Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç çынни
28 Апрелӗн 2021, 10:33

Паллашăр, пултаруллă чăваш арĕ

Пушкăртстанра пуçаруллă та тăрăшуллă ентешсем сахал мар. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тата ыр кăмăллăхĕпе пире савăнтараççĕ. Вĕсенчен пĕри - Александр Иванов.

Александр Людвигович паянхи самана таппипе пĕр тан утакан усламҫӑ, тавар туса кăларакан. Вăл Ҫтерлӗ хулинчи «Торговый Дом «Чувашия» ООО генеральнăй директорӗ, Пушкӑртстанра йӗркеленнӗ Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗн предприниматель ыйтăвĕсемпе ӗҫлекен ҫумӗ. Авӑркас районӗнчи Шланлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер паянхи кун ҫемйипе Ҫтерлӗ хулинче пурӑнать. Вĕсем мӑшӑрӗпе, Лариса Петровнăпа, виҫӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ.
Александр Иванов Шланлӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн ырӑ та ҫутӑ тӗслӗх. Паянхи кун вăл тӑван шкула, яла ҫӗклессишӗн тата Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри чӑвашсем хушшинчи туслӑха малалла аталантарассишӗн мӗн пур вӑйне хурать. Тăрăшуллă арçын яланах тӗрлӗ спорт енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисен тӗп спонсорӗ. Сӑмахран, нумаях пулмасть Шланлӑ ялӗнче иккӗмӗш хут районсен хушшинче иртнӗ волейбол турнирне, сĕтел çи теннис ӑмăртӑвне тата ыттине те асăнса хăвармалла. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли Шупашкар хулинченех хаклӑ кубоксем илсе килнӗ, медальсем хатӗрленӗ тата сумлӑ призсем туяннă. Шкул библиотекине паллӑ чӑваш поэчӗн Валерий Туркайăн кӗнекисен пуххине парнеленӗ. Ӑмӑртӑва килнӗ спортсменсене спонсор шучӗпе тутлӑ апатпа сӑйланӑ тата ҫав каҫах ялти культура çуртӗнче республикӑри професси шайӗнче ӗҫлекен пӗртен-пӗр «Сарпи» ансамблӗн концертне йĕркеленĕ. Пирӗн хушӑра ырă чĕреллĕ те тăрăшуллă чӑваш пулнишĕн эпир мӑнаҫланатпӑр. Малалла та ҫавӑн пекех чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшма вӑй-хал сунатпӑр.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.
Читайте нас в