Юбилейçă Сименкке ялĕнчи Мирон Андреевичпа Мария Ильинична Павловсен нумай ачаллă кил-йышĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче ултă ача пулнă: виçĕ хĕр тата виçĕ ывăл. Ашшĕ Таисия 8 çулта чух вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕр ача Сименккери сакăр класлă шкулта пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн «Авангард» колхозра сысна ферминче вăй хума пуçланă. Ахăртнех, çав вăхăтрах таса та ăшă юрату туйăмĕсем çуралнă пулмалла. Çак хĕрÿ туйăмсем ăна ялти Евстафий Афанасьевпа çыхăнтарнă. 1967 çулта вĕсем пĕр-пĕрне куç хывнă та хăйсен çемье романне çырма пуçланă. Чипер хĕре ун чухнехи йăлапа вăрласа кĕнĕ, арăм тунă. Малтанхи çулсенче çамрăк мăшăр каччăн ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăннă пулсан, 1980 çулта хăйсен çуртне никĕслеме тытăннă. Паллах, аслисем тата тус-тăванĕсем пулăшнипе.
Килĕшÿре пурăнакан çемье тăван ялтан таçта аякка тухса кайман. Çакăн евĕр шухăш пуçа та пырса кĕмен-тĕр. Таисия Мироновна юратнă сысна çурисенчен уйрăлайман‚ упăшки те‚ Евстафий Сидорович, механизатор пулнă май‚ хурçă утсăр хăйĕн пурнăçне йĕркелеме пултарайман. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе тата ăнланса 6 ача çуратса çитĕнтернĕ: тăватă ывăлпа икĕ хĕр. Халĕ ĕнтĕ вĕсем çитĕнсе çитсе кашниех хăйсем çемье çавăрнă, тĕнче тăрăх саланнă. Апла пулин те тăван киле манмаççĕ.
Таисия Мироновнăна ялта пурте пĕлеççĕ: ватти те‚ вĕтти те. Кулленхи пурнăçра никам та Таисия аппа салху çÿренине курман пулĕ. Вăл ялан хавхалануллă‚ пенсионер тесе каласа пулмасть. Кăмăлĕпе çĕкленÿллĕ пулнипе вашават хĕрарăм çынсене ял пурнăçне пуçаруллă хутшăнма хистет‚ пĕр ял çыннисене савăнăç кÿме васкать. Таисия Мироновна ялта иртекен мĕнпур мероприятисене хутшăнать. Паянхи кун та вăл культура çуртĕнче иртекен уявсенче куракансене юрă-ташăпа савăнтарть.
Вăхăтĕнче Афанасьевсен кил хуçалăхĕ пысăк пулнă: сăвакан ĕнесемпе самăртмалли сыснасем‚ хурсем тытнă. Вĕсен хуçалăхĕ тулли ял пурнăçĕпе пурăннă, аталаннă. Шел, ватлăх çулĕсем хайĕнне илеççĕ. Анчах та чунпа çамрăк Афанасьевсем çур ĕмĕр каялла çырма пуçланă çемье романне малалла çыраççĕ. Паянхи кун ылтăн туй паллă тунă мăшăрăн 11 мăнук. Чи асли 25 çула çитнĕ‚ чи кĕçĕнни - вуннăра. Тата вĕсен пилĕк çулхи кĕçĕн мăнукĕ, Софья, пур. Шăпах вĕсем Евстафий Сидоровичпа Таисия Мироновнăн пысăк пуянлăхĕ пулса тăраççĕ.
Надежда УХАТКИНА‚ вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.