Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç çынни
6 Нарӑсӑн 2019, 14:28

Миçе пин çыру, телеграмма, посылка иртмен-ши унăн алли витĕр?

Хĕр пек яштака кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăма Пелепей хулинче пĕлмен çын та çук пулĕ. Кашниех мĕнле те пулин сăлтавпа хулари тĕп почтамта кĕнех. Газшăн, çутăшăн тÿлемелле-и, посылка ямалла-и? Вăрăм черетре харкашу, шăв-шав сиксе тухас пулсан, çамрăк операторсем тÿрех почта уйрăмĕн пуçлăхне Елена Алексеевнăна чĕнеççĕ. Вăл конфликта пусарать, çынсене лăплантарать. Вырăсла таса та тĕрĕс калаçнăран чи малтан пуçра çак хĕрарăм хăш халăх çынни-ши текен шухăш мĕлтлететсе иртет. Чăваш иккенне пĕлсен вара хĕпĕртетĕн.

Елена Петрова Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Килĕнче асли пулнăран-ши, ашшĕ-амăшĕпе учительсем йĕркеллĕ çын пулма вĕрентсе ÿстернĕрен-ши, вăл кирек кампа та кăмăллăн калаçать, хай патне туртать.
Тăван ялĕнчи шкулта 10 класс пĕтерсен, 1981 çулта, Лена хĕр юлташĕсемпе пĕрле хĕрарăмшăн пурнăçра питĕ кирлĕ профессие алла илес тĕллевпе Октябрьски хулине çĕвĕçе вĕренме кайнă. Алла диплом илнĕ хыççăн икĕ çул хушши çак хулара çĕвĕ фабрикинче кĕпе-тумтир çĕлеме касакан (закройщица) пулса ĕçленĕ. Анчах хĕр кунпа кăна лăпланса ларман. Унăн малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Çапла хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Лена Самарăри çыхăну техникумне (политехникум связи) кайса кĕрет. Пĕррехинче, тăван ялне таврăнсан, клубра пулас мăшăрĕпе паллашать. Юрий Борцов, Абдулин енчи чăваш, ун чухне шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Çамрăксем 1985 çулхи август уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа туса çемье çавăраççĕ. Лена Петрова хушаматне улăштарса Борцова пулса тăнă. Малтанлăха çамрăксем мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă. Çулталăкран çемьере ывăл çуралнă.
1987 çулхи ноябрь уйăхĕнче Елена Пелепейри почтамтра ĕçлеме пуçланă. Малтан оператор, унтан пенси шутласа хатĕрлекен (почтальон по фасовке пенсий) пулса вăй хунă. Ертÿçĕсем тăрăшуллă та пултаруллă хĕре асăрхаса ăна çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне лартаççĕ. Ку вăхăт тĕлне Елена иккĕмĕш ывăлне те çуратать. Икĕ пĕчĕк ачана садике, унтан шкула ăсатса кашни кун почта васкать.
Çак кунсенче икĕ пиллĕклĕ юбилейне паллă тума хатĕрленекен çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ 30 çул ытла пĕр вырăнта тăрăшать. Миçе пин çынпа тĕл пулса калаçман-ши вăл çак хушăра? Миçе пин çыру, салам хучĕ, телеграмма, посылка иртмен-ши ун алли витĕр? Миçе пин çынна посылка парса савăнтарман-ши вăл? Çав вăхăтрах миçе ăрăва хăйĕн ĕçне вĕрентмен-ши? Шутласа та пĕтерес çук. Çÿлтисем тăрăшуллă хĕрарăмăн ĕçне тивĕçлипе хак панă. Елена Алексеевнăна Пелепейри почтамт, хула администрацийĕ, Раççей почти ятĕнчен Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем парса чысланă. «Раççей çыхăну уйрăмĕн мастерĕ» чаплă ята та тивĕçнĕ вăл.
- Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлес кăмăл пур-ха. Сывлăх çеç пултăрччĕ. Пенси тата ĕç укçи илсен ачасемпе мăнуксене ытларах пулăшма май пулĕччĕ, - тет асанне пулма ĕлкĕрнĕ чăваш хĕрарăмĕ.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Пелепей хули.
Читайте нас: