Пур хыпар та

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ

Кашни арçын ача çар çынни пулма ĕмĕтленет. Вăхăт иртнĕçемĕн нумайăшĕн ĕмĕчĕсем улшăнаççĕ. Вĕсем мирлĕ тата паянхи самана ыйтакан профессисем суйласа илеççĕ. Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи Владимир Викторовăн ача чухнехи ĕмĕчĕ вара пурнăçа кĕнĕ.

Шкул çулне çитиччен те, пуçламăш классенче вĕреннĕ çулсенче те вăл ятарлă тĕллев çарĕн (отряд специального назначения) салтакĕсем тăхăнса çÿрекен «краповый» текен берет çинчен ĕмĕтленнĕ. Çулсем иртнĕ май çак шухăш пурнăç тĕллевне çаврăннă. Шкултан вĕренсе тухсан Владимир М.Акмулла ячĕллĕ педагогика университечĕн филиалне - колледжа - вĕренме кĕнĕ. Унта çулталăк хушши пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăка салтака чĕнсе илеççĕ. Çартан таврăнсан тепĕр çулталăкран В.Викторов ятарлă тĕллев çарĕнче служба иртме контракт тăвать. Яланах малти ретре пулас, çынсене пулăшас тата Тăван çĕршыва хÿтелес тесен питĕ пултаруллă салтак пулмаллине Владимир лайăх ăнланнă. Ятарлă берета тăхăнма ирĕк паракан тĕрĕслевсем витĕр Володя ăнăçлă иртнĕ.
- Çăмăл мар пулин те мĕн пĕчĕкрен чĕрере упраннă ĕмĕт пурне те çĕнтерме пулăшрĕ. Тĕрĕслевсем виçĕ тапхăрпа, виçĕ кун хушши иртрĕç. Эпир, 160 салтак, çар службине хатĕрленнине кăтартса паракан нормативсене патăмăр, вĕрентÿ точкисене иртрĕмĕр, бронежилетпа каска тăхăнса тата автомат çакса 12 çухрăм васкавлă марш пурнăçларăмăр. Ун хыççăн çÿлĕ вырăна хăпарас, пĕр çынна е тăшман ушкăнне хирĕç кĕрешмелли мелсене (тăшмана 12 минут хушшинче тĕп тумалла, анчах пур хусканăва та йĕрке тăрăх пурнăçламалла) кăтартса парасси. Çак тĕрĕслевсем витĕр иртнĕ хыççăн пире ятарлă беретсем парса чысларĕç. Унта 29 салтак пуçтарăннăччĕ. Çакă салтаксен ытларах пайĕ тĕрĕслев витĕр иртейменнине кăтартса пачĕ. Чĕре савăнăçлăн тапрĕ, пуçра «Крап берет – ятарлă тĕллев çар салтакĕн хăюлăх, паттăрлăх, чыс палли» тени янăрарĕ. «Краповик» тени çапăçăва пĕрремĕш пулса кĕнисĕр пуçне урăх нимĕн те памасть, вĕсемшĕн нимĕнле çăмăллăх та çук, - çав самантсене аса илет чăваш салтакĕ.
Ывăлĕн тата пиччĕшĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕ, Константин Михайловичпа Лидия Дмитриевна, Николай тата Павел шăллĕсем, Олеся йăмăкĕ питĕ савăнаççĕ. Тусĕсемпе пĕр класра вĕреннисем те хăйсен юлташĕпе мăнаçланаççĕ, Владимир кĕске отпуска килнĕ вăхăтра тĕл пулнишĕн хĕпĕртеççĕ.
Çамрăк та хăюллă, ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет енчен çирĕп салтак çине пăхсан пирĕн Тăван çĕршыв лăпкăлăхĕ шанчăклă алăра иккенне ăнланатăн. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи шăпах пирĕн тăрăхра çуралнăран чуна мăнаçлăх туйăмĕ ярса илет.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.