Çулăм чĕлхи пек пионер галстукĕ, комсомолецсен лозунгĕсем, кăкăр умне çакмалли сăваплă паллăсем паянхи яш-кĕрĕмшĕн музейра упранакан ХХ ĕмĕр экспоначĕсем кăна. Комсомол организацийĕнче пулса çĕнĕ пурнăç стройкисен романтикине астивнисемшĕн вара çак япаласем - çамрăклăх çути, ĕмĕр манăçми хĕрÿллĕ тапхăр.
Ленинла комсомол йĕркеленнĕренпе 100 çул çитрĕ. Ку юхăм иртнĕ ĕмĕрте çуралнă çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Комсомол ретĕнче тăни ун чухне пысăк чыс шутланнă-çке. Октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв комсомол 100 çул тултарнине анлăн паллă турĕ. Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ вырăнти 6№ библиотекăпа (ертÿçи В.Ю.Зорина) пĕрле юбилей каçĕ ирттерчĕ. Кунта автономин членĕсем (ертÿçи Ф.В.Кузьмин), чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç.
Юбилее хатĕрленсе библиотека ĕçченĕсем комсомолпа çыхăннă япаласемпе атрибутсенчен курав йĕркеленĕ: халиччен упранса юлнă комсомол билечӗ, ВЛКСМăн Хисеп хучӗсем, комсомол çинчен хывнă юрăсен пластинкисем, комсомол значокĕсем, алăпа çырса пынă юрăсен пуххисем. Темрен те хаклă вĕсем пирĕншĕн!
Пĕчĕк кăна япаласем хăйсенче питĕ нумай пулăм упраççĕ: çамрăклăх, ĕçри пиллĕкçуллăхсем, колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтсем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи, вăрçă хыççăнхи çĕршыва çĕклени, çĕнĕ çĕрсене уçни, Çĕпĕрти чи пысăк стройка - БАМ.
Библиотека ĕçченĕсем ВЛКСМ историйӗпе, йăли-йӗркипе, Пӗтӗм Раççейри комсомол юхăмӗпе тӗплӗн паллаштарчӗç. Мероприятие чӗннӗ хăнасем хăйсен комсомолла çамрăклăхне аса илчӗç. Г.В. Дмитриев, О.П. Федорова, Ф.В. Кузьмин, З.Е. Осипова, Л.И. Маркина, В.Ю. Зорина, М.М. Воробьева, Е.Н. Борисова ĕнерхи комсомолецсем хăйсен ӗçри çитӗнӗвӗсемшӗн еплерех савăнни, субботниксенче кăмăлтан ӗçлени, унтан çут çанталăк ытамӗнче пӗрле канни, тӗрлӗ пултарулăх конкурсӗсем ирттерни çинчен каласа пачĕç. Шкул çулĕсенче никĕсленнĕ çынлăх туйăмĕсем (пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма хатĕрри) вĕсенче паянхи кунччен упранса юлнă. Нумай-нумай ырă ĕçсем пурнăçланă комсомол çулĕсенче: колхоза пахча çимĕç, хирти кăшмана пуçтарса кĕртме пулăшнă. Хĕллехи каникулта колхоз шучĕпе тĕрлĕ хуласене экскурсисене кайнă. Ватăсене тимуровецсен ушкăнĕ пулăшатчĕ. Ырă ĕçшĕн никам та укçа ыйтман. Концертсем, спектакльсем хатĕрленĕ. Начартарах вĕренекенсене пулăшма вăйлăраххисене çирĕплетнĕ, стена хаçачĕсем кăларнă тата ытти те. Аса илмелли питĕ нумай пулчĕ.
Пĕтĕм чун-чĕререн хавхаланса манăçми юрăсем шăранчĕç: «Не расстанусь с комсомолом», «Песня о тревожной молодости», «И вновь продолжается бой…», «Мой адрес - Советский Союз» тата ыт.те.
Юбилей каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ, вăл кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратрĕ.