Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ĕç çынни
21 Июлӗн , 13:00

Чĕри ыйтнипе, чунĕ хушнипе

Ял почтальонĕ - ахаль çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕ кăна мар. Уйрăмах хаçат-журналсем эрнере виçĕ хутчен çеç килеççĕ пулсан. Кармаскалă тăрăхĕнчи Антунăскипе Мурсяково, Тинĕскÿлпе Митриски, Мукаевăпа Куллярово ялĕсенче çак кунсенче почтальона питĕ кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен хаçатсемпе çырусене Алевтина Семенова илсе килсе парать. Вăл кашнишĕн тăван пекех пулса тăнă.

Чĕри ыйтнипе, чунĕ хушнипеЧĕри ыйтнипе, чунĕ хушнипе
Чĕри ыйтнипе, чунĕ хушнипе

Алевтина Анатольевна Антунăски ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех ĕçлеме, аслисене хисеплеме хăнăхнă. Алевтина Тинĕскÿл шкулĕнче вĕреннĕ, Кармаскалă салинчи СПТУра бухгалтер профессине алла илнĕ. Цифрăсемпе отчетсем унăн ĕç-хĕлĕ пулмалла пек. Анчах чунĕ чĕрĕ хутшăну, çын ăшшине, çынсемпе юнашар пулма пултарнине ыйтнă.

Алевтина Анатольевнан ĕçлĕ биографийĕ вырăнти Ленин ячĕллĕ колхозра весовщикран пуçланнă. Ĕçĕ яваплă пулнă. Анчах почта çыхăнăвĕн Тинĕскÿлти уйрăмĕнче ĕç вырăнĕ пушансан нумай ача амăшĕ ĕç вырăнне улăштарма шут тытнă. Çапла вăл почтальон пулса тăнă. Чăваш хĕрарăмĕ асăннă профессире сакăр çул хушши тăрăшать.

 - Хăй вăхăтĕнче çывăх çыннăмăрсем почтальон пулса ĕçлерĕç. Халĕ эпĕ сакăр çул хушши вĕсен ĕçне малалла тăсатăп. Почтальон – ахаль ĕç кăна мар, пирĕн çемье историйĕ. Эпĕ унăн пĕр пайĕ пулнишĕн чунтан мăнаçланатăп, - палăртрĕ пирĕн героиня.

Алевтина Семенован ĕç графикĕ – эрнере виçĕ кун. Ĕçчен те правур хĕрарăм велосипед çине утланса çула тухать,  Антунăскипе Мурсяково, Тинĕскÿлпе Митриски, Мукаевăпа Куллярово ялĕсене çитет. Кирек мĕнле çанталăкра та çынсене корреспонденци илсе çитерет. Вăл хăйпе пĕрле паянхи тĕнчере уйрăмах çитмен тимлĕхпе чĕрĕ хутшăну, хыпарсем илсе килет.

 - Кашни килте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уйрăмах аслă ăрури çынсем. Вĕсемшĕн эпĕ ахаль почтальон кăна мар, хăйсен чунне уçса пама пултаракан пĕртен-пĕр çын та пулса тăратăп. Эпĕ хаçатсем илсе килетĕп, вĕсем мана тутлă чейпе хăналаççĕ, хыпарсем каласа параççĕ. Çакă маншăн уйрăмах хаклă. Шăпана ырă ĕçшĕн тав тăватăп, - тесе калать Алевтина Анатольевна.

Антунăски хĕрарăмĕ пысăк та туслă çемье çавăрнă. Мăшăрне Федор Даниловича ачаранах пĕлет, пĕр ялта çуралса ÿснĕ. Çемье пуçĕ яланах çумра, пулăшу парать, хавхалантарать. Семеновсем тăватă ачана пурнăç парнеленĕ: Станиславпа Данила ывăлĕсем тата Викторийăпа Людмила хĕрĕсем. Данилпа Виктория – çемьеллĕ çамрăксем. Станислав ĕçлет, ашшĕ-амăшне пулăшать. Кĕçĕн Людмила шкулта вĕренет. Паянхи кун Алевтина Анатольевнапа Федор Даниловича икĕ мăнукĕ пурри савăнтарать.

Светлана КАРПОВА.

Кармаскалă районĕ, Антунăски ялĕ.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас