Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç çынни
25 Июнӗн , 09:40

Ашшĕсемпе аслашшĕсен çĕрне хăй ĕçĕсемпе чыслать

Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан, вăтăр çул фермер хуçалăхĕн (ИП КФХ С.К. Михайлов) тилхепине туртакан Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ фермерĕ Сергей Квинтильянович Михайлов çак кунсенче 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.

Ашшĕсемпе аслашшĕсен çĕрне  хăй ĕçĕсемпе чыслать
Ашшĕсемпе аслашшĕсен çĕрне хăй ĕçĕсемпе чыслать

Сергей Квинтильянович 1959 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Алексеевка ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Ĕçчен те тăрăшуллă Квинтильян Афанасьевичпа Марфа Осиповнан çемйинче виçĕ хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ. Сергей Михайловăн аслашшĕ Афанасий тăван ялне никĕслекенсенчен пĕри пулнă. Унăн пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн 1941 çулхи çуркунне улмуççи сачĕ лартнă. Вăрах вăхăт иртнĕ хыççăн Алексеевка çыннисемпе Сергей Квинтильянович сад пахчине çĕнĕрен хута янă, халĕ вăл çултан-çул илемленсе те пуянланса çеç пырать. Таврари çынсен канмалли, культура мероприятийĕсем ирттермелли илемлĕ вырăн шутланать.
– Ĕçлĕ пурнăçа шкул хыççăнах пуçларăм. Малтан тĕрлĕ ĕç тăвакан, унтан Тельман ячĕллĕ колхозра тракторист пулса тăрăшрăм. Вăл вăхăтра çакă йĕрке шутланнă. Мĕншĕн тесен совет влаçĕ вăхăтĕнче кашни ĕç хисепре пулнă, – каласа парать юбиляр. – Каярах колхоз направленийĕпе Пелепей хулинчи ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Кăшт ĕçлесен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хĕсмете кайрăм. Икĕ çул Тюмень облаçĕнчи стратегиллĕ ракета çарĕнче служба иртрĕм. Унтан колхозри малтанхи ĕçе таврăнтăм, председателĕн выльăх апачĕ хатĕрлессипе яваплă çумĕ пулса тăтăм. Снабженец должноçне шанса панă хыççăн колхоз валли дефицит шутланакан строительство материалĕсем тата техника валли саппас пайсем шыраса пĕтĕм Совет Союзĕ тăрăх çÿресе куртăм темелле.
1982 çулта Сергей Михайлов Çурçĕре тухса кайнă, Тюменьти индустри институтне вĕренме кĕнĕ, инженер-механик профессине алла илнĕ. Çĕршывра М.Горбачев перестройки пуçланнă, колхозсем юхăнма тытăннă. Ял çĕрĕнче пилӗк авни тупăш паман. Çавăнпа та Сергей Михайлов 10 çул Нижневартовск хулинче ĕçлесе пурăннă. Тен, çавăнтах тĕпленсе юлнă пулĕччĕ те, анчах пĕрин хыççăн тепри ашшĕпе амăшĕ чирлесе ураран ÿкнĕ, пурнăçран уйрăлнă. Тăван кил тăлăха тăрса юлнă. Пурне те шутласа, шухăшласа, чĕре витĕр ирттернĕ хыççăн Сергей Квинтильянович 1993 çулта тăван кĕтесне таврăнса тепĕр çулталăкран фермер хуçалăхĕ никĕслеме пуçланă. Çакă тĕрĕс йышăну пулнă та!
– Пĕрремĕш çулсем питĕ йывăр килчĕç. Техника, вăрлăх, нухрат çитместчĕ. Укçа хăйăр çине тăкнă шыв пек çухалатчĕ. Банкрота тухасси хăрататчĕ. Тимлĕ те тăрăшса ĕçленипе çеç йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме, чĕр куççи çинчен ура çине тăма пултартăмăр. 2007 çулта хам малтан ĕçленĕ Тельман ячĕллĕ колхоз никĕсĕ çинче «Родник» агрофирма йĕркелерĕм. Çавăнпа та хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ çеç мар, агрофирма ертÿçи те пулса тăма тÿр килчĕ. Ун чух ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ тăватă пине яхăн гектарпа танлашрĕ. Хуçалăх çинчен калама мана питĕ кăмăллă. Манпа юнашар Дмитрий ывăл агроном, Святослав ывăл механик пулса ĕçлеççĕ. Ертÿçĕ çумĕ пулса никампа улăштарма май çук Иксан Идрисович Валеев тăрăшать. Хуçалăхра кадр çитменлĕхĕ çук. Халĕ предприятинче 21 çын ĕçлет: механизаторсем, рабочисем, ертÿçĕсем, бухгалтерсем. Çынсем ĕçлесшĕн, тивĕçлĕ ĕç укçи илесшĕн. Юлашки çулсенче çĕр культури çине тимлĕх уйăра пуçларăмăр, пахалăхлă вăрлăхсем хатĕрлетпĕр, вĕсене çĕнетсе, улăштарса тăратпăр. Ытларах ÿсен-тăран çитӗнтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Материалпа техника никӗсне çирĕплетме тăрăшатпăр. Юлашки икĕ çул хушшинче «Агратор Диск» ака комплексне,«Беларус-82.1» трактор, тырă вырмалли «Вектор», çаклатса ямалли хатĕрсем туянтăмăр. Эпир сĕлĕ, урпа, ыраш, кĕрхи тата çурхи тулă çитĕнтеретпĕр. Хура тул пин гектар ытла йышăнать. Тырă çаврăнăшне пăрçа, ясмăк та кĕртетпĕр. 2024 çултан пуçласа хĕвел çаврăнăшне те ÿстерес терĕмĕр, – паллаштарчĕ пу пуçлăх тунă ĕçсене аса илнĕ май.
Хастар та пуçаруллă Сергей Квинтильяновича ял хуçалăхĕсĕр пуçне обществăлла ĕç те илсе пыма тивет. Вăл 2008 çултанпа тăватă хутчен район Канашĕн депутатне суйланнă, пĕр вăхăтра бюджет комиссине ертсе пынă, паянхи кун аграри комиссийĕн пайташĕ шутланать. Çавăн пекех ăна икĕ çул каялла Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председательне суйланă (маларах 20 çула яхăн çак обществăлла организаци ертÿçин çумĕ пулнă – авт.). Районти социаллă, культура тата спорт пурнăçне хастар хутшăнать, май çитнĕ таран пулăшать. Чăваш халăх культурине, йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, аталантарас ĕçе вăйне те, укçи-тенкине те шеллемест. Вăл пуçарнипе тата спонсор пулнипе кашни çул Çимĕк кунĕнче Алексеевка тата Барш ялĕсен кунĕ, ачасемпе çамрăксен хушшинче чăваш юррисемпе ташшисене ташлассипе регионсем хушшинчи «Шур çăл» конкурс-фестиваль иртет. Пысăк чĕреллĕ, анлă та уçă чунлă çын ашшĕсемпе аслашшĕсен пурăннă тăван кĕтесне ырă ĕçсемпе чыслать. Районти пуçлăхсемпе ял хуçалăх комплексĕсен ертÿçисем ăна хисеплеççĕ.
Сергей Квинтильянович хăйĕн тĕслĕхĕпе ял хуçалăхĕ тупăшлă та усăллă пулма пултарнине çирĕплетет. Район ертÿçисемпе ял хуçалăх управленийĕ унăн ĕçĕсемпе çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакланă. Ăна пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. 2005 çулта ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе, 2007 çулта «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ фермерĕ» ята парса сумланă. Сергей Квинтильяновича 2015 çулта РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе, «ПР ĕçри хастарлăхшăн» паллăпа тата «Пушкăртстан Республикинчи хастар ĕçшĕн» медальпе наградăланă. Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те Пушкăртстанри пултаруллă чăваш арĕн ĕçне курса тăрать. 2020 çулта ăна Чăваш Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев юбилейлă медальпе чысланă.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Ашшĕсемпе аслашшĕсен çĕрне  хăй ĕçĕсемпе чыслать
Ашшĕсемпе аслашшĕсен çĕрне хăй ĕçĕсемпе чыслать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: