Пур хыпар та
Ĕç çынни
13 Нарӑсӑн , 13:30

Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ

«Вест» ООО Пелепей хулинче вырнаçнă. Асăннă предприяти 2001 çулта йĕркеленнĕ. Унăн йышĕнче 25 яхăн çын ĕçлет. «Вест» хуçи – Сергей Владимирович Иванов. Предприяти ытларах вентиляци оборудованийĕсем туса кăларассипе ĕçлет. Унсăр пуçне кунта лазер, токарь, тимĕр, сварка тата флюгер-дефлекторсене пухакан цехсем пур.

Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ

Чăваш арĕ ертсе пыракан предприяти рынокра 24 çул хушши тухăçлă ĕçленин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Хуравĕ – ертÿçĕ ăсталăхĕпе хастарлăхĕнче тата флюгер-дефлекторта. Мĕн-ха вăл? Куç умне кăларса тăратма йывăр. Предприяти ертÿçи хăйĕн продукцийĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама юратмасть. Анчах, унăн сăмахĕнчен çакна ăнланса илме пулчĕ: флюгер-дефлектор çын тата выльăх-чĕрлĕхĕн пурнăçĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Флюгер-дефлектор – нумай хутлă тата уйрăм çуртсен тăррисенчи вентиляци каналĕн тĕтĕм тухмалли е вентиляци системисен туртăмне ÿстермелли аэродинамика хатĕрĕ. «Вест» ООО флюгер-дефлекторсен 80% ял хуçалăхĕ валли туса кăларать. Хăйне евĕрлĕ оборудовани пĕр сехет хушшинче 3000 кубла метр сывлăш çавăрать, вăл юр-çумăртан хÿтĕлет, çутăсăр ĕçлет, ăна пăхса тăма пĕр-пĕр çын çирĕплетме кирлĕ мар. Çаксем пурте унăн паха енĕсем. Унсăр пуçне Сергей Владимирович предприяти флюгер-дефлекторсем тухăçлăх кÿрессине гаранти панине палăртса хăварчĕ. Çакă та ахаль çынсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсене тĕрĕс йышăну тума хистет.
Предприятинчи суту-илÿ пайĕн ертÿçи Дмитрий Кетурко (сăн ÿкерчĕкре) каласа панă тăрăх, асăннă флюгер-дефлектора пирĕн регионти ял хуçалăх предприятисем кăна мар, Тутарстанпа Мари Эл республикисенчисем, Самарăпа Свердловск облаçĕсенчисем хаваспах туянаççĕ. Паянхи кун Ижевск енчи хуçалăхсем те Пелепей çĕрĕ çинче туса каларакан оборудованипе интересленеççĕ.
– Пысăк хуçалăхсемшĕн флюгер-дефлекторсем уйрăмах кирлĕ оборудовани. Мĕншĕн тесен вăл экономика тухăçлăхне ÿстерме май парать: сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕ ÿсет, выльăх-чĕрлĕхсем апата хаваспах çиеççĕ, чирлекен выльăхсен шучĕ сахалланать тата ытти те. Малашлăхпа пурăнакан хуçалăхсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа фермăсенче çакăн йышши оборудованисем вырнаçтараççĕ. Сăмахран, Пушкăртстан Республикинче пĕрремĕш пулса Слакпуç ялĕнчи хуçалăх флюгер-дефлекторсем туянчĕ. Каярах Авăркаспа Туймазă, Ермеккейпе Буздяк, Давлеканпа Федоровка, Мелеузпа Чекмагуш, Куюргазă тата ытти тăрăхсенчи хресченпе фермер хуçалăхĕсенче вырнаçтарса лартрăмăр. Пирĕн предприяти вентиляци оборудованийĕсем туса кăларнисĕр, вĕсене суту-илĕве тăратнисĕр пуçне оборудование хăех вырнаçтарса лартать. Çак ĕç валли тухса çÿрекен бригада пур, – ăнлантарса пачĕ Дмитрий Кетурко.
Паллах, темиçе теçетке суту-илÿ рынокĕнче ĕçлекен предприятин ÿсĕмĕ коллективран та килет. «Вест» ОООра хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен çынсем çеç тăрăшаççĕ.
– Пирĕн кашни çын харпăр хăйĕн вырăнĕнче, тивĕçĕсене таса чунран пурнăçлать. Эпир пурте пĕр-пĕрне пулăшатпăр, туслăн тата килĕштерсе ĕçлетпĕр. Асăннă ĕç – çемье ĕçĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Сăмахран, Владимир ывăл – производство ертÿçи, Елена Ивановна мăшăрăм пур ĕçе те тума пултарать, Марина хĕрĕм консультацисем парать, Павел кĕрÿ – лазер цехĕн ертÿçи, - пĕтĕмлетсе каларĕ Сергей Иванов.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.

Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Выльăх-чĕрлĕхе те таса сывлăш кирлĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: