Хушпу - чăваш кĕпи-тумне вĕçлекен пай. Ăна чăваш ÿнерĕн пĕр пайĕ теме те пулать. Сăран çине мерченпе тенке пулă хуппи евĕр çĕлесе хатĕрленĕ хушпу питĕ хаклă мул шутланнă. Хушпăва кил-йышри асăнмалăх япала вырăнне хурса ăруран ăрăва упраса хăварнă.
XX ĕмĕрте авалхи эрешсенчен нумайăшĕ çухалнă, пĕчĕккĕн манăçа тухса пынă. Çапах та ÿнерçĕсемпе халăх ăстисен, тĕпчевçĕсен, педагогсен тăрăшулăхĕпе çак япаласем виççĕмĕш пин çуллăха та кĕме пултарчĕç. Халăх ăстисем музейра упранакан экспонатсем, энциклопедисем урлă эрешсемпе пуçа тăхăнмалли хатĕрсене çĕнĕрен ăсталаççĕ. Вĕсене фольклор ушкăнĕсем, хамăр халăх культурине юратакансем тăхăнаççĕ.
Акă Пелепейри «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче те чăваш общество центрĕ хушпу хатĕрлес енĕпе мастер-класс ирттерчĕ. Наци культурисен центрĕнчи клуб йĕркелĕвĕсен ертÿçи Марина Денисова Пушкăртстанри чăвашсен тумĕ çинчен пурне те ăнланмалла каласа пачĕ. «Илем» халăх фольклор ушкăнĕн хастарĕсем вара хушпăва тумалли йĕркепе паллаштарчĕç: Ирина Иванова хушпу кăшкарне тума вĕрентрĕ, Нина Никитина хушпу хÿри пирки ăнлантарса пачĕ, Алевтина Петровапа Мария Изотова пуçа тăхăнмалли хатĕре эрешлеме вĕрентрĕç. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн «Илем» ушкăн хастарĕсем пуçтарăннисене чăваш ташшисене ташлаттарса, юррисене юрлаттарса савăнтарчĕç.
Мероприятие ĕç урокĕсен преподавателĕсем, ача сачĕсенче чăваш кружокĕсене ертсе пыракансем, тивĕçлĕ канури ватăсем, пĕр сăмахпа каласан, чăваш чунлă çынсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх, мастер-класс питĕ тухăçлă иртнĕ. Нумайăшĕ пĕр заняти хушшинчех кăшкар таранах çĕлесе ĕлкĕрнĕ.
Чăваш центрĕ çак мастер-класа йĕркелесе хамăр халăхăн тĕлĕнмелле пуянлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе халăх пуласлăхĕшĕн, çитĕнекен ăрушăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕç туса ирттерчĕ.
Марина БАГАДЕРОВА. Пелепей хули.