Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ - Раççейри казаксен йăли-йĕркисене çĕнĕрен пуçарса тата упраса хăварасси, ăна Пушкăртстанри халăхсем хушшинче анлă сарасси, çитĕнекен ăрăва казакасен йăли-йĕркисем çине таянса воспитани парасси... Çаплах пĕр-пĕринпе хутшăнмалли, паллашмалли пĕрлĕхлĕ лапам йĕркелесси, республикăри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи казак обществисемпе çыхăну тытасси, çĕршыв историне вĕренесси.
Асăннă фестиваль Кумертау хулинче пуçласа 2015 çулта иртнĕ. Кăçалхи спас Пушкăртстанри Пĕтĕм тĕнчери Аксаков кунĕсен программипе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ. «Казаксен спасĕ» - диалог лапамĕ тата пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли площадка. Фестиваль программинче пултарулăх ушкăнĕсем валли конкурссем, çар спорчĕн тĕсĕсен ăмăртăвĕсем, хĕрарăмсен ал ĕçĕсен мастер-класĕсем, тĕрлĕ ремесласен куравĕ, çĕнтерÿçĕсен гала-концерчĕ иртрĕ.
Кашни çулах регионсен хушшинчи фестивале 500 ытла çын хутшăнать. Çав шутра пултарулăх коллективĕсем, кадет класĕсенче вĕренекенсем, студентсем. Унăн географийĕ те анлă: Челябинскпа Пенза облаçĕсенчи, Краснодарпа Ставрополь крайĕсенчи, Самара, Смоленск, Эрĕнпур хулисенчи, Тутарстан Республикинчи тата хамăр регионти хуласемпе районсенчи пултарулăх коллективĕсем.
Фестиваль программипе килĕшÿллĕн «Пушкăртстан Республикинче казаксен юхăмĕ пуçланса кайнин тата аталаннин историйĕ» тавра «çавра сĕтел» те иртрĕ.
Мероприятие йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ПР Культура министерствин Гуманитари тĕпчевĕсен центрĕн директорĕ М.Х.Марданов пысăк тÿпе хывнă. Паллах, Кумертаури В.Н.Гаврилов ертсе пыракан чăваш общини çине те сахал мар ĕç тиеннĕ. Вăл тата Ю.П.Михайлов чăваш хастарĕ хăнасене республикăри чăваш культура обществипе паллаштарчĕç. Мероприяти иртекен лапамра виçĕ юрта лартнăччĕ, вĕсенчен пĕри – чăвашсен. Ăна наци сĕмне пăхăнса питĕ пуян илемлетнĕ. ПР Культура министерствин представителĕсемпе Кумертау хула администрацийĕ юртăна та, наци апачĕсене те пысăк хак пачĕç. Чăвашсем халăх пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартса панине те палăртас килет. Федоровка районĕнчи хут купăс ăстисен тумĕсем казаксеннинчен пĕрре те кая мар. Ахальтен мар уява килнисем вĕсемпе юнашар тăрса сăн ÿкерчĕксем те турĕç.
Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ самант - фестиваль вăхăтĕнче «Играй, гармонь» телекăларăм ÿкерни. Историе Федоровка тăрăхĕнчи «Ашкатар çăлкуçĕсем» тата Кумертау хулинчи Кивĕ Уралка ялĕнчи «Çăлкуç» ансамбльсен юрри-ташшисем, «Ашкатар çăлкуçĕсем» халăх ансамблĕн солисткин Анна Михайлован пир станĕ те кĕрсе юлчĕç. Çавăн пекех Куюргазă тăрăхĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи Людмила Семенова ертсе пыракан «Çеçпĕл» ансамбль та хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Анастасияпа Захар Заволокинсем пирĕн юрă-ташăсене питĕ килĕштерчĕç. «Эсир - питĕ маттур!» тесе хак пачĕç вĕсем. Валерий Семенов хут купăсçа «Эсĕ - чи пултарулли!» - терĕç. Кăларăма ÿкернĕ çĕре Валерий Семенов, Антонина Семенова, Анна Михайлова, Зинаида Сурпан, Валентина тата Зинаида Александровсем, Мария Иванова, Тамара Спиридонова, Николай Васильев, Лидия Юдина, Лена Казакова, Людмила Семенова хутшăнчĕç.
Чăвашсем çак уявра хăйсене чи аслă халăх пек кăтартрĕç.