Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
20 Мартӑн 2019, 18:17

Тĕплĕ çын

Чăвашсен калаçăвĕнче пур çавăн пек сăмах çаврăнăшĕ. Хушнă ĕçе юратса‚ ыттисен кăмăлне те каймалла тăвакан çынна калаççĕ çапла. «Вăл ĕçе тĕплĕ тăвать» теççĕ. Ара‚ тепĕр чухне пĕр-пĕр ĕçе ячĕшĕн кăна тăвакансене те куратпăр-çке. Эп лайăх пĕлекен çын ун пеккисенчен мар.

Александр Васильевич Федоров Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Степановкăри вырăс шкулне кайса кĕнĕ‚ ыттисенчен кая юлмасăр ĕлкĕрсе пынă‚ шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Анчах аттестат илсе ĕлкĕреймен‚ ăна алăра тытса курайман – салтак ячĕ тухнă. Вăтам шкул пĕтернĕ салтака тÿрех Южноуральскри пулемет училищине вĕренме яраççĕ. Анчах вĕренсе пĕтерме паман‚ фронт çĕнĕрен çĕнĕ вăйсем ыйтнă. Кунта Александр Васильевич вăрçă хирĕпе утнă çул пирки кĕскен те пулин аса илмеллех пулĕ. Çав çулпа вăл Ленин‚ Хĕрлĕ Ялав‚ Суворовпа Кутузов орденĕсемлĕ 15-мĕш стрелковăй дивизири 44-мĕш гварди полкĕн йышĕнче утнă. Çăмăл пулман çав çул. Курс пĕккинчи хаяр çапăçусем вăрçă историне ĕмĕр асра юлмалла çырăнса юлнă. Çав историе Юламан чăвашĕ те çырнă. Хăй тÿрремĕнех хутшăннă май вутлă çулсем пирки Александр Васильевич çырнă асаилÿсем 2003 çулта «Урал сассинче» номертен номере пичетленсе пынă. Белгород‚ Харьков хулисене‚ Литвапа Латвие‚ Хĕвелтухăç Пруссие ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусем çирĕмри салтак ăс-тăнне ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçнă. Пĕрре мар суранланнă та. Çар наградине те тивĕçнĕ.
Салтакран таврăнсан вăл мирлĕ пурнăçне шкулпа çыхăнтарать. Вăрçа пула ялти нумай ача тăватă класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренейменни шухăшлаттарнă ăна. Хăйĕн йăмăкĕпе шăллĕ те пуçламăш пĕлÿ илнипех юлнă. Çакăнпа килĕшесшĕн пулман фронтовик чун-чĕри. Ачасене малалла вĕренме май туса памаллах. Çивĕч ыйтăва ял çыннисем хушшинче çĕклет‚ çутĕç пайне пĕрре мар çитет. 1949 çулта тÿрех 5-6 классем уçăлаççĕ. Хăй те шкулта ĕçлет‚ завуч ĕçĕсене туса пырать. Пĕр вăхăтрах район хаçатне те çырсах тăрать. Ун чухне район хаçачĕ чăвашла тата тутарла тухса тăнă. Иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулсен вĕçĕнче вырăсла хаçат та тухма тытăнсан виçĕ редакцие пĕрлештереççĕ. Çавна май журналистсем те кирлĕ пулаççĕ.
Александр Васильевич хаваспах хаçат ĕçне кÿлĕнет. Малтан литсотрудник пулать‚ каярахпа ĕçе тĕплĕ туса пынине кура çырусен пайĕн пуçлăхне лартаççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен 23 çул хушши редактор çумĕ пулса тăрăшать. Пичет ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле стажĕ унăн 30 çултан та иртет. Çакна та палăртса хăвармалла: «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕсене хатĕрлессипе те сахал мар тимленĕ вăл. Унăн пĕрремĕш номерне вăлах алă пусса кăларнă. Ку вăл - унăн чи юратнă хаçачĕ. Унăн пÿлĕмĕнчи сентре çинче «Урал сасси» номерĕсене çулсем тăрăх кĕнеке пек çĕлесе вырнаçтарса тухнă. Вăл кашни ĕçе тĕплĕ тума тăрăшни çакăнтан та курăнать.
Александр САВЕЛЬЕВ.
Авăркас районĕ. Юламан ялĕ.
Читайте нас: