Пур хыпар та
6 Ноябрӗн 2018, 14:56

«Комсомолпа уйрăлмастăп»

Тÿртÿллĕ ял вулавăшĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем комсомол 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ каç çакăн пек ятлă пулчĕ. Паянхи çамрăксем комсомол çинчен питĕ сахал пĕлеççĕ. Вĕренÿ пособийĕсенче РКП (б) пуçарăвĕпе 1918 çулта çамрăксен пĕрлешĕвне йĕркелени çинчен кăштах çырнине вуланă пулсан кăна.

Комсомол организацийĕн тĕп тивĕçĕ партие коммунизм тăвас ĕçре пулăшасси шутланнă. Анчах комсомол ахаль организаци çеç мар, вăл - пирĕн патшалăхăн аталану историйĕн пĕр тапхăрĕ. Çак каç эпир комсомол историне, вĕсем мĕнле пурăннине, мĕн çинчен ĕмĕтленнине аса илтĕмĕр, мероприяти тăршшĕпех ВЛКСМ йĕркеленсе кайнине уçса паракан слайдсем пăхрăмăр.
Юбилейлă асаилÿ каçне тĕрлĕ ÿсĕмри комсомолецсем хутшăнчĕç. Колхозра комсомол организацийĕн секретарĕсем пулнă Л.С. Денисова, А.В. Егоров, Н.А.Пашин тата Ю.Н.Захарова, Н.С.Игнатьева, Р.В.Мельникова, И.Н.Андреева хастар комсомолецсем хăйсем çамрăк пулнă вăхăта аса илчĕç, комсомолецсем ялти тата районти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнни çинчен каласа пачĕç.
Юрă-кĕвĕсĕр епле уяв ирттĕр. Пурте пĕрле комсомол юррисене юрларăмăр, вăл вăхăтри сăн ÿкерчĕксене пăхса хыçа юлнă çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларса тăратрăмăр.
Комсомол - пин-пин çын чĕрине ăшăтакан сăмах. Комсомол - çамрăклăх, шанчăклă юташсем, çут тĕнчене илемлĕрех тума ĕмĕтленни.
Разиля НИКИФОРОВА.
Шаран районĕ.
Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: