Пур хыпар та
«ÇУЛ-ЙĔР ЭКСПЕРЧĔ»
17 Апрелӗн 2019, 16:42

Сăн ÿкерчĕк ту та – путăк-шăтăксенчен хăтăл

Июнь уйăхĕн 15-мĕшĕччен республикăри хуласемпе районсенчи çулсем çинче 505 973 путăк-шăтăк сапламалла. Çакăн пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР Транспорт патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ.

Шăтăк-путăксене саплас ĕç март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă. Çăхавсем (жалоба) килессе кĕтсе тăмасăрах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем 16 пин путăк-шăтăк - пĕтĕмĕшле лаптăк 25,5 пин тăваткал метр - шутласа кăларнă. Çакă Мускаври Хĕрлĕ площадь лаптăкĕнчен кăшт çеç пысăкрах. Халĕ картишĕнчи 4 пин ытларах, çул-йĕр çинчи 27,3 пин путăк-шăтăка юсанă. Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа вĕри асфальтпа бетон хатĕрлекен 17 завод ĕçлеме пуçланă.
Проблемăна хăвăртрах тата тухăçлăрах татса парас тесен Пушкăртстанра «Çул-йĕр эксперчĕ» («Дорожный эксперт») ятарлă мобильлĕ приложени хута янă. Халĕ кашни кăмăл пур çынах çул çинчи шăтăка смартфон çине ÿкерсе интернета лартма пултарать. Яваплă службăсене проблемăна татса пама виçĕ кун параççĕ. Программа хута янă малтанхи виçĕ кун хушшинче çынсем картишсенчи 450 тата çул-йĕр çинчи 1719 кăлтăка тупса сăн ÿкерчĕк туса ярса панă.
Акă асăннă программăн ансат йĕрки:
1. Смартфон çине «Дорожный эксперт» программа вырнаçтарăр. Халĕ Андроидпа iPhone çине те ун пек программа лартма май пур.
2. Чи малтан приложенинче регистраци иртмелле. Ку пĕрре те хĕн мар: ятăра, адресăра тата электрон почта адресне тата парольăра çырмалла. Программа сиртен геоданнăйсем патне кĕме ирĕк ыйтĕ. Ирĕк памасан система эсир хăш вырăнта тăнине ăнланмасса, юсавшăн яваплисене тупса палăртмасса пултарать.
3. Чи малтан «Новая яма» кнопка çине пусăр. Унтан «На дороге» е «Во дворе» программăсене суйласа илмелле.
4. Шăтăк-путăк сăн ÿкерчĕкне тумалла, вăл хăш тĕлте пулнине тĕплĕнрех кăтартас тĕллевпе çумăн вырнаçнă географи çыхăнăвне (юнашар çурт, мĕнле те пулсан хула объекчĕ, шлагбаум тата ыт.те) ÿкерсе илсен аван. Программа йăнăшнă пулсан, ĕçе çĕнĕрен пуçлама юрать. Кирлех-тĕк, кĕске асăрхаттару та çырма пулать. «Готово» çине пуснă хыççăн сирĕн заявка кирлĕ çĕре çитĕ.
5. Ăслă программа яваплисене, эсир ăçта тăнине хăех палăртĕ. Çăхава кирлĕ ведомствăна çитерĕ.
6. Проблемăна виçĕ кун хушшинче татса памалла. Çула юсаса ĕçе вĕçленĕ хыççăн вĕсем сăн ÿкерчĕк тăвĕç. Ăна эсир «заявки» пайра курма пултаратăр.
Кĕскен каласан хулапа район хăтлăхĕшĕн хамăрăнах çине тăма тивет. Çак ĕçре уйрăмах çамрăксен хастар пуласса шанас килет.
ПР «Республика Башкортостан» издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.