Пур хыпар та
Ĕç çынни
4 Нарӑсӑн , 09:54

«Пуçра пулсан кирек мĕнле ĕçе те тума пулать»

Пĕр-пĕр ĕçе тунă чухне вĕçне тĕвĕлеме пĕлекен çын вăл теес килет ман ун пирки. Пĕрле ĕçлекенсем каласа панă тăрăх, арçын хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе тата яваплăхпа палăрса тăрать. Александр Валерьевич тивĕçлĕ канура пулсан та тăван хуçалăхшăн тăрăшма вăй-хăват та, вăхăт та çитерет. Утмăл ултă çулхи арçынпа тĕл пулса калаçма та кăмăллă пулчĕ.

«Пуçра пулсан кирек мĕнле ĕçе те тума пулать»
«Пуçра пулсан кирек мĕнле ĕçе те тума пулать»

– Çуралма эпĕ çак ялтах, Шланлăра, çуралнă. Çемьере пилĕк ачаран иккĕмĕшĕ пулнă. Ял ачи мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕ, эпĕ те çавнах астивнĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех прицепщик пулса ĕçлеме тÿр килчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри Володя пиччепе пăрçа çулнине астăватăп. Шăпах çавăн чухне техника енне туртăм çуралнă пулмалла, тракторист профессине алла илтĕм, – ачалăхне аса илет ĕç ветеранĕ.
1959 çулхи январь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ Александр Васильевăн ĕçлĕ биографийĕ ялти шкулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн пуçланнă – клубра илемлĕх ертÿçи пулса ĕçленĕ. Çулталăкран каччăн Совет Çарĕн ретне тăма ячĕ тухнă. Çĕршыв хÿтӗлевçин тивĕçĕсене чăваш каччи Мускав облаçĕнче пурнăçланă. Салтак хыççăн тăван «Заря» колхозра ĕçе кÿлĕннĕ, çав вăхăтрах çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ.
– Тракторист правине эпĕ ятарлă професси училищинче вĕренсе алла илмен. Вăл вăхăтра шкулсенче «Машиноведени» текен предмет пурччĕ. Çавăнта илнĕ пĕлÿпех праваллă пултăм. Каярах, 1983-1984 çулсенче, кунтах хам вĕрентекен пулса ачасене тракторпа çÿреме хăнăхтартăм, тĕрлĕ агрегатсемпе пайсене тишкерме вĕрентрĕм, – тет Александр Валерьевич хăйĕн профессийĕ пирки сăмах хускатнă май.
Пурнăç çулĕн тепĕр тапхăрне вара Шланлă арĕ хула пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Çав тĕллевпех 1984 çулта çемйипе Çтерлĕ хулине куçса кайнă, малтанхи вăхăтра «Инмаш» завода ĕçе вырнаçнă. Ун хыççăн вăрман суту-илÿ базинче виçĕ çул автопогрузчикпа ĕçленĕ. Каярах силикат кирпĕч кăларакан завода куçнă. Шăпах çакăнта ĕçленĕ чухне Александр Валерьевичпа мăшăрĕн, Валентина Васильевнан, тăван ялĕнче çурт лартас шухăш çуралнă. Çав кунсене лайăх асра тытать вăл.
– Çĕнĕ çурт валли 70 пачка кирпĕч çыртарса илнĕччĕ. Çĕнĕ урамра вырăн уйăрса пачĕç. Хуларан куçса килсенех пĕчĕк лаç лартса пĕр 7-8 çул унта пĕччен пурăнтăм. Çапла кил-çурт никĕслесси пĕчĕк шалчаран пуçланчĕ. Никĕс ярса стенасем хăпартрăмăр, ку ĕçре шкулта пĕрле вĕреннĕ Алексей Тимофеев каменщик чылай пулăшрĕ – 8х10 метрлă çурт стенисене кирпĕчрен вăл çĕклерĕ. Паллах, ĕçшĕн тÿленĕ, ахаль мар. Кун пек чухне итлени паха-çке. Шалти ĕçсене вара пĕтĕмпех ывăл турĕ. Ку енĕпе унăн алли-ури ăста, – именерех пулсан та хăйĕн ывăлĕпе мăнаçланать Александр Валерьевич.
Яла таврăнсан пилĕк теçетке урлă каçнă арçынна ĕç вырăнĕ тупасси те çăмăлах пулман. Малтанхи «Заря» хуçалăх арканнă хыççăн вăл «Дружба» СПКпа пĕрлешнĕ пулнă. Апла пулин те ăна Шĕвĕрлĕ бригадинче пĕр кивĕ МТЗ-80 трактор тупса панă. Çак хурçă ута çуркуннеччен юсанă хыççăн СЗ-5,4 сеялка çаклатса акана тухнă, уй-хирти тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Кăшт каярах тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне кура Александр Валерьевича çĕнĕ МТЗ-82 уйăрса панă.
– Çак тракторпа 8 çул ĕçлерĕм. Çуркунне кашни çулах маншăн кĕрхи культурăсене апатлантарнинчен пуçланатчĕ. Ун хыççăн кăшман, хĕвел çаврăнăш акмалла. Çак ĕç вĕçленнĕ çĕре калчасене кăпкалатма вăхăт çитет, культиватор çаклататăн та хир пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне васкатăн. Пур ĕçе те вăхăтра тумалла. Çĕр вăл çын пекех, тимлĕх уйăрнине, пăхнине юратать, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет çĕр ĕçченĕ.
Хальхи вăхăтра Александр Васильев слесарь-механик тивĕçĕсене пурнăçлать. Ĕççи вăхăтĕнче трактор-комбайн, тĕрлĕ агрегатсем ванмасăр пулмасть. Çавăнпа та кирек мĕнле техника та юсавлă пуласси унран нумай килет. Çу кунĕнче кашни сехет хаклă пулнине шута илсен, яваплăх тени самай пысăк.
– Пуçра пулсан кирек мĕнле ĕçе те тума пулать. Ӳркенмелле çеç мар, çынра ĕçлес кăмăл пултăр. Сÿрĕклĕхе çĕнтермелле. Çак сăмахсене çамрăк ăру патне илсе çитерес килет манăн. Ун чухне палăртни пурнăçа кĕретех, – çирĕплетет Александр Валерьевич çамрăксем пирки сăмах хускатнă май.
Калас сăмаха вара кăмăллă та савăнăçлă самантпа вĕçлесшĕн. Иртнĕ çул вĕçĕнче Александр Васильева Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров патшалăх награди парса чысланă – вăл «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. «Ĕçне кура хисепĕ» теççĕ халăхра. Чăн сăмахăн суйи çук.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: