Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
11 Июлӗн 2023, 12:25

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче

Эпир, 1923 çулта çуралнисем, вăрçă мĕнле пуçланнине нихăçан та манас çук.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче

Çак вăхăт тĕлне пирĕн çемье тăватă çынран тăратчĕ (кĕçĕн шăллăм Валерий 1930 çулта, пиллĕкре чух вилчĕ): анне – Вера Архиповна Куропаткова, атте – Петр Ефимович Куропатков тата йĕкĕреш ачасем – эпĕ тата Володя пичче. Эпир Пушкăртстанри Толбазă ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Ун чухне атте район почтин ертÿçинче ĕçлетчĕ. 1930 çулта пирĕн çемье Мускав хулине куçрĕ. Кунта аттен аппăшĕсем – София тата Надежда – пурăнатчĕç. Пирĕн, ачасен, вырăс шкулĕнче вĕренме пуçламаллаччĕ. Эпир çуралнă тăрăхра çав çулсенче çакăн пек май пулман.
Атте 1940 çул тĕлне Хусан вокзалĕ çумĕнчи почтăра çăк турттаракан уйрăмăн ертÿçи пулса тăчĕ. 1941 çулта – 1-мĕш уйрăмăн ертÿçи («конфеденциаллă почта»). Анне Мускаври Киров урамĕнче вырнаçнă Тĕп почтамтăн 9-мĕш экспедицийĕнче тăрăшатчĕ.
Аслисем тĕнчере тем-тĕр пулса иртессине сиснĕ. Эпир те, шкул ачисем, «тар шăршине» туйнă. 1941 çул пуçламăшĕнчех лару-тăру çивĕчленчĕ. Эпĕ 10-мĕш класра, Володя 9-мĕшĕнче (4-мĕш класра йывăр чирлесе пĕр çула тăрса юлчĕ) вĕренеттĕмĕрччĕ. «Лосинкăра» ăс пухаттăмăр. Ун чухне Ярославль чугун çулĕн 4№ вăтам шкулĕ чи лайăххисенчен пĕри шутланатчĕ. Юлташсенчен чылайăшĕ асăннă пĕлÿ çуртĕнчен ятарлисене куçрĕç. Ытларах артиллерипе, çар-тинĕспе çыхăннисене. Вăрçă пуçламăшĕнче çак ачасем çар училищисенче кирлĕ пĕлÿпе ăсталăх пухатчĕç. Пĕрле вĕреннĕ Шура Назаров, Миша Огнев, Женя Хореев тата ыттисем Подольск хулинчи артиллери училищинче вĕренетчĕç. Вĕсем пурте 1941 çулхи кĕркунне Малоярославец хулине – Мускава тăшманран хÿтĕлесе пуçĕсене хучĕç.
Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкулта кăларăм каçĕ иртрĕ. Вырсарни кун – пирĕн çемье килте. Радио хускатнă, сасартăк кăнтăрлахи 12 сехетре фашистла Германи вăрçă пуçлани çинчен хыпар илтрĕмĕр. Çакăн пирки Вячеслав Михайлович Молотов пĕлтерчĕ. Атте çавăнтах Мускава, хăйĕн ĕçне, тухса кайрĕ. Кăларăм каçне аттепе сывпуллашмасăр тухса кайма тÿр килчĕ. Вăл киле кĕрсе тухнă та каялла ĕçне – дежурствăна – кайнă. Çапла килсе тухрĕ: эпĕ аттене июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, кăнтăрла, юлашки хут куртăм.
Шкулти кăларăм каçĕ митингран пуçланчĕ. Унта шкул директорĕ Антонина Васильевна Козлова тухса сăмах каларĕ. Каярах пире аттестатсем тата вĕренÿре çитĕнÿсем тунă ятпа наградăсем пачĕç. Унтан юлашки хут пĕр-пĕринпе калаçрăмăр, чылайăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлчĕç.
Июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче, ирхине, мана повестка тыттарчĕç. Манăн васкавлăн Мытищинск районĕнчи Подлипки хулинчи çар комиссариатне çитмелле. Хăвăрт пуçтарăнса, аннепе тата Володьăпа сывпуллашса çула тухрăм. Çавăнтанпа, вăрçă пĕтиччен, эпĕ килте пулман. Çав кунхинех, июнĕн 23-мĕшĕнче, мана Тула хулинчи хĕç-пăшалпа техника училищине вĕренме ячĕç. Эпир иккĕнччĕ – эпĕ тата Перловская станцинчен пĕр каччă. Тепĕр кунхине Тулăна çитрĕмĕр, училище кайрăмăр. Июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче, çуралнă кун, çар присягине йышăнтăм. Каярах асăннă училище Володя пичче вĕренме кĕчĕ, вăл тепĕр вĕренÿ ротинче пĕлу пухрĕ.
Атте, Петр Ефимович Куропатков, 1898 çулта çуралнăскер, 1941 çулхи июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче ВКП(б) Чугун çул райкомне хăйне Мускав хулине хÿтĕлекенсен йышне кĕртме ыйтса заявлени çырнă. Заявлени копине аннене парса хăварнă, эпĕ ăна халиччен упратăп. 1941 çулхине фронтран аттерен темиçе çыру илтĕм. Шел пулин те, вĕсем сыхланса юлмарĕç. Астăватăп, юлашки çырăвĕнче, 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче çырнинче, вăрçă пуçланиччен МПВО курсĕсене иртнĕ вырăнтан – Ленинград облаçĕнчи Луга хулинчен – инçе мар вырнаçнине пĕлтернĕччĕ.
Чылай çул атте шăпи пирки пĕлме май килмерĕ. Пĕррехинче (1949 çулсенче) Оборона министерствин Кадрсен управленийĕнчен хурав илтĕм. Унта пирĕн çывăх çыннăмăр тăнă чаçе салатса яни çинчен çырнăччĕ, салтаксен шăписем пирки пĕр сăмах та асăнманччĕ. Çавăн чухнех пĕр-пĕр хыпар пĕлме тăрăшни усăсăр пулнине ăнланса илтĕм. Эпĕ – кадрти офицер, мĕнле сăлтавпа фронтра çар чаçне салатса янине пĕлетĕп. «Звезда» телеканалăн режиссерĕ Евгений Кириченко аттене ополчение мар, çыхăну батальонне илнине пĕлме пулăшрĕ. Батальон Мускав çывăхĕнчи Долгопруднăйĕнче йĕркеленнĕ 305-мĕш дивизи йышне кĕнĕ. Асăннă дивизи 1941 çулхине Новгород хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Çакă атте юлашки çырăвĕнче çырнă вырăн пулнă та.
Манăн пиччене Владимира Тула хулинчи çар училищине янă. Каярах пĕлÿ çуртне Томск хулине эвакуациленĕ. Шăпа çамрăка вĕренĕве вĕçлеме май паман: пичче вăйлă чирленĕ, кăларăм экзаменĕсем пынă вăхăтра госпитале лекнĕ, училищĕрен кăларса янă. Апла пулин те ăна «ефрейтор» званийĕ панă, 1944 çулта Белорусинчи çапăçăва хутшăннă çар чаçне янă. Аннемĕр 1944 çулхи март уйăхĕнче Владимир Петрович Куропатков ефрейтор, 157-мĕш стрелоксен дивизин 716-мĕш полкăн стрелокĕ февраль уйăхĕн 29-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилни пирки хыпар илнĕ. Малалла çырура ăна пытарнă вырăна – Витебск облаçĕ, «Крынка» совхоз – палăртнă.
Вăрçă çулĕсенче хăйсен мăшăрĕсене çухатнă чылай хĕрарăмсем пекех аннен атте вилнине шанасси килмен, ăна кĕтнĕ. Анчах Володьăна çухатнă пирки хăйне евĕрлĕ хуйхăрнă. Аннемĕрĕн чĕри те манăнни пекех çав кунхине хуйха сиснĕ евĕр йăшканă. Ниепле те лăпланайман. Çакă эпир йĕкĕрешсем пулнипе çыхăннă-тăр.
Эпĕ 1941 çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тулăри çар училищине «2-мĕш рангри çар техникĕ» çар званипе пĕтертĕм. Çакăн хыççăн мана 196-мĕш стрелоксен дивизи йышне çирĕплетрĕç. Унăн йышĕнче тăнă май 1942 çулхи июль-сентябрь уйăхĕсенче Сталинград фронтĕнчи çапăçусене хутшăнтăм. Сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче фронтăн малти линине çар хатĕрĕсем илсе çитернĕ вăхăтра амантăм. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче дивизине çапăçуран илсе тухса Ставкăри резерва ячĕç. Тепĕр хут йĕркеленнĕ хыççăн 1943 çулхи январь уйăхĕнче Ленинград хулине тăшманран хÿтĕлеме тухса кайрăмăр. Мана 1943 çулхи июль уйăхĕн вĕçĕнче кĕтмен çĕртен Дзержинский ячĕллĕ Артиллери академине вĕренме ячĕç.
1948 çулхине академие пĕтерсен Çарпа тинĕс вăйĕсенче служба иртме ăсатрĕç. 1951 çултан пуçласа Мускав хулинчи Çарпа тинĕс флочĕн Тĕп аппаратĕнче хĕсметре тăтăм. 1977 çулхи май уйăхĕнче нумай çул хĕсметре тăнă хыççăн отставкăна кайрăм, И.И. Картуков ячĕллĕ «Искра» МКБра ĕçлеме тытăнтăм. Унччен маларах кунта Çарпа тинĕс флочĕн çар представительствине ертсе пыраттăм.
Эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степень, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Хĕç-пăшаллă вăйсенче Тăван çĕршывшăн ĕçленĕшĕн» 3 степень орденĕсене тата чылай медале илме тивĕçрĕм. Космонавтика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççейри Космонавтика федерацийĕ И.И. Картуков тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ медальсене парса чысларĕ.
Обществăлла ĕçе хастар хутшăнатăп, хăй вăхăтĕнче 62-мĕш гварди çарĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕн тивĕçне пурнăçларăм, 196-мĕш Гатчински Хĕрлĕ ялавлă стрелоксен дивизин тата Çарпа тинĕс флочĕн ракетăпа артиллери хĕç-пăшал управленийĕн ветеранĕ шутланатăп.
Евгений КУРОПАТКОВ.
Мускав хули.

Редакцирен. Паянхи кун ентешĕмĕр çуралнă кĕтесĕпе, Пушкăртстанри тăванĕсемпе тачă çыхăну тытать. Каланине пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе пама та пулать. Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнчи Никольский ячĕллĕ чиркĕве хăпартнă çĕре Евгений Петрович пысăк тÿпе хывнă. Архип пачăшкăн мăнукĕ чиркĕвĕн стенисене хăпартма, унăн тăррине витме, алăксем туянма, шалти якату-илемлетÿ ĕçĕсене пурнăçлама, сăваплă çуртăн иккĕмĕш чанне шăратма нумай укçа-тенкĕ панă.
Эпир хисеплĕ Евгений Петровича ентешсен ятĕнчен 100 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: