Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Октябрӗн 2018, 16:09

Йăла-йĕркепе те паллашрĕç, ушкăн фондне те пуянлатрĕç

Кĕр мăнтăрĕпе ярмарккăсем ирттересси авалтанах пыракан йăла. Аксаковăри 38№ «Золушка» ача сачĕн ĕçченĕсем те çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ халăх йăли-йĕркисемпе паллаштарас, ĕçе хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çав тĕллевпех кĕр кунĕсенчен пĕринче кунта ярмарккă кĕрлесе иртрĕ.

Мероприяти программинче ачасем хăйсен ашшĕ-амăшсемпе пĕрле тунă ĕçсен тата воспитательсен кунĕ тĕлне хатĕрленĕ ÿкерчĕксен выставки те, хаваслă уяв та пулчĕ. Ярмарккăна ачасем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, асăннă учреждени педагогĕсем те пуçтарăнчĕç.
Кашни ушкăн кĕр парнисене сĕтел çине ларта-ларта тухнă. Кунтах улми-çырли те, пахчи çимĕçĕ те, компотсемпе варенисен савăчĕсем те, кукăль-пÿремечĕ те, ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă ĕçсем те вырăн тупнă. Килте пĕçерсе килнĕ пылак апатсем – ăшне çăратнă сĕт(сгущенка) хурса хатĕрленĕ вафли, пĕремĕкпе икерчĕсем - илĕртмеллипех илĕртрĕç тавар туянакансене. Улма-çырларан хатĕрленĕ желепе компотне те самантрах туянса пĕтерчĕç. Кунта хакĕ-шывĕ ячĕшĕн çеç пулни те пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ.
Кашни ушкăн ĕçе яваплăха туйса хатĕрленнĕ: сĕтел çинчи япаласене илемлетсе вырнаçтарнă, сĕтел ятне панă, суту-илÿ речĕсен çумĕнчи стенасене плакатсемпе илемлетнĕ.
Суту-илÿ уявне халăх йышлă пуçтарăннă: кунта аслашшĕ асламăшсем те, пирĕн воспитанниксен кÿршисем те хăйсен ачисемпе килнĕ. Ашшĕ-амăшсемпе ачасене çут çанталăкра тĕл пулакан материалсенчен тата пахча çимĕçсенчен ăсталанă япаласемпе кĕрхи букетсем тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем ярмарккăн чăн-чăн илемĕ пулса тăчĕç. Мĕнле кăна ĕçсем çук унта: «Трольсен çурчĕ», илемлĕ çырмаллă «Асамлă картиш».
- Пирĕн ашшĕ-амăшсем питĕ маттур! Ачисене яланах пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ. Мĕн чухлĕ апат-çимĕç пĕçерсе килнĕ вĕсем. Хăйсем нÿхрепĕнчи пур тухăçа та сутлăха тăратрĕç пуль,- теççĕ воспитательсем ашшĕ-амăшсене тав туса.
Пирĕн ача садĕнче кун пек ярмарккă пуçласа иртрĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех ушкăн фондне кайрĕ. Çавна май кашни ушкăн хăйсен пурлăхне пуянлатма шутланинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Сахал-им ачасене пĕлу панă вăхăтра кирлĕ япаласем?
Мероприяти хыççăн ачасенчен нумайăшĕ кун йышши ярмарккăна пуçласа хутшăнни çинчен пĕлтерчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем вара тавар туянакансем те, сутакансем те пулчĕç.
Кĕр ярмаркки пурне те хавас кăмăл илсе килчĕ. Кашниех тепĕр ярмарккă хăçан çитĕ-ши тесе пурăнать.
Роза НУГМАНОВА,
Любовь ЛУКЬЯНОВА
воспитательсем.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: