Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
6 Ноябрӗн 2018, 14:49

Чун-чĕрене тыткăна илсе юрă хыççăн юрă юхрĕ

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май кану çинчен те аса илме юрать. Кăçалхи тулăх тухăç кăмăла çĕклет: тырри-пулли, улми-çырли, пахчи çимĕçĕ çителĕклех çитĕнчĕ, çакă пурнăçа саплаштарма пулăшĕ.

Мĕн каласан та, çынна ахаль апатсăр пуçне чун апачĕ те кирлĕ. «Самана» продюсер центрĕн ертÿçи Ф.В.Кузьмин йĕркеленипе çуллахи каникул хыççăн концертсем пуçланчĕç. Кăçалхи гастроль сезонне уçаканĕ, чăваш чĕлхине сума суса çÿллĕ шая çĕклекенĕ, ытарайми тутар пики Фарида Файзуллина пулчĕ. Хăйĕн илĕртÿлĕхĕпе, çепĕç сассипе асамлă юрăçă куракан-итлекене тыткăна илнĕ. Тинех унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç: вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята илчĕ (кăçалхи июль уйăхĕнче).
- Хама мĕн астунăранпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Флерăпа (юрăçăн пĕр тăванĕ) эпир ялан юрлаттăмăр. Чăваш юррисене шăрантараттăмăр, вырăсла та янрататтăмăр. Тутарла юрламанпа пĕрех. Килте тутар юррисемлĕ пластинкăсем пурччĕ, çавсене вара ялан итлеттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен хамăрăн «концертсемпе» çынсене савăнтарнă. Вĕсенче хамăра пĕчĕк ачасем пек мар, ÿссе çитĕннĕ хĕрсем, чăн-чăн артисткăсем пекех туяттăмăр.
Нумай юрă килĕшетчĕ, çапах та «Шăнкрав курăкĕ», «Сир, анне, чÿрече каррине» юрăсене ыттисенчен ытларах кăмăлланă. Халĕ вĕсене юрланă чухне хама ача чухнехи пек мăн çынла мар, пачах тепĕр майлă, хыçлă тенкел çине хăпарса тăрса юрă шăрантаракан пĕчĕк хĕр ача пек, туятăп.
Юрăсен сăмахĕсене хам çырмастăп. Чăваш поэчĕсенчен ытларах Валерий Раштавпа ĕçлетĕп. Вăл 20 яхăн юрă текстне çырса пачĕ. Инкеке лекнĕ пулсан та пуçне усмасть Валерий. Унăн чунĕ çутă та тарăн. Кăмăлĕ хурçăран та çирĕп. Юрату туйăмĕпе тулнă савăнăçлă юрăсем çырать, вĕсем итлекенĕн чунне çунатлантараççĕ. Валерий Раштав поэт - сусăррисемшĕн кăна мар, сыввисемшĕн те, маттурисемшĕн те чĕрĕ тĕслĕх: акă вăл чун хăвачĕн иксĕлми таппи. Манăн тепĕр пултаруллă автор - Василий Шихранов. Унăн пултарулăхĕнче те ялкăш хĕлхем пур. Альбина Юратупа та çанă тавăрса ĕçлетпĕр. Çак поэтсен сăввисем манăн чуна çывăх. Поэт пулнă пулсан хам та çавнашкалах çыраттăмччĕ пуль.
Сăмахсăр юрă пулмасть. Юрă вара çыннăн чун уççи. Çавăнпа кашни юрăçăн сцена çине тухсан хайлавсен авторĕсем камсем пулнине пĕлтермеллех, - чунне уçса калаçать юрăçă.
Асăннă авторсемсĕр пуçне çĕннисем те хутшăнсах пыраççĕ. Пушкăрт çĕрĕ те пултаруллă сăвăçсемпе пуян. Хальхи концертра Фарида куракансене Зинаида Сурпанпа Лилия Ря (тутар сăвăçи) сăввисем тăрăх хывнă юрăсене парнелерĕ.
Çаплах концерт программине пултаруллă купăсçă, юрăçă Александр Сорокин, Александр Ильин, Алена Акăшпи сĕрме купăсçă тата пирĕншĕн çĕнĕ ят Алексей Казанцев (тумрапа) пуянлатрĕç. Чун апачĕшĕн тунсăхланă халăх Çтерлĕ хула керменне туллиех пуçтарăннă. Çавна май балкона уçма та тÿр килчĕ.
Фаридапа «Юлташсем» ушкăн Пушкăртстанри Пелепей, Мелеуз, Ĕпхÿ хулисенче тата Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи чăвашсемпе тĕл пулса вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чун-чĕрене тыткăна илсе юрă хыççăн юрă юхрĕ. Халăх пултаруллă артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕ. Куракансем тÿссе лараймасăр тăра-тăра ташларĕç.
Сцена еннелле çуралнă кунпа саламласа юрă шăрантарма ыйтакан çырусем пĕр вĕçĕмсĕр «вĕçрĕç». Меллĕ самантпа усă курса Çтерлĕ хулинчи чăваш автономин хастарне Илья Волкова юбилей ячĕпе саламларăмăр.
Залра ларакансем юрăçсене пĕтĕм чунтан илемлĕ чечек çыххисем парнелерĕç. Пĕтĕм куракансен ятĕнчен «Самана» продюсер центрĕн ертÿçи Ф.В. Кузьминпа культура пĕрлĕхĕн ертÿçи О.А.Иванова ырă, ăшă сăмахсем каласа тав турĕç.
Чун апачĕ чăнах та кăмăла кайрĕ. Çак кун нумайăшĕ тăван-пĕлĕшĕпе те курнăçрĕç. Концерт хыççăн «Синтез» кану клубĕнче чăваш юрăçисемпе ташă каçĕ иртрĕ. Ташлама кăмăллакансем унта çул тытрĕç.
Пысăк тав «Самана» продюсер центрĕн ертÿçине Ф.В.Кузьмина пуян концерт йĕркеленĕшĕн. Пĕрремĕш концерт тулли залран пуçланчĕ, малашне те çавăн пек пуласса шанас килет!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: