Пур хыпар та
11 Декабрӗн 2018, 15:21

«Пулас килет этем поэчĕ, никам та мар, этем кăна»

Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн çак сăвă йĕркисенчи сăмах çаврăнăшĕн тĕшши паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Общество пурнăçĕнче çынлăх тени чакса пынă чухне асăннă темăна хускатни те вырăнлă. Тен, çакна тĕпе хурсах пулĕ Слакпуç ялĕнчи культура ĕçченĕсем çĕр поэчĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тунă кун (вăл ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртрĕ) хăйсен уяв программине ун тавра йĕркелерĕç. Çÿлерех асăннă йĕркесем мероприятин девизĕ пулса тăчĕç тесен те юрать пулĕ.

Уяв программине ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Силпи» ушкăн уçрĕ. Вĕсем хыççăн пухăннă халăха савăнтарма шкул ачисем васкарĕç: сăвă-юрă шăрантарчĕç, ташă картине тăрса «Чăваш ачи» ташша яра пачĕç. Куракансене Светлана Трофимова «Çăкăр кăвапи», Ольга Жилкина «Çумăр» тата Виталий Петров «Чыс та мухтав» сăвăсене пысăк туйăмпа вулани, çитĕннисем Марина Трофимовăпа Елена Данилова, Регина Карпова уйрăммăн шăрантарнă «Кĕсле ту», «Ай юрлар-и юррине?», «Юратрăм эп хирсем сире» юрăсем килĕшрĕç. Вĕсем пултарулăх артисчĕсен ăсталăхне хак парса тăвăллăн алă çупрĕç.
Чăваш литература классикĕн уявне пухăннă халăха çавăн пекех «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕ, Ухсай Яккăвĕпе çыхăннă (вилнĕ хыççăнхи) хăш-пĕр самантсене аса илчĕ.
Халăх поэтне 107-мĕш çуралнă кун ячĕпе чыслама районти ытти чăваш ялĕсенчен – Ярмулайпа Этĕл, Кивĕ Сименкке – килсе çитнĕ хăнасем те пулчĕç. Вĕсем те сцена çине тухсан ăсталăхĕпе хуçасенчен юлмарĕç. Ирина Егоровăпа Руфина Петрова Фарида юрăçăн репертуарĕнчи «Ман килес», «Тус-тăван» тата «Ăсатса ярсам, аллуна парсам» юрăсемпе тыткăна илчĕç. Ярмулайсемпе этĕлсем вара, ытларах авалхи юрăсене шăрантарнă май, зала пухăннă аслă ÿсĕмри çынсене иртнĕ кунсен ытамне кĕртсе ÿкерчĕç.
Этем поэчĕ пулма ĕмĕтленнĕ поэта халалланă пысăках мар уяв кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Çак кун янранă юрă-кĕвĕ, ташă çаврăмĕсем, чĕререн вуланă сăвăсем тепĕр хут Яков Гавриловичпа çывăхланма пулăшрĕç. Апла пулсан слакпуçсем хăйсен пултаруллă та чаплă ентешне манмаççĕ, вăл çырса хăварнă йĕркесене асра тытаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: