Пур хыпар та
Ĕç çынни
26 Июлӗн 2025, 09:00

Манăн асанне – асамçă

Сире пирĕн ҫемьери чи çывăх юлташ, юратнӑ асанне ҫинчен каласа парас килет. Мана пĕчĕкренех пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхĕсене уҫса пама пулӑшнă çынна хӑйĕн пурнӑҫĕпе паллаштарма ыйтрăм.

Манăн асанне – асамçă
Манăн асанне – асамçă

Асанне мана сĕтел хушшине лартрĕ те асамҫӑ пек часах сĕтел ҫине тĕрлĕрен тутлӑ апат-ҫимĕҫпе тултарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, унӑн патĕнче яланах ҫапла, хӑҫан килсен те вĕри апат пур. Вĕсен пӳрчĕ патне ҫывхарсанах, урамранах, сӑмсана тутлӑ шӑршă кӑтӑклать.
– Мĕнле-ха эсĕ ҫапла тутлӑ апат пĕҫеретĕн, хӑҫан пурне те ĕлкĕретĕн? – ыйтрӑм эпĕ асаннерен.
Вӑл йӑл кулса илчĕ те мана ачашшăн çупăрларĕ. Чĕкеҫ пек ҫепĕҫ те уҫӑ сассипе калаҫу пуҫларĕ.
– Пурнӑҫ ҫулĕпе атте-анне пехилĕпе утнипе пулĕ, – терĕ манӑн «кӑмӑл уҫҫи».
Çамрӑк чухне ун пирки уйламан та, халĕ ĕнтĕ ҫулсем иртсен, хамӑр анне, асанне пулсан, пулни-иртнине пуçра ҫавӑрса, шухӑша каятпӑр. Тӳрĕ ҫултан пăрăнманнипе хавасланатпӑр. Кун-ҫул епле чупнине сиссе те юлаймарӑм, акӑ ĕнтĕ утмӑлтан та иртрĕм, анчах мĕн ачаран пурне те асра тытатӑп, – пуҫларĕ калаҫӑва асанне. – Ĕлĕкрех çемьере, хальхи пек, ик-виҫ ача çеç мар, ҫичшер ача ҫуратса ӳстернĕ. Кӑмакари пĕр чӳлмек яшка, сĕтел йĕри-тавра ларнӑ ачасене, шăп та лӑп кашнине пĕрер чашӑк пулатчĕ. Тĕрлĕрен ӑшӑ кукӑльпе икерчĕ пысӑк уявсенче, хӑна пуҫтарнӑ чух ҫеҫ лекетчĕ, – каласа парать асанне.
– Эсĕ вара мĕн пĕчĕкренех апат пĕҫерме вĕрентĕн-и? – кӑсӑклантӑм эпĕ.
– Çук-ҫке, ĕлĕк вут хутса, кӑмака хĕрӳлĕхĕпе апат пĕҫернĕ. Пире аннесем кӑмака ҫӑварĕ патне пĕчĕкренех пыртарман. Анчах атте пире: «Апат пĕҫерме пĕлни начар мар, хырӑмӑр нихӑҫан та выҫӑ пулмĕ. Пуртӑран та пӑтӑ пĕҫерме пултарӑр» тени пуҫа çивĕч кĕрсе вырнаçнă, – терĕ йӑл кулса асанне. – Çавӑнпа та эпĕ вунӑ класс пĕтерсенех шӑл тухтӑрĕ пулас тесе ĕмĕтленекенскер, повара вĕренме кĕтĕм. Çимелли пулмасан, шӑл та кирлĕ пулмĕ, – тесе каларĕ те кулса ячĕ ман юратнӑ çыннăм. – Икĕ ҫул хушшинче пиллĕксемпе ҫеҫ вĕренсе, пиллĕкмĕш разряда экзамен тытса, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтертĕм, – сÿтрĕ аса илÿ çăмхине асанне.
Пысӑк разрядпа вĕренсе тухсан столовӑйсенче ҫеҫ мар, кафепе ресторансенче те ĕҫлеме, ĕҫ укҫине те нумайрах илме ирĕк панине пĕлтерчĕ.
– Эсĕ вĕренсе пĕтерсенех ресторана ĕҫлеме кĕтĕн-и вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Вĕренсе пĕтерсенех ресторана кайма хӑяймарӑм, шиклентĕм. Ял хĕрĕ-ҫке, хӑюлӑхӑм ҫитмерĕ. Малтан эпĕ çуллахи ача лагерĕнче ĕҫлеме пуҫларӑм. Вара «Сода» заводĕнче ĕҫлекенсене апатлантарнă ҫĕре ĕҫлеме вырнаҫрӑм. Пилĕк ҫултан «Сĕтлĕ» текен кафене куҫрӑм. Кайран вара Машзаводра сакӑр ҫул ытла вӑй хутӑм. Тӑрӑшса ĕҫленĕшĕн часах хваттер те пачĕҫ, – пĕлтерчĕ асаннем. – Икĕ пинмĕш ҫулта «Куганак» текен ресторанра ĕҫлеме пуҫларӑм. Унта вунӑ ҫул хушши Çтерлĕ хули халӑхне тутлӑ апатпа сӑйлама тӑрӑшрӑм. Ун хыҫҫӑн тата «Бульвар», «Империал» текен ресторансенче хамӑн асамлӑ, тутлӑ апатсемпе халӑха илĕртрĕм.
Çын татӑлса тӑман ҫак ресторансенчен. Туйсемпе тĕрлĕрен юбилейсем ирттернĕ хыҫҫӑн яланах тав сӑмахĕ каласа хӑварнине те пĕлтерчĕ асанне.
Асанне хăйĕн ĕçне юратса, кӑмӑлтан тунине сисрĕм. Вӑл юратнă ĕҫĕ ҫинчен каланӑ чух пĕрре те ÿкĕнсе калаҫмарĕ, куҫĕсем те пĕр чарӑнмасӑр йӑлкӑшса тӑчĕҫ.
– Мĕнле ĕҫре ĕҫлесен те, кӑмӑлтан, вӑйна кӑларса ĕҫлес, хисеплĕ ҫын пулма тӑрӑшас пулать, – пуҫран ачашларĕ мана асанне йӑл кулса.
Унтан хӑйне хĕрĕх ҫул тӑршшĕ лайӑх ĕҫленĕшĕн чысланӑ Тав хучĕсене кӑтартрĕ. Вăл Çтерлĕ хула администрацийĕн Тав хучĕсене, «Пушкӑртстан Республикинчи ăста повар», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕҫнĕ.
«Лаша пуласси тихаранах паллӑ» тенĕ чӑваш халӑхĕ. Манӑн асанне Татьяна Давыдовна Ломоносова (Афанасьева) Авăркас районĕнчи Чакӑллӑ (Александровка) ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Çамрӑклах ҫын хушшинче, клубра концертсене, спектакльсене хутшӑнаканскер таврари чаплă хĕр шутланса тӑнӑ. Паянхи кунччен хӑйĕн чысне ҫухатман.
Мӑнаҫлантӑп хамӑн асаннепе – Татьяна Давыдовна Ломоносовапа.
Михаил ЛОМОНОСОВ.
Çтерлĕ хули.

Манăн асанне – асамçă
Манăн асанне – асамçă
Манăн асанне – асамçă
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас