Пур хыпар та
3 Декабрӗн 2018, 16:54

Тăванла пĕр-пĕрне ал паратпăр, Уйăлка ялĕнче тĕл пулсан

Этемлĕх пурнăçĕнче тăван ял илемне, магнитла туртăмне халалласа миçе сăвă-юрă çырман-ши? Кашни çыншăн вăл хăйнеевĕр хаклă та çывăх. Çавна пулах тăван кĕтес пире сисĕнмелле мар вăйпа хăй патне туртать, иртнине аса илтерсе ачалăхпа яшлăх çулĕсене куç умне кăларса тăратать. Апла пулсан тăван ялпа çыхăну татăлман-ха. Ку вăл - паха пулăм.

Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралса ÿснисене те çак туйăмсемех хупăрланă. Çакна ноябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче йĕркеленĕ ял уявĕ те çирĕплетрĕ. Ăна, тĕрĕссипе, иртнĕ çулах - ял 215 çул тултарнă тĕле - паллă тума палăртнă пулнă, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула кăçала хăварнă. Çапах та çулталăк хушшинче туса пĕтереймен ĕçсене вĕçне çитерме пултарнă: масар çинче çĕнĕ часавай туса лартнă (уяв хăнисем чăн малтан унта çитсе килчĕç - авт.), яла пырса кĕрекен кĕпере юсаса çĕнетнĕ, культура çуртне илемлетнĕ, ун тавра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнисене асăнса 40 чăрăш лартнă, ял пуçланса кайнă чухнехи çăлкуçа (хăнасем кунти ĕç-пуçпа та паллашрĕç) тирпей-илем кĕртме пуçланă тата ытти те.
Уяв кĕрекине илем кÿме Уйăлкан ывăлĕ-хĕрĕсем Ĕпхÿпе Пелепей, Анат Чаллă хулисенчен, Приютово поселокĕнчен, район центрĕпе ялсенчен килсе çитнĕ. Ялти пысăках мар клуб вĕсене пурне те йышăнма пултарчĕ. Шăпах кунта савăнăçлă пуху иртрĕ. Малтанах пухăннисем ялăн истори страницисемпе çыхăннă видеофильма хак пачĕç. Унтан вырăнти «Çăлкуç» халăх ансамблĕ залра ларакансен кăмăлне юрă-кĕвĕпе çĕклерĕ. Ялăн паянхи пурнăçĕпе Эрехĕрри ял хутлăх администрацин (Уйăлка ялĕ унта кĕрет) пуçлăхĕ Ольга Зарянова паллаштарчĕ, уяв ячĕпе саламласа пултаруллисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Çавăн пекех Ольга Владимировна Анатолий Тихоновичпа Елена Александровна Федоровсене ылтăн туй ячĕпе ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабировран килнĕ салам çырăвĕпе паллаштарчĕ, ялти чи çамрăк çынна, Константин Леонтьева, тетте машина парнелерĕ. Ялта пурăнакан 12 ватă валли (80 çултан иртнисем) вырăнти Виктор Николаев фермер хуçалăхĕ апат-çимĕç пакечĕ хатĕрленине пĕлтерчĕ. Сăмах май каласан, çак кун Виктор Владимирович ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕç. Тивĕçлипех.
Черет хăнасем патне те çитрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов, уявăн сумлă хăни пулнă май, икĕ ĕмĕр урлă каçнă чăваш ялĕ пысăках мар пулсан та (66 кил-çурт) район аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, çак ял пултаруллă çынсемпе пуян пулнине палăртрĕ. Паллах, уяв саламĕпе пĕрле тивĕçлисене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Вĕсене Владимир Петров ял старости, Ирина Васильева фельдшер, Виктор Николаев фермер, Борис Гордеев Ĕпхÿ хăни тата «Çăлкуç» халăх ансамблĕ тивĕçрĕç.
Тепĕр хаклă хăна полицин отставкăри полковникĕ, Чечен Республикинчи хĕç-пăшаллă хирĕçтăрусене хутшăннă Борис Гордеев сăмах илчĕ. Вăл ял историне тĕплĕнрех тата тарăнрах тĕпчес енĕпе ĕçлет. Çавна пулах унăн калас сăмахне кĕскетме май килмерĕ пулмалла.
- Хăшĕ-пĕрисем легендăсем çине таянса ял пуçланса кайнăранпа 400 çул та иртнĕ теççĕ. Анчах та çакă тĕрĕслĕхе çывăх мар, мĕншĕн тесен чылай тĕпчев материалĕсем тăрăх чăвашсем Пушкăрт енне ХVII-XVIII ĕмĕрсенче çеç куçса килни паллă. Архиври документсенче вара чăвашсенчен тухнă патшалăх хресченĕсем çак вырăнсенче 1802 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче пушкăртсенчен çĕр туянни çинчен калакан килĕшÿ пур. Кунтах Николай Николаевпа пĕрле 30 çемье килсе вырнаçни пирки те çырнă. Çакă пирĕн мăн асатте-асаннесем ăслă та тăнлă пулнине çирĕплетет – килĕшĕве сăмах вĕççĕн çеç туман, хут çырса уйăрттарнă, - пĕлтерчĕ пухăннисене Борис Ефимович истори çăмхине сÿтнĕ май.
Çавăн пекех вăл ялти хастарсемпе пĕрле Уйăлкан иртнĕ пурнăçĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленнине систерчĕ. Хăйĕн сăмахне хăна «Я сегодня до зари встану» юрăпа вĕçлерĕ.
Уяв программине малалла шкул ачисем тăсрĕç. Полина Макеева «Анне», Дарья Мурзакова «Асамат кĕперĕ» юрăсене шăрантарса залри мĕнпур аннесене саламларĕç.
«Çăлкуç» халăх ансамблĕн хастарĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Петрова пирки чĕрĕ энциклопеди темелле. Хĕрĕх çула яхăн вĕрентÿ сферинче ĕçленĕ çепĕç саслă хĕрарăм Уйăлкан иртнĕ кунĕсем çинчен калама пуçласан залри халăх ăна тимлĕ итлерĕ çеç мар, вăл калас кашни сăмаха куçран пăхса кĕтсе илчĕ. Асаилÿ вăхăтĕнче ялти пĕр-пĕр уçă кăмăллă çын çинче чарăнса тăнă самантра, ытла та тĕплĕн тата чĕрене пырса тивмелле каланăран, хăшĕсен куçĕсем шывланчĕç. Валентина Аверьяновна ялти пĕрремĕш шкулпа унти пĕрремĕш вĕрентекенсем, медицина сферинче ĕçленĕ ырă кăмăллă çынсем çинче чарăнса тачĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи ялти йывăр та тертлĕ пурнăçа аса илчĕ. Çав хаяр та тискер кунсенче те ял халăхĕ хушшинче çынлăх тени çухалманнине палăртрĕ. Кĕскен каласан, ĕнерхи вĕрентекенĕн курнă-илтнĕ, тĕпченĕ пуян пурлăхĕ темиçе кĕнеке çырма та çитмелле. Çавăнпа та ăна сывлăхпа ăнăçу сунасси çеç юлать.
Уйăлкасене уяв ячĕпе саламлама кÿршĕллĕ Эрехĕррипе Енкĕрел ялĕсенчи «Илем» тата «Тантăш» ушкăнсем килсе çитнĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе юрă-кĕвĕ шăрантарса мероприятие чăваш сĕмĕ кĕртрĕç. Пĕтĕмĕшле вара вăл вырăсла иртрĕ.
Кăçал ялта мăшăрланнăранпа 45 çул çитнине паллă тăвакансем те пур. Вĕсем пилĕк çемье шутланаççĕ: Борис Михайловичпа Милана Михайловна Егоровсем, Виталий Петровичпа Валентина Михайловна Степановсем, Владимир Серафимовичпа Валентина Аверьяновна Петровсем, Юрий Николаевичпа Галина Александровна Сидоровсем, Юрий Николаевичпа Тамара Петровна Мурзаковсем. Пухăннă халăха телейлĕ мăшăрсем çамрăклăха аса илсе тата пĕрле утса тухнă çулсене хыçа хăварса вальс ташланине сăнама та кăмăллă пулчĕ, чĕрере хумхануллă ăшă туйăмсем çуратрĕ.
Тухса калаçакансен, саламлакансен йышĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Уяв сцени çинчен район администрацин информаципе аналитика пайĕн ертÿçи Энже Шафикова, «Заря» колхоз (1999 - 2000 çç. ялти хуçалăх çак ятпа çÿренĕ) председателĕ пулнă Виль Фаттахов, Виктор Николаев фермер, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ПР вĕрентÿ отличникĕ Владимир Гордеев, çак йĕркесен авторĕ сăмах илчĕç. Чуна уçса ăшă та кăмăллă сăмахсем каласси, асаилÿсен авăрне путасси, уяв йĕркелÿçисемпе хăнисене тав тăвасси тăватă сехете тăсăлнă савăнăçлă пуху хыççăн та вĕçленмерĕ. Пухăннă халăх уяв кĕрекине ларса йышпа техĕмлĕ чей ĕçнĕ май, иртнипе пĕрле малашлăх планĕсем турĕ, юрă-кĕвĕ шăрантарса ташă картине тăчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ермеккей районĕ.
Мансур АРСЛАНОВ ĕçĕсем.
Читайте нас: