Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Октябрӗн 2018, 17:40

Пурте комсомолтан пуçланнă

Çак кунсенче, октябрĕн 29-мĕшĕнче, эпир Комсомол кунне паллă тăватпăр. Хăйĕн асран тухми çамрăк та çутă çулĕсене Ярмулай ял хутлăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ‚ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70çç. комсомолец пулнă Михаил Петрович Сидоров аса илет. Вăл - артист‚ краевед‚ çывăхри ялсенчи хаклă хăна‚ уявсенче пĕрремĕш юрă шăрантарма тытăнаканĕ. Комсомол тивлечĕпе паян та çакăн пек тăрса юлнă.

- Эпĕ шкула 6 çулта кайнă. Çавăн пирки мана пĕр класра вĕренекенсемпе пĕрле комсомол ретне илмен. ВЛКСМ Уставĕ тăрăх, 14 çул тултарнисене кăна комсомола йышăннă‚ манăн тата пĕр çул çитмен. Кÿршĕ вăтам шкулта 3 çул вĕреннĕ чухне тата колхозра производствăн стажне ĕçлесе татнă вăхăтра ман çинчен‚ активист пулнине пăхмасăр‚ пачах маннă.
1959 çулхи декабрь уйăхĕнче Туркмени ССРĕн Керки хулинче педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтра‚ çĕр мамăкĕ пуçтарса таврăннă чухне‚ мана комсомол ретне васкавлă йышăнчĕç. Çавăнтах ВЛКСМ хула комитечĕн бюровĕн‚ комсомол комитечĕн секретарĕн çумĕ тата училищĕри ДОСААФ комитечĕн председателĕн ĕçĕсене ертсе пыма шанчĕç. 1960 çулта пĕрремĕш наградăна‚ ПВО ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн‚ ДОСААФ хула комитечĕн Хисеп хутне тивĕçрĕм.
Ярмулайсем – комсомолецсем
Вырăс шкулĕсенче кĕçĕн классене вĕрентекен специальноçне алла илсен‚ эпĕ тăван Ярмулай ялне таврăнтăм. Ялта XXI парти съезчĕ ячĕпе хисепленекен колхозри комсомол организацийĕн секретарне суйларĕç. Çак вăхăта çитиччен кунта комсомолецсемпе ĕçлемен‚ документсене шута илмен. Пĕррехинче Михаил Борисов мана хăйĕн комсомол билетне кăтартрĕ. Унта Совет Çарĕнчен таврăннăранпа взнос укçине тÿленине палăртман. Хăй вара 29 çула çитнĕ. Иртнĕ çулсемшĕн тÿлев укçине тытса юлтăм‚ алă пусрăм. Билетне каялла асăнмалăх тавăрса патăм. Çакăн пек ĕç ытти комсомолецсемпе те туса ирттернĕ.
Комсомол комитечĕ майĕпен ĕçне йĕркелесе ячĕ. Ялта пурĕ 120 комсомолец пулнă‚ çавăн чухлех комсомол ретне кĕмен çамрăксем. Фермăра‚ машинăпа трактор станцисенче çамрăксен комсомол пĕрлешĕвĕсене йĕркеленĕ‚ выльăх пăхакансемпе механизаторсем хушшинче ăмăртусем ирттернĕ‚ çĕнтерекенсене куçса çÿрекен вымпелсемпе чысланă‚ малти ретре пыракансем çинчен «Боевой листок» тата «Молния» стена хаçачĕсенче çырнă‚ вырăнти радиопа каланă.
Çар ретĕнче
Виçĕ çул хушши Совет Çарĕнче пулнă чух та колхозри комсомолецсемпе тата шкулта вĕрентекенсемпе çирĕп çыхăну тытса тăтăм. Пĕр-пĕрин патне кунне вуншар çыру çырнă‚ çавна пула хыпарсене пĕлсе тăнă.
Çарта эпĕ батарейăн комсоргĕ пулнă. Салтксем валли политвĕрентÿ ĕçне йĕркеленĕшĕн тата вĕсене пушă вăхăтра театрпа музейсене çÿретнĕшĕн‚ Мускав хулинче экскурси ирттернĕшĕн мана Джержинский ячĕллĕ Артиллерипе инженери академийĕн ВЛКСМ комитетчĕн Хисеп хутне парса чысларĕç.
Хĕсметрен таврăнсан эпĕ тăван колхозăн комсомол пухăвĕн секретарь ĕçĕсене тепĕр хут туса пытăм.
Асран тухми çулсем
Комитет членĕсемпе бригадăсен секретарĕсем хăйсем «çунакан» тата ыттисене «чĕртсе яракан» пуçаруллă комсомолецсем пулнă. Вĕсен хушшинче: Гимза Мухаметшин вулавăш ĕçченĕ‚ Евгений Лысик медпункт заведующийĕ‚ Лидия Андреева (Нестерова) библиотека ертÿçи‚ Рашида Каранаева (Кагирова) фельдшер тата ыт.те. Çав вăхăтра тĕрлĕ субботниксем те ирттернĕ: тырă сортланă‚ машинăсем çине тиенĕ хыççăн çĕр варринче элеватора ăсатнă тата клубпа библиотека валли вутă касса çурнă.
Çак тапхăрта сенкер экран çукпа пĕр пулнă‚ тĕрлĕ халăхсем хушшинчи хутшăнăва‚ хамăр тата ют çĕршыври лару-тăрăва‚ тăван çĕршывăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе çыхăннă хыпарĕсене пĕлме майсем пулман. Çамрăксем çак хыпарсене комсомол организацийĕ урлă, политинформацисенче‚ канашлусемпе тавлашусенче тата «çавра сĕтелсенче» илтсе пĕлнĕ. Кулленхи пурнăçра çĕнĕ совет йăлисем палăрма тытăннă.Сăмахран, Пĕрремĕш кĕлтепе Пĕрремĕш суха касси праçникĕсенче малта пыракан механизаторсене ялти чи лайăх кил хуçалăха ертсе пыракан хĕрарăмсем çăкăр-тăварпа чысланă. Агитбригадăсем концерт номерĕсем хатĕрленĕ‚ «Курак пăтти» халăх уявне ирттернĕ.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пулнă тата демобилизаци йĕркипе таврăннă салтаксем чаплă лару-тăрура çамрăк каччăсене Совет Çарне ăсатнă. Ялта интернационаллă туйсем те иртетчĕç. Халăх халĕ те тутар каччи Айрат Байтимиров механизаторпа чăваш хĕрĕ Галина Овчинникова ĕне сăвакан, тутар каччи Марат Кагиров шоферпа мари хĕрĕ Рашида Каранаева фельдшер мăшăрланнине аса илет. Вĕсене ял клубĕнче хаклă парнесем парнелерĕç‚ концерт номерĕсем кăтартса саламларĕç. Абрамовсен çемйинче çуралнă ачана ят пани те асăмра тăрса юлнă. Ачана пĕрремĕш совет космонавтне Гагарина халалласа Юрий ят пачĕç. Пепкене пионер галстукĕпе значока конверт ăшне чиксе парнелерĕç. Конверчĕ çине «1977 çулта пионер ретне тăмалли кунта уçатăн» тесе çырса паллă турĕç. Каярах‚ ÿссе çитĕннĕ качча çара ăсатрăмăр...
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ.
Вĕçĕ çитес номерте.
Читайте нас: