Сурăх (Овен 21.03-20.04)
2026 çул Сурăх паллипе çуралнисемшĕн хаваслă ритмпа иртĕ. Мĕншĕн тесен вут-çулăм вĕсемшĕн тăван стихийи шутланать. Çулталăк тăршшĕпе Сурăхсем пултарулăх хавхаланăвĕпе пурăнĕç, куçа курăнман пултарулăхсем аталанĕç, тĕрлĕ майсем уçăлĕç, ырлăх-пурлăх çирĕпленĕ. Çулталăк варринче кăмăлсăр ĕçсем пулса иртсен те вĕсем сире хуçаймĕç. Çулталăк çемье çавăрма, ача çуратма меллĕ.
Пăру (Телец 21.04-21.05)
Пăру паллипе çуралнă чылай çын пурнăç позицийĕсене çирĕплетĕ, ĕçпе пурнăç валли çирĕп никĕс хывĕ, иртнĕ кунхи йăнăшсенчен хăтăлĕ. Кăçал харпăр пурнăçра тата ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Юратуран тата хĕрÿ туйăмсенчен «пуçа çухатас» хăрушлăх та пур. Апла пулсан та çăлтăрсем палăртнине пурнăçлама сĕнеççĕ, ун пек тусан пурте пурнăçа кĕрĕ.
Йĕкĕрешсем(Близнецы 22.05-21.06)
2026 çулăн пĕрремĕш пайĕнче пурлăха тимлĕх уйăрма, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тивĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕ çынсемпе хутшăнма, вĕренме тата çул çÿреме меллĕ. Кăçалхи çул çемье чăмăртама, пурăнмалли е ĕç вырăнне улăштарма ункайлă. Сире пĕр шухăшлă çынсемпе, юлташсемпе тĕлпулусем кĕтеççĕ. Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме ан хăрăр.
Рак (22.06-22.07)
Çулталăк пуçламăшĕнче Раксем кăшт иккĕленсе тăрĕç: Вут-çулăмлă Лаша кăмăлĕ сирĕн сисĕмлĕхĕрпе тата асăрханулăхăрпа тĕл пулĕ. Çавăнпа та пурте хăвăра кирлĕ пек пулаймĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче сирĕн çăмăл мар ыйтусем татса памалла пулĕ, пуçлăхсенчен тĕрĕслев те кĕтет. Анчах та юлашкинчен эсир пур йывăрлăхсене çĕнтерсе укçа-тенкĕпе пурлăх лару-тăрăвне çирĕплетме пултарăр.
Арăслан (Лев 23.07-23.08)
Вут-çулăмлă лаша сирĕн кăмăлăрпа килĕшсе тăрать. Çавна пула сирĕн чылай ĕмĕтĕре уçăмлă бизнес-плана çавăрма май пулĕ. Анчах та ăнланса та асăрхануллă ĕçлемелле, йăлкăшас, ялан малта пулас кăмăл йывăрлăхсем илсе килме пултарĕ. Сире çĕнĕ те кăсăк паллашусем кĕтĕç. Хăвăра тимлĕх уйăрнине, комплиментсем тунине йышăнма вăхăт ан хĕрхенĕр. Хăвăр телейĕре ан вĕçертĕр.
Хĕр (Дева 24.08-22.09)
Кăçал укçа-тенкĕ енчен пĕр картлашкана çÿлерех хăпарас тетĕр пулсан мĕн-тĕр тума, мĕне те пулин вĕренме, уйласа тупма пуçламалла. Хӑнӑхнӑ ӗҫсемпе шутлавсем (расчеты) кӑҫал ӗҫлемӗҫ. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсем ăнса пырĕç. Çул тăршшĕпе вăхăтран вăхăт сÿрĕк кăмăл хупланипе кĕрешмелле тата сывлăха ытларах тимлĕх уйăрмалла пулĕ. Харпăр пурнăç хăватлă та интереслĕ пулма шантарать.
Тараса (Весы 22.09-22.10)
Енчен те эсир хăвăр суйлавăра çирĕплетсен (харпăр тата ĕçпе çыхăннине), иккӗленме пӑрахсан 2026 çулта тахçанхи ĕмĕтĕр пурнăçланĕ, туслă хутшăнусем савăнăç илсе килĕç, хÿтĕлевçĕсемпе спонсорсенчен пулăшу илме май пулĕ. Вĕренĕве малалла тăсма е професси ăсталăхне ÿстерме ункайсем уçăлĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче ĕçлĕ çул çÿревсем ăнăçлă иртĕç. Анчах та укçа-тенкĕпе йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Çавăнпа та пурлăхпа перекетлĕрех пулмалла.
Скорпион (23.10-22.11)
Çăлтăрсем Скорпионсене хăйсен пурнăçне йĕркене кĕртме сĕнеççĕ: ĕçре, сывлăхра тата кулленхи ĕçсенче. Çавăн пек тусан сире службăра - ÿсĕм, хăвăр ыйтусене çăмăл татса парасси тата авторитета ÿстересси кĕтĕ. Юратура телей тупас тесен сирĕн сахал мар вăй хума тивĕ. Пуçарăва хăвăр аллăра илĕр, юлташăра хăвăрпа интереслентерме тăрăшăр.
Ухăçă (Стрелец 23.11-21.12)
Кăçал сире пултарулăх çĕкленĕвĕ, çĕнĕ тĕлпулусемпе çул çÿревсем, тавракурăма анлăлатасси, тăвансемпе юлташсемпе лайăх хутшăнусем, ăнланулăх кĕтет. Сирĕн юратнă ĕçĕр тупăш çăлкуçне çаврăнĕ, якăлтатни (флирт) пысăк та çитĕннĕ юратăва куçĕ. Хăвăр сывлăхăра тимлĕх уйăрăр, ĕçтешсемпе лайăх хутшăнусем йĕркелĕр.
Ту качаки (Козерог 22.12-20.01)
2026 çулта çемьери кăткăс ыйтусене татса пама, юсав ĕçне туса ирттерме е çĕнĕ хваттер илме тивĕ. Анчах та сирĕн вăй-хăватăр тата пур çĕрте те лайăххине курма хăнăхни чăрмавсене çĕнтерме пулăшĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ĕçтешсем пулăшнине, тухăçлă ĕçленине тата çĕнĕ çынсемпе паллашнине пула юратура кăмăллă улшăнусем пулса иртĕç.
Шыв юхтаран (Водолей 21.01-19.02)
Вут-çулăмлă Лаша çулĕнче сирĕн чылай экспериментăр пурнăçа ăнăçлă кĕрĕ. Çăмăл та хăвăрт укçа ĕçлесе илес тенипе йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Юратура тата ĕçсенче çĕнĕ çынсемпе паллашнипе, тухăçлă ĕçленипе çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче ырă улшăнусем пулса иртĕç.
Пулăсем (Рыбы 20.02-20.03)
Лаша çулĕ сирĕншĕн – çăмăллăх, ирĕклĕх, пысăк майсен вăхăчĕ. Сире пултарулăх çитĕнĕвĕсем, професси ÿсĕмĕ, квалификацие тата пĕлĕве ÿстересси кĕтет. Хăвăр сисĕм-туйăмăра итлĕр, вăл сире тупăшлă килĕшÿсем тума пулăшĕ. Хĕрÿллĕ юрату авăрне лекес шанăç та пур. Килти ĕçсем савăнăç илсе килĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.