Пур хыпар та

Совет Çарĕ афган халăхĕпе çапăçман

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Петербургра иртнĕ РФ саккун кăларакансен Канашĕн ларăвĕнче Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 30 çул çитнине палăртнă. Çав тĕллевпе çĕршыв пуçлăхĕ паллă мероприятисем ирттерме сĕннĕ.

- Афганистан вăрçинче пирĕн салтаксемпе офицерсем мĕнле кăна терт-нуша курман-ши? Çын пурне те тÿссе, чăтса ирттерме пултарнă. Çакна «афган» паттăрĕсем лайăх пĕлеççĕ‚ астăваççĕ: совет салтакĕсем мĕн чуль йывăрлăх‚ хурлăх‚ хĕн-хур курнă, - тенĕ вăл.
Пелепей районĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе вулавăшсенче асăннă паллă пулăма халалласа мероприятисем ирттереççĕ. Сăмахран‚ хулари 15№ шкулăн акт залĕнче аслă классенче вĕренекенсемпе Афганистан вăрçинче пулнă çынсен тĕлпулăвĕ иртрĕ. Мероприяти «шăплăх минутĕнчен» пуçланчĕ.
- Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе йĕркелекен тĕлпулусем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнине пăхмасăр вĕренекенсем совет салтакĕсемпе питĕ интересленеççĕ. Çакăн пек тĕлпулусен тĕллевĕ - ачасене патриотла воспитани парасси‚ çитĕнекен ăрура гражданла позици аталантарасси, Тăван çĕршыва юратма‚ унпа мăнаçланма вĕрентесси тата унăн пуян историне хисеплесси‚ - тесе пĕлтерчĕ Ольга Свиридова директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ тĕлпулăва уçнă май.
Ун хыççăн «Раççейри Афганистан ветеранĕсен союзĕн» Пелепей районĕнчи пĕрлĕхĕн председателĕ Табарис Биктимиров тухса калаçрĕ.
- 1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕ Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун шутланать. Çав кун сахал йышлă контингентăн юлашки колонни Афганистан çĕрĕпе сывпуллашнă. Афганистан вăрçи 2238 кун пынă. Пичетлесе кăларнă кăтарту пособийĕсем тăрăх, Совет Çарĕ вăрçă хирĕнче 14 427 салтак çухатнă. Асăннă вăрçа Пушкăртстанран 9‚5 пин çын хутшăннă‚ вĕсенчен 343-шĕ пуçне хунă‚ улттăшĕ хыпарсăр çухалнă. 207 çын Пелепей хулипе районĕнчен пулнă. Вĕсенчен 30-шне орденсемпе медальсем парса чысланă. Çакна та палăртса хăвармалла: совет салтакĕсем афган çыннисене хирĕç çапăçман. Интернационалист салтаксем çак çĕр çинче Америкăн хĕç-пăшалпа суту-илÿ тăваканĕсене хирĕç тата терроризм йăвине аркатас тесе юн юхтарнă.
Мероприятие Алексей Кудрявцев пограничник тата Сергей Медведев интернациалист салтак та хутшăнчĕç. Вĕсем те ачасен умĕнче тухса сăмах каларĕç. Унтан хăнасемпе вĕренекенсем «Манăн чунра Афганистан вĕрет» В.Муров кĕввине тĕпе хурса хатĕрленĕ слайдсемпе видеоматериалсем пăхса киленчĕç.
Тĕлпулу вĕçĕнче ыйтусемпе хуравсем пулчĕç. 7 «Д» класра вĕренекен Владислава Данилова хăйне канăç паман ыйтăва хускатрĕ: «Çар хĕсметне хĕрсене те илнине илтнĕ. Эпĕ чикĕ çарĕнче службăра тăма пултаратăп-и?» Хĕрĕн ыйтăвĕ çине «ПР чикĕ çарĕсен ветеранĕсем» обществăлла организацин Пелепейри уйрăмĕн председателĕ Юрий Денисов хуравларĕ: «Сывлăхăр çирĕп‚ пĕлĕвĕр çителĕклĕ‚ кирлĕ должность‚ военкоматра разнарядкăсем пулсан‚ ют чĕлхесем пĕлсен çарта служба иртме пултаратăр».
7 «А» класра вĕренекен Алексей Ганюшин С.В.Медведева ыйту пачĕ: «Сирĕн наградăсем нумай-и? Чи хаклисем çинчен каласа парăр-ха». Сергей Владимирович «Хастарлăхшăн» медаль çинче туллин чарăнса тăчĕ. Ăна вăл 3 талăк хушши тăшмансем пĕр чарăнмасăр пенĕ вăхăтра гарнизона хÿтĕленĕшĕн илме тивĕçнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне вара вăрçă операцине ăнăçлă ирттернĕшĕн парса чысланă.
Тĕлпулу вĕçĕнче пухăннисем ялав умĕнче йышпа асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ.