Сывлăх ĕçлеме май парсан – питĕ лайăх. Ĕç савăнăç кÿрет, çынсем хушшинче хамăра кăтартма, ыттисен опычĕпе паллашма, чĕрĕ легендăн пĕр пайĕ пулса тăма пулăшать. Пирĕн çĕршывра, кирек ăçта пулсан та, вĕренме те, ĕçлеме те майсем туса панă. Çакăнпа усă курма çеç пĕлмелле.
Ĕлĕк çынсем пысăк хуçалăх та тытнă, ĕçе те çÿренĕ, общество пурнăçне те хастар хутшăннă. Тĕлĕнмелле, ăçтан вăхăт, мехел çитернĕ-ши вĕсем. Пуçа та шăнăçмасть çак тĕлĕнÿ. Сăмахран, Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче пурăнакан Нина Ивановна Ефремована илер. Вăл 1982 çултан пуçласа 1944 çулччен почтальон пулса ĕçленĕ, паян тивĕçлĕ канура.
Хăй вăхăтĕнче Нина Ивановна Никитинка, Михайловка, Креппит тата Князевка ялĕсенче хаçат-журнал, çырусем салатнă. Çанталăк мĕнле тăнине пăхмасăр вăл кашни кун лашине кÿлсе ялсене икĕ пысăк сумка хаçат-журналсем, çырусемпе телеграммăсем, открыткăсем илсе çитернĕ. Унсăр пуçне почтальонăн аллинче пенси укçи те пулнă, çырăнтару кампанине те тухăçлă пурнăçласа пынă.
Мĕншĕн-ха паян нумайăшĕ хаçат-журнал çырăнмаççĕ? Çав шутра ертÿçĕсем те, интеллигенци представителĕсем те, хастарсем те пур пулĕ… Çакă намăс туйăмĕ çуратать.
Нина Ивановнан тата унăн ĕçтешĕсен ĕçне аса илнĕ май, çынсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелессинче вĕсен ĕçе çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илетĕн. Уйрăмах аякра вырнаçнă ялсенче.
Рита МАСТЕРОВА.
Ермеккей районĕ, Креппит ялĕ.