Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
7 Кӑрлач , 15:00

«Тавах» ушкăн тав сана

Çтерлĕ хулинчи «Тавах» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Ольга Иванова) çулсерен декабрь уйăхĕн вĕçĕнче йĕркелекен Çĕнĕ çул каçĕ кашни çулах çÿллĕ шайра иртет. Çакна уяв мероприятине халăх йышлă хутшăнни те, репертуара тĕрлĕ енлĕ йĕркелесе вăйăсем кĕртни те тата ытти те çирĕплетет. Сăмах май, кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче сцена ăстисем кивĕ çула ăсатса çĕннине кĕтсе илессине пăрахăçламан, ăна урамра паллă тунă.

«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана

Иртнĕ çул, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вăл вун саккăрмĕш хут иртрĕ. Ăна ансамбль хастарĕсем «Сода» хула культура керменĕнче йĕркелерĕç. Уяв каçĕ «Тавах» ушкăн Хĕрлĕ вут-çулăмлă Лаша çулне кĕтсе илме хатĕрленĕ юрă-ташă композицинчен пуçланчĕ. Курант сасси янранă, сцена çинчи юрăçсем «Тăпăртатса тăрать тур лаши» юрра шăрантарнă май залра ларакансем вăхăтлăха шăплăха путрĕç. Концерт программине ертсе пыракан Дмитрий Цветковпа Татьяна Карамзина вара куракансене Çĕнĕ çулпа саламласа «Тавах» ушкăнăн черетлĕ номерĕсемпе малалла паллашма сĕнчĕç.


Çтерлĕсене Çĕнĕ çулпа саламлама инçе çула кĕскетсе Ĕпхÿрен ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Авăркас районĕнчен Меселпуçĕнчи «Шăпчăксем» ансамбль, Пелепей хулинчен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов килсе çитнĕ. Çавăн пекех вырăнти ертÿçĕсем те – Çтерлĕри ЧНКА пуçлăхĕпе «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн ертÿçи Оксана Федоровапа Олеся Пескова – уяв саламĕсене илсе çитерчĕç. Вĕсем кашниех микрофон умне тухса «Тавах» ансамбль коллективне тата куракансене Çĕнĕ çулпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.


Кану каçне пухăннисем Марина Хасанова шăрантарнă «Пилеш кайăксем» юрра, «Виват» ачасен кăтартуллă ташă ушкăнĕн (ертÿçи – Анастасия Кучина) пултарулăхне хапăл туса йышăнчĕç, артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çамрăк ăру сцена çине тухсан чылайăшĕ çара уран чупнине аса илсе ачалăх авăрне те путнăн туйăнчĕ.


Çак каç йĕркелÿçĕсем ятарлă çар операци темине те манăçа кăлармарĕç. Ăна малтан «Арăмĕпе упăшки» интермеди (тĕп рольсене Надежда Яковлевапа Геннадий Тимофеев вылярĕç) урлă уçса пачĕç пулсан, «Тавах» ансамбль шăрантарнă «Манăçми салтак» юрăпа тепĕр хут çирĕплетрĕç. Çак юрра юрланă чухне залри халăх ăна ура çине тăрса куççульпе итлерĕ.


Антракт хыççăн спонсорсем («Вектор» автомобильпе çÿреме вĕрентекен академи (Артем Кириллов), хулари шăл сиплекен центр (Александр Данилов), «Все для уюта» магазин (Светлана Прохорова) тата «Урал сасси» хаçат редакцийĕ (Юрий Михайлов) пулăшнипе Çĕнĕ çул лотерейин вылявĕ иртрĕ. Телейлисем сертификатсемпе çырăнтару квитанцине тивĕçрĕç.


Малалла вара концерт программине уйрăм солистсем илем кÿчĕç. Верăпа Владимир Петровсен, Елена Федоровапа Алевтина Петрова, Ольгăпа Сергей Ивановсен дуэчĕсем, пилĕк пĕртăван Федоровсен хĕрсен ушкăнĕ, Надежда Афанасьева, Елена Иванова, Константин Петров, Кристина Челмаева, Надежда Яковлева, Ольга Степанова шăрантарнă чуна пырса тивмелле юрăсене итленĕ май куракансем Çĕнĕ çулăн асамлăх тĕнчине пырса кĕчĕç. Анчах та чи пысăк асамлăхне Хĕл Мучипе (Павел Герасимов) Юр пике (Ольга Никитина) тата Çил-тăвăл (Ольга Степанова) кăтартса пачĕç, уяв кучченеçне вĕсемех салатрĕç (сăн ÿкерчĕкре).


«Çĕнĕ çул каçĕ» уяв, ăна йĕркелекенсене тата спонсорсене тав туса, Ольга Иванова «Раççейре Çĕнĕ çул» юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.


Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

Ытларах сăн ÿкерчĕксем - https://vk.com/album-133204963_312183852

«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
«Тавах» ушкăн тав сана
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас