Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Октябрӗн 2018, 16:42

Ветерансене чысланипе пĕрлех çĕнĕ комисси те йĕркелерĕç

Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче ĕç ветеранĕсене тата вĕрентекенсене чысларĕ. Мероприяти асăннă шкул вĕрентекенĕсемпе ачасем хатĕрленĕ уяв концертĕнчен пуçланчĕ.

Салам сăмахĕсемпе чи малтан ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская тухса калаçрĕ. Вăл аслă ăрури çынсем тĕлĕнмелле чăтăмлă та ĕçчен, питĕ ăслă пулнине палăртрĕ. Пур ветерана та ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Уйрăмах вĕрентекенсен пархатарлă ĕçĕсене палăртма тăрăшрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул директорне И.Г. Тарасова, ПР тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченне, «Нарспи» халăх ансамблĕн ертÿçине Г.Ю.Кириллована, Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕсене В.М. Тарасовапа Л.Н.Пашинана, медицина наукисен кандидатне П.И. Петрова, О.Г. Дмитриевапа Л.Р. Иванова вĕренткенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Уява Ĕпхÿ хулипе Кармаскалă районĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Вера Тарасовнăпа Александр Сергеевич Никоноровсене, Елена Васильевна Степанована чăваш общественноçĕ питĕ лайăх пĕлет. Вера Тарасовна - канăçа пĕлмен таварапĕлÿçĕ, историк, Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă тата шкул историйĕ пирки çырнă («Школа – кладезь знаний») кĕнекесен авторĕ. Çывăх вăхăтра унăн тăван ял çинчен çырнă «Седой уголок России» тепĕр кĕнеки кун çути курмалла. Вăл тăван ял историйĕпе, унăн çыннисемпе интересленет. Çак ĕç валли вăйне те, вăхăтне те шеллемест. Мăшăрĕ, Александр Сергеевич, ăна пур енчен те пулăшса, хавхалантарса пырать.
Уяв каçĕн тепĕр хăни – Сихун ялĕнче çуралса ÿснĕ Е. В. Степанова. Ун пирки «Урал сасси» хаçатра та çырнăччĕ. Елена Васильевна хăй пурнăçĕн сахал мар çулне шкула, ачасене, тăван тавралăх культурине халалланă. Кăçал тăванĕсем пулăшнипе чăваш халăхĕн йăли-йĕркине уçса паракан çемье музейне йĕркеленĕ. Унта кил хуçалăхра усă куракан авалхи япаласем, тĕрĕсемпе ĕлĕкхи чăваш тумĕсем, музыка инструменчĕсем тата ыт.те упранаççĕ.
Елена Васильевна музей историйĕ, манăçа тухса пыракан япаласене епле пуçтарни, ачасем музей никĕсĕ урлă чăваш халăх историйĕпе паллашни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех малалла та ĕçлеме кăмăл пурри, экспозицие çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатма ĕмĕтленни пирки пĕлтерчĕ.
Тепĕр хăна, Валентина Мурзагуловна Васильева, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ял историне тĕпчет. Çак ĕçе вĕçлесе кĕнеке кăларма хатĕрленет. Мĕн тери лайăх пирĕн çумра чăваш халăх пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем пулсан.
Уяв мероприятийĕ хыççăн ПР чăвашсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Б.Е. Гордеев отставкăри полковник Канаш çумĕнче ветерансемпе ĕçлекен комисси йĕркелеме, Пушкăртстанран тухнă генералсен ячĕсене, кирек хăш халăх çынни пулнине пăхмасăрах, ĕмĕр асăнмалла тума сĕнчĕ. Пуçаруллă Борис Ефимович хавхалантарнипе пуçтарăннисем çав самантрах ветерансемпе ĕçлекен комисси йĕркелерĕç. Ун йышне тава тивĕçлĕ ветерансемпе ăсчахсем, таврапĕлÿçĕсем кĕчĕç. Юлашкинчен тин йĕркеленнĕ комиссин председателĕ Б.Е.Гордеев малашлăхри плансем çинчен пĕлтерчĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Читайте нас: