Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
14 Майӑн , 11:15

Чăваш полковникĕ трибунăра Владимир Путинпа юнашар вырнаçнă

«Урал сасси» хаçатăн 2023 çулхи 28№ эпир «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче» статья пичетлесе кăларнăччĕ. Унăн авторĕ, Евгений Куропатков, вулакансене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарать, ашшĕпе амăшне ăшшăн аса илет, вăрçă кунĕсене куç умне кăларса тăратать…

Чăваш полковникĕ трибунăра  Владимир Путинпа юнашар вырнаçнă
Чăваш полковникĕ трибунăра Владимир Путинпа юнашар вырнаçнă

Вăрçă ветеранĕ 1923 çулта Пушкăртстан Республикинчи Толбазă салинче çуралнă. Евгений çичĕ çул тултарсан Куропатковсен çемйи Мускава куçса кайнă. Халĕ сумлă ватă çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать. Евгений Петрович Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнчи Никольский чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă Архип Васильевăн мă нукĕ пулать. Вăл 1937 çулта репрессие лекнĕ.
Евгений Куропатков паянхи кун та çуралнă кĕтесĕпе, Пушкăртстанри тăванĕсемпе çыхăну тытать. Вăл Пишкайăн ялĕнчи Никольский ячĕллĕ чиркĕве хăпартнă çĕре пысăк тÿпе хывнă: сăваплă çуртăн стенисене хăпартма, унăн тăррине витме, алăксем туянма, шалти якату-илемлетÿ ĕçĕсене пурнăçлама, чиркĕвĕн иккĕмĕш чанне шăратма нумай укçа-тенкĕ панă.
Евгений Петрович хăй пурнăçне çар службине халалланă çынсенчен пĕри шутланать. 1941 çулхине Тулăри çар училищине «2-мĕш рангри çар техникĕ» çар званийĕпе пĕтернĕ ентешĕмĕр фронта тухса кайнă. Вăл стрелоксен дивизийĕ йышĕнче тăнă май пысăк çапăçусене хутшăннă – Сталинградпа Ленинград хулисене ирĕке кăларнă. 1943 çулхине Евгений Петровича Дзержинский ячĕллĕ Артиллери академине вĕренме янă. 1948 çулта çамрăк качча Çарпа тинĕс флочĕн ракетăпа артиллери хĕç-пăшалĕн управленине служба иртме çирĕплетнĕ. 1951 çултан пуçласа Мускав хулинчи Çарпа тинĕс флочĕн Тĕп аппаратĕнче хĕсметре тăнă. 1977 çулта, Совет Çарне 30 çул ытла халалланă хыççăн, отставкăна полковник званийĕпе кайнă. Гражданла пурнăçпа пурăнма тытăнсан Мускаври И.И. Картуков ячĕллĕ «Искра» конструктор бюровĕнче вăй хунă.
Евгений Куропатков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степень, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, «Хĕç-пăшаллă вăйсенче Тăван çĕршывшăн ĕçленĕшĕн» 3 степень орденĕсене, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене илме тивĕçнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пĕлтернĕ тăрăх, унăн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ (Çĕнтерÿ кунĕ) тата 1945 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ (Çĕнтерĕвĕн пĕрремĕш парачĕ).
– Эпĕ, 22 çулхи çамрăк каччă, тăвансене, аттене тата йĕкĕреш-пиччене, çавăн пекех Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунисене Çĕнтерÿ пирте пулнине пĕлтерме пултарнишĕн, çакă вĕсен Çĕнтерĕвĕ пулнишĕн савăнтăм. Маншăн вăрçă çапла вĕçленчĕ, – каласа панă Евгений Петрович.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитрĕ. Çак куна халалланă çар парачĕсем кĕрлесе иртрĕç. Çĕршывăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ площадьри парадра Аслă командующипе, Раççей президенчĕпе Владимир Путинпа юнашар трибунăра Евгений Куропатков вырăн йышăннă. Июль уйăхĕнче 101 çул тултаракан ентешĕмĕр çĕршыв пуçлăхĕпе çумăн ларни тăван халăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан пулăм пулса тăрать. Çакна уйрăмах Авăркас тăрăхĕнче пурăнакансем пытармаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: