Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
3 Декабрӗн 2018, 13:17

«Алла купăс парăр-ха …»

Пушкăртстан чăвашĕсем патĕнче хăнара тепĕр сумлă юрăç Вячеслав Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн пулчĕç. Халăхра ăна «чăваш шăпчăкĕ» те, «чăваш Басковĕ» те теççĕ. Паллах, юратса, мухтаса. Ăна Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан кашни чăваш пĕлет.

Çтерлĕри культура керменĕ вĕлле хурчĕ пек сĕрлет. Кунта çывăхри хуласемпе ялсенчен килнĕ чăвашсем пуçтарăннă. Паллах, чылайăшĕ пурте юратакан, пĕлекен юрăçăн концертĕнче пĕрре мар пулнă. ЧР халăх артисчĕпе, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ артисчĕпе, Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе курнăçма пурте хавас.
Вячеслав Христофоров кăçалхи август уйăхĕнче хăйĕн çавра юбилейне паллă турĕ. Ун хыççăн «чăваш шăпчăкĕ» юбилей концерчĕпе куракансем патне васкарĕ. Вăл сцена çине тухнăранпа - 35 çул.
Паллă юрăçă нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти культурăпа çут-ĕç училищинче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх филармонинчи юрăпа ташă ансамблĕн хорĕнче юрланă. 1989 çул Хусанти Назип Жиганов ячĕпе хисепленекен консерваторине вокал уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Опера юрăçи пулма вĕреннĕ. Кунта вĕсене камерлă, эстрада юррисене юрлама та хăнăхтарнă. Консерватори пĕтерсен Вячеслав Шупашкара таврăннă. Пурнăç кăткăслăхĕсене пула эстрада юррисем юрлама пуçланă. Тепĕр май каласан, музыка театрĕнчен эстрада жанăрĕ çине куçнă.
- Хам пуласлăха эстрадăпа çыхăнтарса тĕрĕс турăм тесе шутлатăп, - пĕлтерет юрăçă соцсетьри интервьюсенчен пĕринче.
Юрăçăн репертуарĕнче малтанхи çулсенче чăваш юррисем кăна пулнă темелле. Паянхи кун вырăс юррисене те, ытти чĕлхепе те шăрантарать. Программăра ытларах чăваш эстрада, фольклор тата вырăс халăх юррисем. Николай Карлин сăвăç-композиторпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Юрăçă унăн стилĕ килĕшнине пĕлтерет. Репертуарти нумай-нумай юрăсен авторĕ - Вячеслав Васильевич хăех.
Паллах, кашни артист концерта уçас умĕн аншлаг çинчен ĕмĕтленет. Зал куракансемпе тулли пулни, çынсем юрăçа юратнине, килĕштернине, вăл тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Юрăсене итлекенсем пулсан - çĕнĕ юрăсем те çуралĕç.
Марта Зайцевăна эпир пурте юрататпăр. Сăпайлă, кăмăллă, илемлĕ саслă чăваш пики. Вăл шăрантаракан юрăсем пире, куракансене, тахçанах тыткăна илнĕ. Пĕччен е дуэтпа юрлакан юрăсем чунтан, чĕрери хĕлĕхсене вылятса ăша кĕреççĕ. Чипер пике Турă панă талантпа куракансене савăнтарма васкать.
Çавăн пекех Альбина Пăрчăкан çинчен те чуна ăшăтакан илемлĕ сăмахсем каласа хăварас килет. Кашни юрăçăн хăйне евĕрлĕ юрăсем шăрантарасси палăрать. Альбинăн юррисем чунра ăшă туйăмсем çуратаççĕ.
Ушкăнри çĕнĕ çын - Георгий Смирнов купăсçă. Куракансем талантлă çамрăкпа вăл Пушкăртстан çĕрĕ çине пĕрремĕш хут килсенех паллашрĕç.
Питĕ пуян, илемлĕ концерт программипе савăнтарнă Вячеслав Христофорова юбилей ячĕпе саламлама сцена çине Авăркас районĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн председателĕ Георгий Орлов (вăл юрăçа Пушкăртстан çĕрĕ çине пуçласа чĕнсе илнисенчен пĕри) тухрĕ. «Чĕре хускалчĕ, савăнăçпа тулчĕ. «Ылтăн катăкĕ» çуралчĕ чăвашра. 30 çул иртсе кайрĕ эпир паллашнăранпа», - пĕлтерчĕ вăл.
В.Н.Федоров ĕç ветеранĕ юрăçа тахçанах вăрман хурчĕсен пылне парнелеме сăмах панă иккен. Хальхинче çакна пурнăçа кĕртрĕ. Çуралнă кун ячĕпе хулари ЧНКА ертÿçи Ф.В.Кузьмин ăшă сăмахсем каларĕ: «Пĕтĕм енчен пăхсан та «круглый отличник»: сăнĕпе те, юррисемпе те, калаçас енĕпе те». Вăл ăна Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Хулари культура пĕрлĕхĕн ертÿçи О.А.Иванова: «Чи чаплă, пултаруллă юрăç, чăвашра ун пекки пулман-ха. Георгий Смирнов хушаматне ас туса юлăр, аса илтерĕ-ха вăл пире хăй çинчен», - тесе палăртрĕ. Г.В.Дмитриев адвокат çакна палăртрĕ: «Эпир пуçланă ĕç малалла пырать». Чаплă юрăçа «Купи продай в РБ» хаçатăн тĕп редакторĕ О.Ю.Бабиковапа асăннă хаçатăн учредителĕ Ю.А.Петров, А.Л.Иванов предпринимательсем салам сăмахĕсем каласа, парнесем парса чысларĕç.
- Турă пулăшнипе мана атте-анне çуратнă, сас панă. Эпĕ сирĕншĕн пурăнатăп. Манăн пултарулăха хаклама пĕлнишĕн тав, татах та ырă ĕç тăвас килет, - вĕçлерĕ концерт программине паллă юрăçă.
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: