Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Октябрӗн 2018, 18:04

Ырă та уçă чĕресем

Паянхи кун çамрăксем яваплăха туймаççĕ‚ пĕр-пĕр палланă е палламан çынпа килсе тухнă инкек-синкекре пулăшма пĕлмеççĕ тесе каланине час-часах илтетĕн. Çапах пурте ун пек мар. Вĕсен хушшинче ырă кăмăллă тата лайăх çынсем те сахал мар. Сăмахран‚ хальхи вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тăвакан ушкăнсем чылай. Пĕрисем ватăсене пулăшаççĕ‚ теприсем урамра тăрса юлнă кушак-йытăсене пăхаççĕ‚ виççĕмĕшĕсем парк территорийĕсенчи çÿп-çапа тасатаççĕ тата ыт. те.

Хамăн сăмахсене çирĕплетсе интернетри «Пелепей хулипе тăрăхĕнчи аннесем» ушкăн çинчен кăштах каласа парас килет. Ку анне пулнă е анне пулма хатĕрленнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕ. Çак ушкăнра эпĕ те ытти аннесемпе тăратăп. Йышри хĕрарăмсем пĕр-пĕрне ача пăхса ÿстерме вĕрентсе тĕрлĕ канашсем параççĕ‚ рецептсем сĕнеççĕ‚ хăйсен пурнăçĕнчи савăнăçпа хурлăх çинчен те каласа параççĕ...Тата вĕсем ырă ĕçсем те сахал мар тăваççĕ: пушара лекнĕ çемьесем валли сĕтел-пукан пухаççĕ‚ упăшкисем пăрахса кайнă пĕчĕк ачаллă хăрарăмсен аслăрах ачисене шкула хатĕрлеме пулăшаççĕ е укçа-тенкĕ йывăрлăхне лекнĕ çемьесене алă параççĕ.
Хулари тĕп район пульницине опекăра ĕçлекенсем ĕçкĕпе ашкăнакан çемьесенчи ачасене ашшĕ-амăшĕнчен уйăрса илсе килеççĕ. Ăçта вырнаçтармаллине шута иличчен вĕсене вăхăтлăха педиатри уйрăмне хураççĕ. Ачасем хушшинче пĕчĕккисем те‚ аслисем те пулаççĕ...Вĕсене çийĕсенче мĕнле тум-тир пулнă, çавăнпах илсе килни те пулать. Ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăлнă пепкесем хушшинче макăрса чуна çураканнисем те‚ пульница апатне çименнисем те‚ çийĕсенче япалисене улăштарма çуккисем те пур.Çакăн пек ачасене питĕ шел! Ушкăнри аннесем вăрах вăхăта педиатри уйрăмне илсе килнĕ ачасене шеллесе хăйсен ирĕкĕпе укçа пухса печени‚ йогурт‚ тутлă çимĕç‚ теттесемпе кĕнекесем илсе пачĕç. Чи пĕчĕккисем валли – памперссемпе салфеткăсем‚ гигиенăна пăхăнмалли япаласем. Çийĕсене улăштарса тăхăнмалли япаласем те туянчĕç‚ хăйсен ачисем хыççăн тăрса юлнисене (çĕнĕреххисене) те леçрĕç. Ăнăçсăр çемьесенчен илсе килнĕ пепкесене пулăшма чылай анне хутшăнчĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ миçе ача чĕрине савăнтарнă-ши!? Ушкăнри аннесем малашне пульницăра телейсĕр ачасем пулмасса питĕ шанаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: