Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Декабрӗн 2018, 18:02

Илемлĕх конкурсĕ тавлашу çуратать

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Шупашкарта «Раççей чăваш пики - 2018» конкурс иртнĕ.

Унта Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчи тата Чăваш Ен районĕсенчи конкурссенче çĕнтернĕ хĕрсем «Раççей чăваш пики - 2018» ята илессишĕн ăмăртнă. Конкурса пурĕ 18 хĕр-пике хутшăнма кăмăл тунă. Пурте пултаруллă, хастар, малкурăмлă.
Кăçал регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ тупăшу ЧНК «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççей Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе иртнĕ.
Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов килсе çитнĕ. Вĕсем сумлă тупăшăва хутшăнакансене саламласа пурне те ăнăçу суннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи пултаруллă ЧНК хастарĕсене Хисеп хучĕсемпе парнесем панă. Культура министерствин Хисеп хучĕпе Конгресăн культура комитечĕн председательне Вера Архиповăна, ЧНК Хисеп хучĕпе «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсене Валентина Багадеровăпа Нина Ивановăна чысланă.
Уява Алексей Шадриков эстрада юрăçи хăйĕн юррипе уçнă.
Хĕрсем пĕринчен пĕри хитре, маттур та сатур. Вĕсем пурĕ тăватă тупăшу турĕ витĕр иртнĕ: хăйсемпе паллаштарасси, пултарулăх конкурсĕ, чăваш апатне хатĕрлесе килсе ун çинчен кăсăк каласа парасси, ăс-тăн конкурсĕ тата чăваш тумĕпе сцена çинче утса илеме кăтартасси.
Тÿресем хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК Президиумĕн пайташĕ Юрий Зорин, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, «Чувашия» ПТРКан шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев, иртнĕ çулхи «Раççей чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçисем тата ытти сумлă çынсем пулнă.
Пикесем тĕрлĕ конкурс витĕр тухса, тÿресем балсене шутланă хысçăн «Раççей чăваш пики - 2018» ята Канаш район пики Лидия Пуганова тивĕçнĕ.
Иккĕмĕш вырăна тата «Вице Раççей чăваш пики» ята - Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова, виççĕмĕш вырăна тата “Чи ăслă та вичкĕн пике” ята Тутарстан Республикинчи Элмет районĕнчен килсе çитнĕ Карина Туктамышева çĕнсе илнĕ.
Муркаш районĕнчи Елена Григорьева - «Чи хÿхĕм пике», Тăвай пики Анастасия Моисеева - «Куракансем кăмăлланă пике», «Чи тарават пике» - Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ Алена Портнова, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» - Тюмень тăрăхĕнченех килнĕ Екатерина Степанова пулнă.
Конкурса хутшăннă хĕрсем пурте сумлă парнесемпе дипломсене тивĕçнĕ.
Илемлĕхпе пултарулăх конкурсĕ кашни çулах тĕрлĕрен те тĕрлĕ тавлашусемпе ыйтусем çуратать. «Чăваш халăх сайтĕнче» «Раççей чăваш пики - 2018» конкурс пирки Таисия Ташней çапла çырни пур: «Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен - Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тюмень облаҫӗнчен - ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан конкурса «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат».
Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Чăн та, Тутарстанри пикене «Ӑслӑ та вичкĕн пике» номинацире палӑртнӑ», анчах та çакă вĕсене тивĕçтерменни куç кĕрет. Апла пулсан, конкурс йĕркелÿçисен тавлашуллă ыйтусем ан çуралччăр тесен, çитменлĕхсене шута илмеллех.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: