Чирлĕ çынна хирурги кабинетĕнче йышăннă тата диагноз лартнă хыççăн тÿрех шыçăсене тĕп тăвас, сиенленнĕ органсене е тĕртĕмсене çĕнетес, çавăн пекех çуралнă чухнех туяннă аномалисене е кăлтăксене тÿрлетес тата инфекцисемпе çăпансене пĕтерес тĕлĕшпе çийĕнчех сиплев хирургийĕ пуçланать. Шăпах çапла майпа пациентсен сывлăхне çăмăллатаççĕ, туллин сиплеççĕ, пурнăçне тăсаççĕ.
– Эпĕ Йăлпăлак ялĕнче ахаль колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Аттепе аннен пилĕк ача, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр, пулнă, – аса илет ачалăх çулĕсене кăçалхи утă уйăхĕнче 55 çул тултарнине паллă тунă Наталия Станиславовна. – Эпĕ арçын ачасем хушшинче ÿснĕ, вĕсемпе пĕр танах тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Пуканесем мана пачах та кăсăклантармастчĕç. Çавăнпах пуль манра арçын кăмăлĕ çирĕпленнĕ. Хама кÿрентерсен арçын ачасене каçармастăмччĕ, хирĕç тăма пултараттăмччĕ. Мана тата аппасемпе пиччесене пăхса ÿстернĕ асанне халăх медицинин сиплевçи пек чапа тухнăччĕ. Шăпах вăл курăксене пĕлни, сыпă сикнине тÿрлетме пултарни мана официаллă медицинăна илсе çитерчĕ. Вырăнти шкула пĕтерсен эпĕ Пелепей хулинчи медицина училищине вĕренме кĕтĕм.
Калаçнă май медицина сестри асăннă профессие суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнменни паллă пулчĕ. 1988 çулта медицина вĕренÿ заведенине пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк хĕр Пишпÿлек районĕн тĕп больницине медицина сестри пулса ĕçе вырнаçнă. Ун чухне район больницин тĕп тухтăрĕ пулса Владимир Пасхин ĕçленĕ. Владимир Петрович асăннă медицина учрежденийĕн тĕп хирургĕ те шутланнă. Шăпах çак çын çамрăк медицина сестрин малашнехи çул-йĕрне палăртнă. Хĕрпе калаçса курнă хыççăн ăна хирурги уйрăмне ĕçлеме вырнаçтарнă. «Мана санăн çирĕп кăмăлу килĕшет. Йывăр чирлисемпе ĕçленĕ çĕрте шăпах сан пек çынсем кирлĕ. Ку ĕç çăмăл мар, анчах эсĕ пурне те пултарасса шанатăп», – тенĕ хирурги уйрăмне ертсе пыракан пултаруллă тухтăр.
Çапла çул хыççăн çул, сисĕнмесĕрех 38 çул вĕçсе иртнĕ. Хальхи вăхăтра Наталия Иванова Владимир Акимович Иванов хирург патĕнче ассистент-пулăшуçă пулса ĕçлет, куллен чирлĕ пациентсене йышăнса суранĕсене çыхать, операцисем хыççăн çĕввисене илет.
Хирурги кабинетне çынсем шыçă тухнипе, шăмăсем хуçăлнипе, сыпăсем ыратнипе, ÿт суранланнипе килеççĕ. Медицина ĕçченĕсем дерматологи проблемисене те, шыçма тытăннă е инфекци процесĕ пуçланнă сурансене те – çăпан, пиçсе кайни, шыçăнни, çыртни – тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Хирурги кабинетĕнче пуçласа пăхнинчен малашнехи сиплев епле пурнăçланасси килет.
– Мана пурнăçра чăн-чăн арçынсемпе юнашар пулма питĕ ăнчĕ, эпĕ вĕсемпе çав тери мăнаçланатăп! – йăл кулса калаçăва çемйи çине куçарать Наталия Иванова. – Шăп та лăп 32 çул каялла, 20 çул тултарсан, эпĕ пысăк юратупа кÿршĕ Ситек ялĕнче çуралса ÿснĕ шанчăклă та лайăх çынна Владислав Иванова качча тухрăм. Вăл нумай çул хушши Пишпÿлекри РЭСра аслă мастер пулса тăрăшать. Эпир тăвансемпе, çывăх çынсем пулăшнипе Пишпÿлекре пысăк та хăтлă çурт лартрăмăр. Владислав Егоровичпа виçĕ хитре ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Аслă Алексей ывăл ман çулпа кайрĕ, медицинăна суйласа илчĕ. Вăл вĕренсе тухса тухтăр-хирург пулса тăчĕ. Паян кун Чăваш Енре Çĕнĕ Шупашкарти 21-мĕш хула больницинче ĕçлет. Вăл авланнă. Кинпе иккĕшĕ пире икĕ мăнук парнелерĕç. Иккĕмĕш ывăл Хусан хулинчи Таможня управленийĕн аслă сотрудникĕ. Унăн çемйинче икĕ ача çитĕнет. Виççĕмĕшĕ – Павел, Хусанти авиаци университечĕн студенчĕ.
Ĕçсĕр пуçне килти хуçалăхра тăрмашма юрататăп. Ку – ытларах чечек ÿстересси, пахча тата чăх-чĕп ĕрчетесси. Эпир мăшăрпа Раççей тăрăх машинăпа çÿреме юрататпăр. Çапла çур çĕршыва курса çаврăнтăмăр темелле. Кашни çул çÿрев çĕнĕ кăмăл-туйăм парнелет, сăн ÿкерчĕксем тума, кулленхи ĕçсенчен пăрăнма, канма, вăй-хал илме май парать. Акă, сăмахран, кăнтăрта, Пятигорск хулинче, республикăри «Янган-Тау» санаторире, темиçе хутчен Тутарстан Республикин тĕп хулинче, Хусанта, пулнисем манăçми аса илÿсем, туйăмсем хăварчĕç.
Килте хăтлă лару-тăрура мана чун киленĕçĕсем – чечексем – кĕтеççĕ. Тăрăшса çитĕнтернĕскерсем тĕрлĕ тĕспе, формăпа куçа савăнтараççĕ. Пахча вăл – уйрăм юрă. Хамăр алăпа ÿстернĕ пахча çимĕçпе улма-çырла – маншăн экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç тата кил хуçи хĕрарăмĕн мăнаçлăхĕ. Çак чун туртăмĕсем, пĕрле пухăнса, пурнăçа тулли туйма май параççĕ. Ĕç вăл – кирлĕлĕх, çул çÿрев – ĕмĕт, килти ĕçсем, – çуртăн, садăн кашни кĕтесне хывнă юрату. Малашне те çĕнĕ те интереслĕ çул çÿревсем, савăнăçлă самантсем пуласса шанатăп.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек ялĕ.