурланмалли те пулчĕ. Мана операци турĕç. Палатăра выртнă чух лайăх çынсемпе паллашрăм. Унсăр пуçне хĕрĕм, Çтерлĕ хулинчи васкавлă пулăшура тăрăшаканскер, хăйĕн ĕçне пăрахса Санкт-Петербург хулине пурăнма куçрĕ. Халĕ вăл васкавлă пулăшăвăн аслă тухтăрĕ пулса ĕçлет. Çавăн пекех аслă ывăл Çтерлĕре çурт туянчĕ. Хĕресне ывăл Сережа çартан таврăнчĕ. Тăван ялăн юбилейне чаплă лару-тăрура йĕркелесе ирттертĕмĕр. Çаксем – калама çук пысăк савăнăç.
Чи хурлăхлă самант çывăх çынна çухатнипе çыхăннă. Пĕртăван Нина аппа пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Марина Никонова, Ĕпхÿ хули. 2025 çул – пирĕн çемьешĕн асра юлмалли çул. Кăçал пирĕн пĕрремĕш мăнук, Владислав Ильич, çуралчĕ! Ку – питĕ пысăк телей! Пĕтĕмĕшле илсен çулталăк лайăх, çемьепе пĕрле иртрĕ: тăвансемпе ытларах тĕл пултăмăр, ачасем патĕнче хăналантăмăр. Пĕтĕмпех хамăртан кăна килет: çулталăка мĕнле пурăнас тетпĕр, вăл çапла иртет. Çын мĕн те пулсан тăвас тесен майсем шырать. Кăмăлĕ пулмасан тĕрлĕ сăлтавсем тупса тÿрре тухать.

Вера Федорова, 9 класс. Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ. Симĕс Çĕлен çулĕ пĕлтерĕшлĕ те кăсăк пулăмсемпе пуян пулчĕ. Кăçал Свердловск облаçĕнчи Реж хулинче пулса курма май килчĕ. Реж хăйне евĕрлĕхĕпе, архитектурăпа уйрăлса тăрать. Шăпах кунта пичче туйĕнче савăнтăмăр. Туй вăхăтĕнче Свердловск облаçĕнчи чăвашсен йăли-йĕркисемпе паллашрăмăр. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем тăван регионтан темиçе çухрăмра хăйĕн вырăнне тупнишĕн чунтан хĕпĕртерĕм. Культура çакăн пек инçеше парăнтарни чăннипех те тĕлĕнтерет.

Ирина Корнилова, Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ. 2025 çул паллă кунсемпе тата цифрăсемпе çеç асра юлмарĕ. Иртнĕ çул «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа пулăшнипе Беларусь Республикинче пулса куртăм. Лайăх аса илÿсем, курнинчен тĕлĕнмеллисем юлчĕç. Таса, илемлĕ хуласем, ырă кăмăллă çынсем.
Экскурси маршручĕпе килĕшÿллĕн Хатынь ялĕнчи мемориал комплексĕнче пулса куртăмăр. Вăл – нимĕç эшкерĕсем тĕп тунă Беларуси территорийĕнчи 186 ялтан пĕри. Курнине аса илсен халĕ те чун çÿçенет. Тахçанах кайса курма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ. Кăçал Абхазине çитсе килме шухăш пур.

Ирина Фомина, Пишпÿлек ялĕ. Иртнĕ çул пысăк масштаблă пулăмсемпе асра юлчĕ тесе каламастăп. Кашни кунхи ĕçпе пурăнатпăр. РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин грантне çĕнсе илтĕмĕр. Çулталăк тăршшĕпех «Мы вместе за мир» проектпа ĕçлерĕмĕр. Аслă Çĕнтерĕве 85 çул çитнине халалласа пирĕн районта «Çĕнтерÿ çырăвĕсем» фестиваль-марафон иртрĕ. Асăннă ăмăртура «Драма ушкăнĕ» номинацире II степень лауреачĕ пулса тăтăмăр.
2026 çулта пирĕн район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 95 çул çитет. Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăрччĕ. Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, мирлĕ пурнăç сунатăп. Хаçатăн вулаканĕсем хутшăнсах пыччăр.

 

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?
Автор:
Читайте нас