Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
4 Майӑн 2023, 10:00

Унăн чĕри «Освенцим» лагерĕнче тапма чарăннă

Пишпÿлек ялĕнчи Хушăлка вăтам шкул ачисем Е.Г. Семенова вĕрентекен ертсе пынипе кашни çулах «Без срока давности» Пĕтĕм Раççейри сочиненисен конкурсне хутшăнаççĕ. Асăннă конкурса 11-мĕш класра вĕренекен Антон Григорьев та хутшăннă. Вăл аслашшĕн пиччĕшĕ çинчен каласа парать.

Унăн чĕри «Освенцим» лагерĕнче тапма чарăннă
Унăн чĕри «Освенцим» лагерĕнче тапма чарăннă

Кăçал фашистла Германие çĕнтернĕренпе 78 çул çитет. Ку хутĕнче те эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, çĕнтерÿçĕсем пулса таврăннă тата çапăçу хирĕсенче пуç хунă паттăрсене чыслăпăр. Анчах пур паттăр ятне те ĕмĕр-ĕмĕрех асра юлмалла, пуç таймалла туман çав. Пурне те алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма май килмен. Кама-тăр шăпа тыткăна лексе концлагерьсен асапĕсене тÿсмелле тунă. Çавăн пек çынсенчен пĕри – манăн асаттен пиччĕшĕ Иван Егорович Григорьев. Ун шăпи çинчен эпир нумай пулмасть пĕлтĕмĕр. Чылай вăхăт хушши ăна «хыпарсăр çухалнă» тесе шутланă, вăл вара тыткăна лексе асап курнă иккен. Çапла хыпарсăр çухалнă тепĕр салтакăн шăпи паллă пулчĕ. Хурлăхлă шăпа.
Иван Егорович Григорьев 1918 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Эрĕнпур облаçĕнчи Захаркино ялĕнче пуян çемьере çуралнă. Ĕçчен çемьен çирĕп хуçалăх, тимĕр витнĕ ултă кĕтеслĕ çурт пулнă. Ашшĕне, Егор Андреевича, кулак тесе тĕп тунă хыççăн Пелепей районне «Спартак» колхоз йĕркелеме янă. Амăшĕ каярах пĕчĕк ачисемпе мăшăрĕ патне куçнă. Çемье ялсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿренĕ. Пишпÿлек районĕнчи Светловка, Прогресс, Мелеспуç ялĕсенче пурăннă. Вăрçăччен арман тытнă.
1941 çулта Иван вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ун чухне вăл 22 çулта пулнă. Çемье вăрах вăхăт хушши çывăх çынни ăçта çапăçнине, мĕншĕн çыру çырманнине пĕлмен. Вĕсем вăл ырă-сывă пуласса чунтан шанса тăнă. Хăйсене хăйсем лăплантарса çыру çырма вăхăчĕ çук, вĕсем çитмеççĕ тесе шутланă. Вăрçă хыççăн çеç вăл 1941 çултах тыткăна лекни паллă пулнă.
Нумай-нумай çултан тин, РФ Оборона министерствин «Мемориал» сайтне йĕркелесен, унăн çар тыткăнне лекнĕ карточкинчен Иван Егорович çинчен сведенисем тупрăмăр. Халĕ асăннă карточка пирĕн кил-йышри чи хаклă асăнмалăх япала. Вăл мăн асаттен ачисен çемье архивĕнче упранать.
Çитмĕл ытла çул иртсен Григорьевсен йышлă ăрăвĕ Иван Егорович 1941 çулхи август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Беларуçри Бобруйск хулинче тыткăна лекнине пĕлнĕ. Малтан ăна «Шталаг 318», унтан çар тыткăнне лекнисен Германири «Аушвиц» («Освенцим») лагерьсене ăсатнă. Çавăн пекех карточкăра тыткăна лекнин портречĕпе характеристики те пур. Ăна нимĕç чĕлхипе çырнă. Эпĕ пур информацие те пĕр улăштармасăр куçарма тăрăшрăм.
«Григорьев Иван Егорович. Захаркино ялĕнче çуралнă. Профессийĕ – тракторист. Пурăнакан вырăнĕ: Пушкăрт АССРĕ, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ. Ашшĕпе амăшĕн ячĕсем: Егор Григорьев тата Елена Калмыкова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Арăмĕн ячĕ: Ксения Маркова.
Сăн-сăпачĕ: çÿллĕшĕ – 168 см, сăмси тÿрĕ, сарă çÿçлĕ, ÿт-пĕвĕ хавшак, тутисем çÿхе, сухалĕсем çук, пичĕ тăваткал, шăлĕсем лайăх, пĕри çук, вырăсла калаçать.
Уйрăмлăх паллисем: сылтăм аллипе чĕркуççи çинче пĕçертнĕ вырăнсем пур, хырăмĕ çинче операци хыççан юлнă çĕвĕ. Çар чаçĕ: 74, Челябинск хули. Партире тăмасть, судпа айăпланман. Плена Бобруйск хулинче 1941 çулхи август уйăхĕн 14-мĕшĕнче илнĕ. Ăçтан: Шталанг 318. Идентификаци номерĕ - 9662, ăна 1941 çулхи октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче панă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ. Диагнозĕ: чĕри çурăлса кайнипе».
Иван Григорьев вилнĕ датăна тĕрлĕ çăлкуçра тĕрлĕрен палăртнă. Тыткăна лекнин карточкине ĕненес пулсассăн Иван Егоровичăн чĕри 1941 çулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче чи хăрушă концентративлă (хаяр йĕркеллĕ) лагерьсенчен пĕринче, «вилĕм фабрики тесе калакан «Освенцимра», 23 çулта тапма чарăннă.
Хамăн çывăх тăванăн йывăр шăпипе кăсăкланнă май пуçра тĕрлĕ ыйтусем çуралчĕç: тыткăнра çынсем мĕнле пурăннă-ши, нимĕçсем вĕсемпе хăйсене епле тыткаланă, мĕнле ĕçсем пурнăçлаттарнă, мĕншĕн çап-çамрăк арçыннăн лагерьте 11 кунтанах чĕри тапма чарăннă? Пленра пулнисен аса илĕвĕсене вуланă хыççăн фашистсен хăрушла тискерлĕхĕ çинчен нумай пĕлтĕм. Тĕрлĕрен хак панисем тăрăх гитлеровецсем асăннă лагерьте тăватă миллион ытла çынна тĕп тунă. Кăшт айăпа кĕнĕшĕнех е ĕç нормине тултарайманшăн çынсене чăпăрккапа е тимĕр пăралукпа хытă хĕненĕ. Тыткăна лекнисенчен нумайăшĕ асаплантарнине чăтаймасăр хăйсем çине алă хунă. Вĕсене кăшман яшки, тĕрлĕ хутăшсенчен пĕçернĕ çăкăр çитернĕ. Ĕçлеме пултарайман арçынсемпе хĕрарăмсене, ватăсемпе ачасене тÿрех лагерьтен инçех мар вырнаçнă пысăк кăмакасенче çунтарнă. Иван Егорович мĕншĕн вилнине эпир чухласа илме çеç пултаратпăр. Нимĕçсем асаплантарса вĕлернĕ çынсен уйрăм ĕçĕсенче (личное дело) «чĕри çурăлса кайнă» тесе çырнă пулнă. Ыратупа асапран мар-тăк мĕнрен çурăлса кайма пултарнă çап-çамрăк çыннăн чĕри? Çав телейсĕр çынсен вырăнне хамăра кăларса тăратма та хăрушă. Çапла шăпа хатĕрленĕ пулнă манăн асаттен пиччĕшне.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисенчен кашниех Паттăр е Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ ятсене тивĕçеймен. Нумайăшĕ Иван Егорович пекех «хыпарсăр çухалнă», урăхла каласан, чыссăр, мухтавсăр, хисепсĕр манăçа тухнă. Вуншар пин салтак тыткăнра, хăрушла асапланса, этемле мар условисенче вилнĕ… Çак паттăрсен ячĕсене тăхăмĕсем çеç мар, пĕтĕм наци асра тытмалла. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме чи малтан çĕкленнĕ. Шăпа тыткăнри салтак тÿпине хатĕрленĕшĕн вĕсем айăплă мар. Çавăнпа та пирĕн, паянхи ăрăвăн, пурнăçĕсене çутă малашлăхшăн панă кашни çын ятне пĕлмелле. Хисеплĕ Иван Егорович, пирĕн паттăр, эпир сана асра тытатпăр, хисеплетпĕр. Санăн паттăрлăху пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕрех упранĕ.
Антон ГРИГОРЬЕВ,
Хушăлка вăтам шкулĕн
11-мĕш класс вĕренекенĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: