Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç çынни
27 Мартӑн , 10:30

Хисепе тивĕç виçĕ ывăл ашшĕ

Шаран тăрăхне кĕрекен Наратастă ялĕнчи Владик Васильев чĕрĕк ĕмĕр ытла тÿрĕ кăмăлтан кĕтÿçĕ пулса ĕçлет.

Хисепе тивĕç виçĕ ывăл ашшĕ
Хисепе тивĕç виçĕ ывăл ашшĕ

Владик Валерьевичпа 1984 çулта паллашрăм. Çав вăхăтра мана районти ял хуçалăх управленийĕн экономистĕнчен «Дмитриево-Полянский» совхоза тĕп экономиста куçарчĕç. Ун чухне вăл выльăх-чĕрлĕх ферминче тракторист пулса ĕçлетчĕ.
Ку çулсем халăх уйрăмах тăрăшса ĕçленипе асра юлнă. Çынсем вăйĕсене, вăхăчĕсене шеллемесĕр тăрăшатчĕç. Совхозăн тĕп уйрăмĕн ферминче пысăк опытлă та пултаруллă Ирек Мухитов ертсе пыракан туслă коллектив тăрăшатчĕ.
Выльăх пăхакансем коллективлă подряд меслечĕпе ĕçлеме пуçласан фермăри ĕçсем малалла кайрĕç. Самăртмалли вăкăрсем талăк пуçне пĕр килограма яхăн ÿт хуша пуçларĕç. Республикăра ку енĕпе чи лайăх кăтартусемччĕ.
– Çамрăк пулсан халĕ те унта ĕçлеме кайăттăм – тет Владик Валерьевич çав вăхăтсене аса илсе.
Çавăн пекех вăл Сергей Третьяков, Иван Петров, Александр Чупурной звеньевойсене (халĕ вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ - авт.) ăшшăн аса илет.
Ĕçченлĕхĕпе яваплăхĕ Владика ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Эпĕ унăн ашшĕне, Валерие, тата амăшне, Валентинăна, питĕ лайăх ас тăватăп. Вĕсем уçă та ырă кăмăллă çынсемччĕ.
Дмитриево-Поляна шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Владик Бакалă ялĕнчи 2№ СПТУра (1977ç.) тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Дипломлă пулнă хыççăн «Шаранский» совхоза ĕçе вырнаçнă. «Дмитриево-Полянский» совхоз йĕркеленнĕ хыççăн 1999 çулччен асăннă ĕçре тăрăшнă.
Унтанпа Владик çирĕм пиллĕкмĕш çул Шаран ялĕн кăнтăр енче пурăнакансен выльăхĕсене кĕтет. Халăх пĕр хутчен çеç мар суйланипе эпĕ кĕтÿ кĕтес ĕçе йĕркелекенĕ шутланатăп. Унсăр пуçне кĕтÿç валли выльăх пăхнăшăн çынсенчен укçа пуçтаратăп. Миçе çул ĕнтĕ Владик Валерьевичăн ĕçченлĕхĕнчен, тирпейлĕхĕнчен, халăх шанса панине профессилле ăсталăхпа тата яваплăха туйса пурнăçланинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Ăçта тата кам патĕнче 25 çул тÿрĕ кăмăлтан тăрăшакан обществăлла кĕтÿçе тупма пулать? Владик Васильев уйрăм хуçалăхсенчи 80 ĕнепе пăруламан пушмаксене асăрхаса тăрать.
Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Владик Валерьевич чирлерĕ, эпир вăрах вăхăт хушши кĕтÿç тупаймарăмăр. Вăл сываласса кĕтсе илме тата кĕтÿ пăхма ÿкĕтлеме тÿр килчĕ. Вăл ури ыратнине пăхмасăр юр çăвичченех пирĕн выльăхсене кĕтсе çÿрерĕ. Çынсем ăна çавăншăн чунтан тав турĕç, нумай ăшă сăмах каларĕç. Бадретдиновсем унăн тÿрĕ кăмăлне палăртрĕç, Рима Ситдикова вăл кĕтÿ кĕтнипе кăмăллă. Кĕтÿç Владик пирки ялта пурăнакан ытти çынсем те ыррине анчах калаççĕ.
Владик хăй çемйипе Наратастă ялĕнче пурăнать. Вĕсем çĕнĕ çурт хăпартса лартнă. Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх нумай. Вĕсене пăхасси Разиля Айратовна мăшăрĕ çине тиеннĕ: вăл виçĕ ĕне сăвать, çавăн чухлех çамрăк выльăх пур. Сĕтне вара сутаççĕ.
Васильевсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Асли Руслан хăй çемйипе Шаран ялĕнче пурăнать, хăй ĕçне уçнă. Унăн пысăках мар бизнес (автосервис). Данил Октябрьский хулинчи «Ойл сервис» нефть компанийĕнче ĕçлет. Пиçиххипе кĕрешес енĕпе вăл сахал мар çитĕнÿсем тунă – хăйĕн виçе категорийĕнче икĕ хутчен Пушкăртстан чемпионĕ пулнă, 2016 çулта Хусан хулинчи ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн, тепĕр çул Иваново хулинче 1 вырăн йышăннă. Унăн наградисене пăхса тухнă май тĕрлĕ шайри 22 Хисеп хучĕпе 3 Диплом шутласа кăлартăм. Кĕçĕнни Денис Наратастă шкулĕнче 9 класра вĕренет.
Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Владик Валерьевич хăйĕн 65 çулхи юбилейне тата Васильевсен çемйи йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕ. Çывăх тăванĕсем саламлани çумне хутшăнса çак çемьене ырлăх-сывлăх сунас килет.
Ринат ГИБАДУЛЛИН.
Шаран ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: