Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
26 Ноябрӗн 2018, 16:54

Хĕвел çаврăнăш – пÿлмере, уйри анасем те çĕнелеççĕ

Вырма ĕçĕн юлашки тапхăрĕ уй-хирти хĕвел çаврăнăшне пухса илессипе çыхăннă. Ытларах чухне ăна ноябрь уйăхĕнче пурнăçлаççĕ. Авăркас районĕнчи «Дружба» СПКра çак кунсенче асăннă культурăна пухса илсе ĕççине вĕçленĕ.

Хуçалăхра типĕ те уяр кунсем тăнипе вăхăтра усă курса юлнă. Кооператив ертÿçи Зилявир Максютов каланă тăрăх, хĕвел çаврăнăш лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 577 гектар йышăннă.
- Вăтам тухăç савăнтарать, гектартан 24,2 центнер тухрĕ. Ытларах пысăк тухăç паракан гибридлă «Тристан» тата «Майсадура» сортсене акса хăварнăччĕ. Вĕсем 50 % таран çу пама пултараççĕ, - тет вăл.
Хуçалăхра эпир хĕвел çаврăнăшне юлашки гектарсем çинчен пухса илнĕ кун пултăмăр. Юлдашево ялĕ хыçĕнчи уйра, вăл кооперативăн тĕп ялĕнчен – Сементен – 20 çухрăмра вырнаçнă, хĕрсе ĕççи пыратчĕ. Тăватă «Акрос» комбайн пĕрин хыççăн тепри çаврăм туса çу кунĕсенчи пекех хăйсем хыççăн тусан кăларса хăвараççĕ. Валимзян Ярмухаметов, Айдар Галлямов, Дмитрий Петров, Камиль Нигматзянов комбайнерсем иртенпе штурвал умĕнчен кайма пĕлмеççĕ.
- Юлашки шутлă гектарсем юлчĕç. Паян ĕçе вĕçлемелле,- терĕç вĕсем. (Каярах механизаторсем хăйсем каланă сăмаха пурнăçа кĕртни паллă пулчĕ). Çĕнĕ тырпула комбайн бункерĕсенчен пушатса автомобильсем çине куçараççĕ, чĕр тавара Сементи йĕтем çине турттараççĕ. Кунта Юрий Иванов, Алексей Кириллов, Ризат Максютов, Рафик Зиганшин, Фарит Байманов водительсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Куллен уйран 150-180 тонна хĕвел çавранăш кĕрет.
Тĕрĕссипе, йĕтем çинчи тухăçа тасатса сăвăрнă хыççăн Чишмари çу заводне ăсатмалла, анчах та кунта чĕр тавар ытлашши пулнипе йышăнса ĕлкĕреймеççĕ. Çавна пула дружбăсем калаçса татăлнă тăрăх, хальлĕхе хĕвел çавранăшне Рощинский элеваторне ăсатаççĕ.
Ял хуçалăх кооперативĕнче çак вăхăтрах уй-хире тислĕк кăларассине те йĕркеленĕ. Ăна Шланлăри сĕт-çу ферминчен турттараççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 15 единица техника уйăрнă. Ытларах «Беларусь» тата Т-150 тракторсемпе усă кураççĕ. Тислĕке «Строймеханизация» ОООран илсе килнĕ «Вольво» экскаваторпа тиеççĕ. Пĕтĕмĕшле уй-хире 10 пин ытла тонна органикăллă удобрени кăларнă. Сăмах май, кăçалхи июнь уйăхĕнче анасене 25 пин тонна тислĕкпе апатлантарнă.
Валерий АЛЕКСЕЕВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: