Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç çынни
2 Августӑн 2022, 10:44

«Çутă салтакĕ»

Çулсерен декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Пелепей хулинчи Пионер лапамĕнче «Пелепейĕнчи хула сечĕсем» ООО специалисчĕсен ушкăнĕпе «Пелепей хулинчи çурт-йĕрпе коммуналлă сервис» управляющи компани» (ертÿçи – Камиль Салихов) Çĕнĕ çул чăрăшне капăрлатассипе тăрăшни çинчен репортаж тăвасси йăлана кĕчĕ…

«Çутă салтакĕ»
«Çутă салтакĕ»

Çу кунĕсенче çитес 2023 çул пирки шухăша кайнă май хама ыйту патăм – кам-ши вăл çăлтăрсем патне утăмсем тăвакансен хăрушсăрлăхĕшĕн явап тытакан? Çав вăхăтрах хăй кадр хыçĕнче тăрса юлать.
Сывлăшпа электричество куçаракан линисен участок мастерĕн ячĕ тĕнче тетĕлĕнче çук. Вăл – Мунир Тагиров.
Мунир Рашитович Тагиров 1962 çулхи июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Каин-Елга ялĕнче çуралнă. Тузлукуш ялĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн хулари ятарлă вăтам профессипе техника училищине (СПТУ-13) вĕренме кĕнĕ. Ăна 1980 çулта пĕтернĕ, водитель-электрик специальноçне алла илнĕ. Çав вăхăтрах Пелепей хулинчи çăкăр комбинатне ĕçе вырнаçнă…
Мунирăн аслă пиччĕшĕ Винир Пелепей хулипе районĕн электричество сечĕсен районсем хушшинчи предприятинче ĕçленĕ. Шăпах пиччĕшĕ, çăкăр комбиначĕн ĕçне çĕнĕлле йĕркелекен процессем пуçлансан, Мунира хăй патне ĕçе чĕннĕ те… 1997 çултан пуçласа паянхи кунччен Мунир Рашитович çак ĕçре вăй хурать. Вăл – пысăк квалификациллĕ специалист.
– Ун чухне директор пулса Владимир Карбушев ĕçлетчĕ, – аса илет Мунир Тагиров, – шăпах Владимир Федорович ĕç коллективне Раççейре виççĕмĕш вырăна кăларма пултарчĕ…
Анчах та Алексей Травницкий вăй хунă вăхăтра çеç эпĕ хама коллективăн пĕр пайĕ пек туйма пуçларăм. Алексей Вениаминович, унра йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртса хăвармалла, хăй тавра ăста специалистсен ушкăнне пуçтарма пултарчĕ. Ĕçлекенсен хушшинчи хутшăну шанăç çинче никĕсленет. Шанчăк вара нумай çул хушши йĕркеленет. Мĕншĕн тесен электрик (энергетик) – хăрушă професси, унта хăйне евĕрлĕ пухăм (концентрация) тата çын хăйне хăй асăрхануллă тытма пĕлмелле. Электричествăпа ĕçленин хăрушлăхĕ пысăк, мĕншĕн тесен унăн тĕсĕ те, шăрши те çук. Кирек мĕнле ĕç-хĕл те электричествăпа çыхăннă. Çавăнпа вăл çутăпа ĕçлекенсемшĕн те, электричество приборĕсемпе усă куракансемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Электричество токĕ çапса вилнисен шучĕ, ытти хăрушлăхсемпе танлаштарсан, вунă хут пысăкрах. Унсăр пуçне пушар тухнин чи анлă сарăлнă сăлтавĕсенчен пĕри те вăлах шутланать, – тет Мунир Рашитович сăмаха вĕçленĕ май.
2022 çулхи июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче «ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Мунир Тагиров 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир «çутă салтакне» иртсе кайнă çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Эсир – «çутă салтакĕсем», иллюминаци патшисем, электричество тата генератор хуçисем. Сирĕнсĕр тутлă апат пĕçерме тата вĕри чей ĕçме, пушă вăхăтра кĕнеке вулама май çук, тĕнче тетĕлĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать, смартфон «вилет». Сирĕнсĕр уявсем те кичем иртеççĕ. Апла пулсан «хамăрăннисене» электричество токĕ ан çаптăр!
«Пелепейĕнчи хула сечĕсем» ООО тăтăшах Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнать. 2006-2007 çулсенче предприяти «Российская организация высокой социальной эффективности» Пĕтĕм Раççейри конкурсра «Ăшă тата çутă», «Ĕç хуралĕ» номинацисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă, лауреат дипломне илме тивĕçнĕ. Саламлатпăр!
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в