Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç çынни
2 Апрелӗн , 10:47

«Ял хуçалăх производителĕ – апат-çимĕç программин тĕп вăйĕ»

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Динар Гильмутдинов Авăркас тăрăхĕнчи малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕринче, «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕнче, ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Хуçалăх ертÿçипе халăх тарçи сахал мар ыйтăва сÿтсе явнă.

«Ял хуçалăх производителĕ –  апат-çимĕç программин тĕп вăйĕ»
«Ял хуçалăх производителĕ – апат-çимĕç программин тĕп вăйĕ»

– Иртнĕ çул Василий Иванович ертсе пыракан хуçалăхра пулнăччĕ. Кунта тыр-пул акса ÿстереççĕ, тырра ĕçе кĕртсе çăкăр пĕçереççĕ, соя çитĕнтереççĕ, хĕвел çаврăнăш çăвĕ туса илессипе çыхăннă ĕçсен тулли циклне (хĕвел çаврăнăшне акса ÿстереççĕ, пуçтараççĕ, унран ÿсен-тăран çăвĕ туса илеççĕ) пурнăçлаççĕ, аш-какай тата сĕт-çу туса илес тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Хуçалăх ертÿçин пурнăç тĕллевĕ пĕрре – «Çынсене лайăх пулсан мана та лайăх».
Çак кунсенче татах хăй ялĕн, пирĕн Тăван çĕршывăн, Раççей патриочĕпе тĕл пултăмăр. Хуçалăх аталанать, малашлăха çĕнĕ плансем йышăнаççĕ. Василий Ивановичпа ялпа çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр, – тесе çырнă Патшалăх Думин депутачĕ хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Динар Загитович тырă авăртакан, хĕвел çаврăнăш тăвакан цехсенче пулса курнă, Василий Иванович Толбазă ялĕнче ял хуçалăх продукцине курттăм сутмалли база уçма пултарни пирки пĕлтернĕ. Динар Гильмутдинов сăмахĕсем тăрăх ку чăннипех те тупăшлă ĕç, ĕç циклĕ туллин тата пĕр вĕçĕмсĕр пырсан укçа-тенкĕ тăкакĕсене те хăвăртрах саплаштарма пулать. Çакă вара ял хуçалăхне туллин аталанма май парать.
Çавăн пекех хуçалăх ертÿçи халăх тарçипе ял ипотеки пирки те сăмах хускатнă. Хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçине Василий Федорова Ĕпхÿ хула çывăхĕнчи ялсенчи ял ипотекин проценчĕ те, ялсенчи те пĕр пек пулни тарăн шухăша ярать.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хуласенче пурнăç йывăр пирки нумай çын яла таврăнчĕ. Халĕ вара çамрăксем хуласенче тĕпленме тăрăшаççĕ, кун пирки ыйту çĕклĕр-ха, тархасшăн, – тет вăл чунĕ ыратнипе.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ çак ыйтăва ĕçтешĕсем хушшинче те, Ял хуçалăх министерствинче те сÿтсе явма, май пур таран пулăшма шантарнă.
– Иртнинче килсен эсир чĕр тавартан пуçласа хатĕр продукци çити туса илме шантартăр, хăвăр сăмахăра тытнă. Маттур. Кашни çын, ял хуçалăх ĕçченĕ сирĕн пек тăрăшсан, паллах, эпир малалла кайăпăр, çĕршыва кирлĕ таварпа хамăрах тивĕçтерĕпĕр. Кашни ял хуçалăх производителĕ – апат-çимĕç программин тĕп вăйĕ. Сирĕн хуçалăх аталанса, пуянланса пырать. Пĕчĕк Тăван çĕршывне юратакан çын пысăк Тăван çĕршывне те юратать. Кашни пĕчĕк Тăван çĕршывран вара пысăкки пуçланать. Çавăнпа та ăнăçу сире, – тенĕ Динар Загитович тав туса сыпуллашнă май.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас тăрăхĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: