Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
8 Кӑрлач , 15:00

Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак

Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ (ЧНКА) хăйĕн çулталăкри ĕç планне йышăннă чухне çамрăксемпе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшать. Вĕсен шутне «Силпи асамачĕ» ачасемпе çамрăксен фестивалĕ, Çĕнĕ çул ёлки тата ыттисем кĕреççĕ.

Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак

Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 2025 çул вĕçĕнче хулари «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕнче районти чăваш ачисем валли «Чăваш елки» уяв иртнĕ. Пурĕ унта 50 яхăн ача хутшăннă, вĕсемпе пĕрле вăйă картине асламăш-кукамăшсем, ашшĕ-амăшĕсем тăнă. Уяв программине суя Хĕл Мучи (Иван Иванов), Лаша (Сергей Тефтерев), Çил-тăман (Анастасия Борисова), Матрешкăсем (Мария Ильзотовапа Алевтина Семенова) илем кÿнĕ. Паллах, чăн-чăн Хĕл Мучипе (Владимир Яковлев) Юр пике (Софья Борцова) ачасемшĕн чи асамлă сăнарсем пулса тăнă. Уява чăвашлăх сĕмĕ кĕртме чăваш юрри-ташши, сăвви-шÿчĕ çеç мар, вĕренекенсемпе ача садне çÿрекен шăпăрлансем наци тумĕсемпе тата капăрĕсемпе килни те пулăшнă.
Уяв вĕçленнĕ хыççăн «Чăваш ёлкине» хутшăнакансенчен чылайăшĕ Хĕл Мучи аллинчен илнĕ кучченеç пылак пулнине палăртнă.
Юрий НИКОЛАЕВ. Пелепей хули.

Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Хĕл Мучин туййи вăрăм, кучченеçĕ пылак
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас