Ял çĕрĕнче уйрăм предпринимательсем, ял хуçалăх предприятийĕсем пурри пурнăçри чылай ыйтăва татса пама май парать.
– Çирĕклĕ ялĕнчи Ильмурзинсен çемйине тăван кĕтес патриочĕсем теме пулать, – тет вырăнти хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Ринат Саматович Вахитов. – Çемье пуçĕ Вячеслав Вениаминович хуçалăхра производство управляющийĕ пулса тăрăшать. Унăн Сергей ывăлĕ К-701 хăватлă тракторпа ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Леонид пур ĕçе те ăста, ун валли çулталăк тăршшĕ ĕç тупăнсах тăрать. Вăл ăста сварщик тата юсав рабочийĕ шутланать. Ака-суха вăхăтĕнче, тĕрлĕ хуралтăсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух ăна никампа та улăштарма май çук.
Каменка ялĕнче ял хуçалăх предприяти ертÿçисен семинар-канашлăвĕнче пулса килнĕ хыççăн хамăр машинăпа трактор паркĕнче тĕплĕ реконструкци ирттерме шутларăмăр. Вăл пĕтĕмпе юхăннăччĕ. Кĕске вăхăтра Леонид Ильмурзин ăсталăхĕпе ĕçченлĕхне пула пилĕк хăтлă пÿлĕм тума пултартăмăр. Офиспа механизаторсен канмалли пÿлĕмĕсем тата стеллажсем вырнаçтарнă склад вырăнĕсем. Леонид кунта чаплă евроюсав ĕçĕсем туса ирттерчĕ. Унăн тимĕр çумне те, йывăç патне те чунĕ выртать: тимĕрпе йывăç çинче пĕр кăлтăксăр çĕвĕсемпе сыпăнтарнă вырăнсене майлаштарать. Халĕ канмалли пÿлĕме кĕме кăмăллă, кунта çемçе диван çине ларса канма, ăшăнма май пур. Пÿлĕме электричествăпа ăшăтмалла тунă.
Вăтăр икĕ çулхи ăста тунă юсав ĕçĕсене пăхса чун савăнать. Маччана, стенасене хуплас, урайне сарас, чÿречесене, алăксене лартас ĕçсене вăл ытларах хăй пĕчченех тунă.
– Совет Союзĕ вăхăтĕнче манăн атте Вячеслав Вениаминович механизатор, анне Римма Петровна доярка тата склад заведующийĕ пулса малтан Ленин ячĕллĕ колхозра, унтан «Самарская» ОООра тăрăшнă. Çирĕклĕ ялĕнчи хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Ринат Вахитов питĕ тăрăшуллă çын. Вырăнти çынсем ăна хисеплеççĕ, тав тăваççĕ. Пирĕн çемьерен виçсĕмĕр асăннă хуçалăхра тăрăшатпăр. Аттепе аннен эпир виçĕ ывăл. Вĕсен хушшинче эпĕ кĕçĕнни. Аслă Вениамин пичче çемйипе Мускавра ĕçлесе пурăнать. Çирĕклĕ ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пишпÿлек ялĕнчи 149 номерлĕ професси училищинчен (ПУ-149) вĕренсе тухрăм, сварщик тата пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ профессисене алла илтĕм. Пичче патне Мускава кайрăм, стройкăна ĕçе вырнаçрăм. Укçа лайăх ĕçлесе илеттĕм, сисĕнмесĕрех ултă çул иртсе кайрĕ. Мускавра лайăх пулсан та тăван кĕтес яланах хăй патне туртатчĕ. Халĕ килте аттепе тата аннепе пĕрле пурăнатăп. Тимĕрпе ĕçлеме кăмăллатăп, ăна касма, сыпăнтарма килĕшет. Çавăн пекех йывăçран та тĕрлĕ япаласем, конструкцисем ăсталама юрататăп, – каласа парать Леонид Ильмурзин.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Çирĕклĕ ялĕ.