Пур хыпар та
Ĕç çынни
20 Июлӗн 2025, 12:00

Пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă

Зоя Ивановна Никитина – Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕн чи лайăх вĕрентекенĕсенчен пĕри. Пĕтĕм пурнăçне вăл ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Зоя Ивановна учитель ĕçне чунтан юратнă, ачасене Тăван çĕршыва, тăван халăха, тăван чĕлхене юратма, упрама, хисеплеме вĕрентнĕ.

Пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă
Пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă

Ун урокĕсене вĕренекенсем питĕ юратнă. Кружок занятийĕсенче ачасене сăвă-юрă çырас ĕçе хăнăхтарнă, алăпа çырса журнал кăларнă, чăваш юрри-ташшине вĕрентнĕ, паллă писательсен калавĕсем тăрăх драмăсемпе комедисем çырса ачасемпе ял сцени çинче постановкăсем лартнă, халăх хушшинчи юрăсене ачасемпе пуçтарса салтак, вăйă, хăна, туй юррисене юрлама вĕрентнĕ, чăваш хĕрарăмĕн алă ĕçĕсене – тĕрĕ тĕрлеме, чĕнтĕр, алса-чăлха çыхма, çĕвĕ çĕлеме хăнăхтаратчĕ, çуллахи вăхăтра шкул пахчинче заведующий, колхозра пахча çимĕç ÿстерекен хĕрарăмсен бригадирĕ пулма шанатчĕç ăна. Ял халăхĕ хăйĕн шанчăклă хĕрне темиçе хут та депутат пулма суйларĕ. Илемлĕ те янăравлă саслăскер вырăнти радиоузел дикторĕ пулса эрнесерен радиокăларăмсем хатĕрлесе илсе пыратчĕ.
Шкулта ăна шанса панă класс яланах «правофланговăй» ята çĕнсе илетчĕ. Ĕçлекен юлташĕсем хушшинче те унăн авторитечĕ питĕ пысăкчĕ, вĕсемпе ял халăхĕ валли нумай-нумай концерт тата спектакльсем хатĕрлетчĕ.
Килĕнче вăл тирпейлĕ кил хуçи хĕрарăмĕччĕ: пÿрт ăшне хăй тĕрленĕ тĕрĕ-чĕнтĕрсемпе илемлететчĕ, тутлă апат-çимĕç пĕçерме питĕ ăстаччĕ. Урам енчи пахчинче темле-темле асамлă чечексен клумбисем куçа илĕртетчĕç, пахча çимĕç пахчинче 50-мĕш çулсенчех хăяр-помидор, купăста, темиçе тĕрлĕ кăшман, арбуз-дыня ăнса пулатчĕ.
Тÿрĕ чунлă, ăш кăмăллă, çынна пулăшма хатĕрскер, паян кун та хăй илемне, чун ăшшине çухатман çак хĕрарăм. Вăл хăйне питĕ телейлĕ тесе шутлать, хăй шăпине çакăн пек пурнăç парнеленĕшĕн тав тăвать. «Вут та çулăм» теççĕ ун пек çынсем çинчен халăхра.
З.И. Никитина Меселпуç ялĕнчи чăваш хресчен çемйинче 1932 çулхи сивĕ январь уйăхĕнче çуралнă. Зоя 7 класс вĕренсе пĕтернĕ те çав çулах – 1946 çул – ялтан 17 çухрăмра вырнаçнă Ямансас вăтам шкулне 8-мĕш класа вĕренме кайнă.
Çапла вĕренÿ çулĕсем те вĕçленнĕ. Экзамен тыттарма Ямансас шкулĕнче аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенсем сахал пирки Покровка шкулне илсе кайса общежитие вырнаçтарнă. «Малтанхи экзамен – вырăс чĕлхипе сочинени. Акă, пурте партăсем хушшине вырнаçса лартăмăр. Экзамен тыттарма Çтерлĕри педучилищĕрен Маямсина хушаматлă педагог килнĕ. Сочиненисен темисене пĕлтернĕ хыççăн ĕçе тытăнтăмăр. Хăшĕсем вăрттăн шпаргалка кăларнă, çакна педагог сисрĕ те тĕрĕсле пуçларĕ. Пуçланчĕ вара: пĕрин хыççăн теприне класран кăларса ярать. Экзамен вĕçленнĕ çĕре 15 ача çеç юлтăмăр. Ытти предметсене аван тытса алла аттестат илтĕмĕр».
Çав çулах Зоя Груня тантăшĕпе (Çтерлĕри учительсен институтне экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн) химипе биологи факультечĕн студенткисем пулса тăнă. 1951 çулта Зоя аллине институт пĕтернине çирĕплетекен диплом илсе яла таврăннă. Учитель пулса ĕçлеме вăл Челаткан текен çурма чăваш, çурма тутар ялĕнче пуçланă. Ăна унта Исаак Иванович текен яш ача ÿкĕтлесе чĕннĕ. Исаак Иванович Зойăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне юратса ноябрь уйăхĕнче туй кĕрлеттереççĕ.
Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк мăшăра шкул общежитийĕнче пÿлĕм параççĕ. Часах Никитинсем шкулта драмкружок йĕркелесе яраççĕ. Хĕл каçа 2-3 спектакль те лартса пама ĕлкĕреççĕ. Пĕр çул Челатканта тăрăшнă хыççăн Никитинсем тăван шкулне ĕçлеме куçаççĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен Меселпуçĕнче пĕчĕк пÿрт туянаççĕ. Шкулта Исаак Иванович историпе обществоведени, Зоя Ивановна малтан математика, каярах хими урокĕсем илсе пыраççĕ. Часах çемьере çĕнĕ чун хутшăннă, икĕ çултан мăшăр çĕнĕ пÿрт лартма та вăй çитернĕ. Çамрăксем пĕтĕм пултарулăхне, вăй-халне ачасене вĕрентме, воспитани пама халаллаççĕ.
Зоя Ивановна уроксене яланах çÿллĕ шайра, ачасемшĕн интереслĕ ирттерме пĕлнĕ. Классем пысăк – 35-40-шер вĕренекен (1 класра) пулсан та ун урокĕнче ачасем шăп та тирпейлĕ пулнă, вăл каласа е вуласа панине куç илмесĕр пăхса итленĕ.
«Уроксем илсе пынисĕр пуçне 36 çул класс ертÿçи пулса ĕçлерĕм. Пĕр çул та классăр пулман. Хама шанса панă класс ачисем тăван ачасем пекехчĕ маншăн. Зина Портнова ячĕпе хисепленекен отряд (ман класс ĕнтĕ) 4 çулччен «правофланговăй» ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Кашни ачан мĕн енчен те пулин пултарулăх пурах: хăшĕ вĕренме, хăшĕ ÿкерме, тепри спорт енĕпе, виççĕмĕшĕ тата сăвă çырас е юрлас-ташлас енĕпе. Учителĕн çавна пĕлсе аталантарма, ачана хавхалантарма пĕлмелле».
Мĕнле пухусем ирттеретчĕ Зоя Ивановна класс сехечĕсенче. Нумай вĕрентекен çÿретчĕ ун патне вĕренме. Сборсене пионерсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, час-час ашшĕ-амăшĕсене чĕнетчĕç. Горн кăшкăртни, параппан çапни, пионерсем пухăва хатĕрленсе хĕрлĕ галстукпа, шурă кĕпе-кофтăсемпе, тĕксĕм юбка-шăлаварсем уявсене уйрăмах илем кÿретчĕç. Ачасен сăнĕсенче хумханни-савăнни, пур ĕçе те пурнăç ыйтнă пек тума хатĕрри пурне те савăнтаратчĕ. Зоя Ивановна кашни ĕçе тĕплĕ те кăмăла хăпартмалла тума çирĕп ыйтатчĕ. Унăн класс ачисене субботниксенче те, колхоз хирне пулăшма тухсан та, ваттисене пулăшма çÿренĕ чух та ырăпа çеç асăнатчĕç. Нумай конкурссенче асăннă отряд çĕнтерÿçĕ пулатчĕ. Паллах, ахальтен пулман ку. Зоя Ивановна ачасемпе яланах тÿрĕ кăмăллă та тимлĕ пулнинче куратчĕç çакна.

Вăтăр çул хушши Зоя Ивановна чăваш чĕлхипе литератури тата ĕç урокĕсене илсе пынă. «Чунтан юратса вĕрентрĕм çак предметсене», – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шупашкарта вĕренсе килни те педагога нумай пулăшнă. «Уроксем хыççăн «Çамрăксен сасси» кружок ирттерме, стена хаçачĕ кăларма тытăнтăмăр. Унта ачасен сăввисемпе статйисене, кроссворчĕсемпе ребусĕсене кăлараттăмăр. Сăвă çырас енĕпе Николай Ивановпа (Микул Ишимбай) Валерий Алексеева (Валерий Валак) çитекенни çукчĕ. Çапла икĕ йĕкĕт чăн-чăн поэт пулса тăчĕç. Вĕсен сăввисемпе повеçĕсем уйрăм кĕнекен кун çути кураççĕ. Микул Ишимбай халь Раççей тата ЧР Писателĕсен союзĕн членĕ, Ф.Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Пушкăртстанри чăваш писателĕсен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн ертÿçи.
Шкулта Зоя Ивановна ачасемпе драма кружокĕ йĕркелесе янă. М.Данилов-Чалтунăн «Çăлтăрлă çĕлĕк», «Павлик Морозов» произведенисем тăрăх хăй драмăсем çырса ачасемпе сцена çине тухатчĕç. А.Кăлканăн «Алим», Н.Терентьевăн «Ĕмĕтсем-ĕмĕтсем», Петр Осиповăн «Çу, çумăр, çу» спектакльсенче ачасем çеç мар, çитĕннисем те макăратчĕç. Ытла та лайăх вылятчĕç çамрăк артистсем, суфлерĕ те, режиссерĕ те Зоя Ивановна хăехчĕ.
З.И. Никитинана ĕç урокĕсене илсе пыма та шанса панă, мĕншĕн тесен ун аллинчен темле ĕç те килетчĕ.
Зоя Ивановна питĕ пултаруллă педагог çеç мар, пур ĕçе тĕрĕс те йĕркеллĕ, чуна парса ĕçлекен чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕччĕ. Хăйне тата хĕрĕсене, ял хĕрарăмĕсене илемлĕ кĕпесем çĕлесе парас тесе ĕç хыççăн çĕрĕпе çĕвĕ машинипе кĕпе-тумтир çĕлетчĕ. Ун чухне ялта кашнин çĕвĕ машини те, çынна юрăхлă япала çĕлеме пултаракан çын та сахал пулнă. Хăй вара Зоя Ивановна пукане пек тăхăнатчĕ, ятуллă (илемлĕ) çĕленĕ кĕпесем ун чиперлĕхĕпе тирпейлĕхне палăртса тăратчĕç.
Асăннă ĕçсемсĕр пуçне Зоя Ивановна ял Канашĕнчи обществăлла ĕçсене те питĕ нумай хутшăнатчĕ. Ял халăхĕ тÿрĕ кăмăлĕпе ĕçченлĕхĕшĕн, ялан çынна пулăшма хатĕрришĕн ăна ултă хут ял Канаш депутатне суйларĕ. Вăл ертсе пынипе урамсенче çÿп-çапа тасатма, йывăçсем лартма, килте тем тĕрлĕ пахча çимĕç, тĕрлĕрен чечек ÿстерме пуçларĕç. Зоя Ивановна нумай çул хушши агитатор ĕçне илсе пычĕ, вырăнти «Знание» обществăн лекторĕ пулса халăх хушшинче сахал мар лекци вуларĕ. Яла радио кĕртсен вырăнти радио дикторĕ пулчĕ. Эрнесерен колхоз, ял Канашĕн хыпарĕсемпе паллаштарса хăйĕн илемлĕ те янăравлă сассипе халăха савăнтаратчĕ. «Вырăнти радио калаçать…», – чăвашла янăрать Зоя Ивановнан сасси. Хыпарĕсене, колхозри çитĕнÿсемпе кăтартусем пирки дикторсем информаци хăйсемех хатĕрлетчĕç. Эрне кунхи 5 сехете ял çыннисем питĕ кĕтетчĕç.
Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха çак хĕрарăм пурне те тума?
Пултаруллă вĕрентекен, ĕçчен те сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн ĕçĕсемшĕн сахал мар ырă сăмаха тивĕçнĕ, влаçри çынсем Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. Ĕнерхи шкул ачисем юратнă вĕрентекенне халĕ те кашни уявпа открытка çырса е телефонпа саламлаççĕ. Çак ăшă саламсем, ырă суннисем Зоя Ивановнăна татах та ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ.
Паянхи кун 92 çулхи Зоя Ивановна тивĕçлĕ канура. Вăл хăйне телейлĕ тесе шутлать, çакăн пек шăпа пÿрнишĕн тав тăвать.
Арина ЕФИМОВА, Меселпуç шкулĕн вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă
Пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас