Пур хыпар та

Эскадрилья фотокорреспонденчĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнче утмăл çул тултарнă Виталий Николаевичăн ачалăхĕ ытти ял ачисеннинчен нимпе те уйралса тăман темелле. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă. Футболпа волейбол, биатлон юратнă вăйăсем пулнă. Çавăнпа та шкулти ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, Треппел шкулĕн чысне районта хÿтĕленĕ. Унсăр пуçне арçын ача авиамоделированипе кăсăкланнă, театр кружокне çÿренĕ.

Кăçалхи январь уйăхĕнче утмăл çул тултарнă Виталий Николаевичăн ачалăхĕ ытти ял ачисеннинчен нимпе те уйралса тăман темелле. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă. Футболпа волейбол, биатлон юратнă вăйăсем пулнă. Çавăнпа та шкулти ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, Треппел шкулĕн чысне районта хÿтĕленĕ. Унсăр пуçне арçын ача авиамоделированипе кăсăкланнă, театр кружокне çÿренĕ.
- Çапах та вĕренÿрен пушă вăхăтра мана аттепе пĕрле уй-хирте комбайн çинче ăна пулăшаканĕ пулса ĕçлеме килĕшетчĕ,- тет вăл иртнине аса илсе.
Виталий шкул пĕтернĕ хыççăн экзамен тытса тракторист правине алла илнĕ. Çав çулах Çтерлĕ хулинчи ДОСААФри автошкулта водителе вĕренме пуçланă. Çур çултан «ВС» категориллĕ водитель «Межрайгаза» слесарь-газовик пулса ĕçе вырнаçнă. Нумаях та вăхăт иртмен салтака кайма ят тухнă. Çапла майпа ĕнерхи ял каччи Мускав çар округĕн авиаци çарĕн салтакĕ пулса тăнă. Çур çул вĕрентÿпе хатĕрлев курсне иртнĕ хыççăн ăна Смоленск-6 хулари 401№ истребительсен полкне куçарнă. Кунта Тăван çĕршывăн чиккине сывлăшран хÿтĕлемелле пулнă. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, асăннă полкра хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ Андриян Григорьевич Николаев хĕсметре тăнă. Паллах, çакă та чăваш каччи çине ырă витĕм кунĕ. Вăл унпа мăнаçланса шкулти пекех обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, эскадрилйăра çар фотокорреспонденчĕ пулнă. Шăпах сăн ÿкерчĕксемпе ăста ĕçлеме пултарнăшăн В.Михайлова командовани Хисеп хучĕ парса чысланă.
Совет Çарĕнчен таврăнсан 1980 çулта Треппел каччи Çтерлĕ хулинче шалти ĕçсен пайне водитель-милиционер пулса вырнаçнă. Çирĕм пилĕк çул хушшинче вăл ахаль водительтен хулари обществăлла йĕркене сыхлакан аслă инспектора çитнĕ, тивĕçлĕ пулнипе КПСС парти членне кĕнĕ, çемье çавăрса юратнă мăшарĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Хĕсметре тăнипе пĕрле пĕлĕвне ÿстересси çинчен те манман – Çтерлĕри строительство техникумĕнче «строительство машинисен техник-механикĕ» специальноçа алла илнĕ. 1997 çулта Виталий Николаевича Салават хулинчи шалти ĕçсен управленин участокри инспекторсен пуçлăхĕ пулма шаннă. Шел пулин те тепĕр çултан вăтăр саккăрта, нумай çул ĕçленине шута илсе, аслă лейтенант званипе отставкăна кайма тÿр килнĕ. 2000 çулта шалти ĕçсен ведомствипе сывпуллашнине пăхмасăр, ĕнерхи офицер Ĕпхÿри юристпруденци институтĕнчен вĕренсе тухнă, обществăшăн кирлĕ те пархатарлă ĕçре вăй хума пуçланă. Предприниматель пулса хула урамĕсене симĕс те ешĕл тум кĕртес ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл çине тăнипе 750 тĕп йывăç тата 6 пин тĕмсем лартнă, 40 пин тăваткал метр газонсене вăраă акса «симĕс кавир сарнă».
Хальхи вăхăтра та В.Н. Михайлов ветеран алă усса лармасть. Вăл - Пушкăртстанри Ветерансен союзĕн президиум пайташĕ, республикăри чăваш культура обществи çумĕнче йĕркеленĕ икĕ хут Совет Союзĕн геройĕ А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячĕллĕ Çар вăйĕсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ хирĕç-тăрусене хутшăннă ветерансен организацин Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн председателĕ.
- Пирĕн организацин тĕп тĕллевĕ паянхи çамрăксене пакунлă çынсене хисеплеме вĕрентесси, патшалăх умĕнчи çар тивĕçне чыслă пурнăçлама хăнăхтарасси, аслисемпе сумлă хутшăну йĕркелеме пулăшасси шутланать. Паллах, патриотизм çинчен те манмастпăр. «Тăван çĕршыва юратасси», «Тивĕçпе тупа тунине пурнăçласси» ăнлавсем çинчен кашни тĕлпулурах аса илтеретпĕр, - тет Виталий Николаевич пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Çав вăхăтрах отставкăри аслă лейтенат çамрăксене сывлăх енчен çирĕп, пĕлÿллĕ тата çивĕч ăс-тăнлă пулма сĕнет. Çĕршыв хутĕлевçисемшĕн çак енсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать вăл.
Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.