Çамрăкскер ĕçчен те пуçаруллă, яланах малтисен ретĕнче пулнă. Ун аллинче кирек епле ĕç те вĕресе тăнă. Çамрăк агроном бригада картишне тирпей-илем кĕртнĕ, ял халăхĕ валли сад йывăççисен хунавĕсене илсе килнĕ. Халăх ăна уншăн паянхи кунччен тав тăвать. Халĕ те çынсем хуçалăхра тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухсан Надежда Евдокимовна патне утаççĕ. Вăл пурне те ăшшăн йышăнать, никама та хирĕçлемест.
1991 çулта хĕрĕн пуçарулăхне вырăнти шкул директорĕ В.В.Максимов асăрханă та технологи учителĕ пулса ĕçлеме сĕннĕ.
Пĕрремĕш ĕç кунĕнчен тенĕ пекех ĕçтешĕсем Н.Е.Васильевана тÿрĕ чунлă та пуçаруллă, хăйĕн çитменлĕхĕсене палăртма пултаракан педагог тесе хак панă. Надежда Евдокимовна пĕрмай пĕлĕвне ÿстерессипе ĕçленĕ, хăй ĕç опычĕпе ĕçтешĕсене те паллаштарнă, ĕçленĕ вăхăтрах иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ.
Халĕ те вăл уроксене хатĕрленнĕ май яланах кашни темăна тĕплĕн пăхса тухать, тĕллевĕсене палăртать, вĕрентÿ материалне пурнăçпа, производствăпа, наукăпа çыхăнтарать. Биологи урокĕсенче экологи ăнлавĕсен никĕсне хывать, çут çанталăка юратма вĕрентет. Технологи урокĕсенче алла илнĕ хăнăхусен пурнăçри пĕлтерĕшне уçса пама тăрăшать, проект тума, илемлĕхе туйма вĕрентет. Вĕрентÿ ĕçĕнче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курать, кашни ачан хăйне евĕр кăмăлне шута илет. Ахальтен мар ун патĕнче пĕлÿ илекенсем вĕренÿре 100% таран ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсем - район, республика, регион олимпиадисемпе конкурсĕсен çĕнтерÿçисем.
Надежда Евдокимовна тăрăшнипе шкулта хĕр ачасене ĕç урокне вĕрентме технологи кабинечĕ йĕркеленĕ. Ăна çĕвĕ машинипе, ытти кирлĕ инструментсемпе тивĕçтернĕ. Ачасен чи лайăх ĕçĕсен выставки вара çĕнелсех тăрать.
Шкул директорне А.Г.Женжурова Хушăлка ял хутлăхĕн администраци пуçлăхне суйласан, районти пуçлăхсем Надежда Евдокимовна çынсемпе ĕçлеме пĕлнине шута илсе ăна тÿрех шкул директорĕ пулма сĕннĕ. Çапла 2008 çултанпа вăл шкул коллективне ертсе пырать.
Пĕлÿ çурчĕн паха йăлине малалла тăсса Надежда Евдокимовна шкул ачисен производство бригадине ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем вара çулсерен тенĕ пек лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Тĕслĕхрен, 2009 çулта Хушăлка шкулĕн производство команди Ишимбай районĕнче республика шайĕнчи иртнĕ ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ольга Спиридонова «Пахча ĕçĕ», Алексей Васильев «Тыр-пул ĕрчетесси» номинацисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. 2010 çулта Çтерлĕ районĕнче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри слетра Светлана Данилова «Тыр-пул çитĕнтересси», Анна Спиридонова «Пахча ĕçĕ», Виктор Петров «Сад ĕçĕ» номинацисенче пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 2012 çулта Хушăлка шкул ачисем Кострома хулинчи Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен производство бригадин слетĕнче район чысне хÿтĕленĕ. Бригадирсен конкурсĕнче Григорий Спиридонов III вырăн йышăннă. 2013 çул та вĕсемшĕн ăнăçлă пулнă - команда республикăри смотр-конкурсра мала тухнă. Григорий Спиридонов ку хутĕнче «Чи лайăх бригадир» ята тивĕçнĕ, Наталия Петрова сад ĕçĕсен, Ольга Ковальцова выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен конкурсĕсен призерĕсем пулса тăнă. «Уй-хир ăсти» номинаци çĕнтерÿçине Ольга Данилована слетăн чи пултаруллă участникĕ тесе çирĕплетнĕ. Вăл пултаруллă çамрăксене пулăшу паракан «Вĕрентÿ» программăпа килĕшÿллĕн вăтăр пин премие тивĕçнĕ. Унăн ертÿçине те, Надежда Евдокимовнăна, 30 пин премипе чысланă.
Пĕр çул та шкул республика тата регион шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнмасăр, малти вырăнсене тухмасăр юлман. 2014 çулта Анастасия Ефимова «Шаг в будущее» техника олимпиадинче II, Анастасия Васильева «Ломоносов вулавĕсенче» III вырăнсем йышăннă. 2015 çулта каллех вĕрентÿпе производство бригадисен слетĕнче хушăлкасене çитекеннисем пулман. 2016 çулта Анастасия Васильева технологипе Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин республикăри, 2017 çулта Раççейри тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.