Пур хыпар та
27 Декабрӗн 2018, 12:48

Çĕнĕ 2019 çула кĕтсе илетпĕр

Сарă йытă çулĕ хыççăн тÿрĕ кăмăллă та ĕçчен, сарă сысна çулĕ килсе çитĕ. Хĕвелтухăç календарĕ тăрăх сысна çулĕ 2019 çулхи февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçланать.

2019 çул укçа-тенкĕ енчен ăнăçлă пулĕ‚ çемьесенче телей хуçаланĕ тата ача çураласси ÿсĕ. Çакă вара хăвăр умăра лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе нумай ĕçлесен‚ хастар тата тÿрĕ кăмăллă пулсан çеç пурнăçланĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май çакна асра тытмалла: сысна ултавçăсене‚ икĕ питлĕ çынсене тата сутăнчăксене юратмасть.
Кăçалхи çулăн палли – Çĕр. Çавăнпа çĕр çинче‚ ял хуçалăхĕнче вăй хуракан çынсемшăн çитес çул ăнăçлă пулмалла. Укçа-тенкĕпе çыхăннă профессисене суйласа илнĕ çынсен ĕçĕнче тăкак сахалрах пулĕ. Ахаль çынсем вара укçа-тенкĕ енчен питĕ тимлĕ‚ çĕнĕ япала туяннă вăхăтра перекетлĕрех пулмалла. Çынсене кивçен укçа пысăк сумма парасран асăрхануллă пулсан та юрать. Çитес çул çирĕп‚ туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес енчен ăнăçлă. Çавăн пекех сысна çемьесене те хÿтĕлет‚ ача йышне юратать. Çитес çул çемье çавăрса ĕлкĕрейменнисен ĕмĕчĕсем пурнăçланĕç.
Çĕнĕ 2019 çула кĕтсе иличчен кил-çурта тасатса тухмалла. Сысна хурана юратать тесе ахалех калаççĕ. Вăл - питĕ таса чĕрчун. Лачакара вара микробсенчен хăтăлас тесе йăваланать.
Çĕнĕ çул уявне ăçта тата камсемпе кĕтсе илмелле?
Сарă сысна хăйĕн пушă вăхăтне шавлă ушкăнра ирттерме юратать‚ пĕчченлĕхе чăтма пултараймасть. Çавăнпа эсир хăнана кайма тата хăна йышăнма (çывăх тăванăрсем инçетре пурăнсан‚ тус-юлташăрсене чĕнме) çул çÿреве тухма пултаратăр. Кирек ăçта Çĕнĕ çул кĕтсе илсен те сирĕн шавлă ушкăн пуçтарма тăрăшмалла.
Сыснасем укçа-тенкĕ тăкаклама питĕ юратаççĕ. Вĕсем ыттисенчен уйрăлма тăрăшаççĕ. Çавăнпа Çĕнĕ çул каçне пĕр-пĕр жанрпа кĕтсе илсен те юрать‚ сăмахран‚ капăр каçĕ‚ кулăш каçĕ‚ маскарад каçĕ‚ пăтрав каçĕ тата ыт.те.
Елка тата кил таврашне епле илемлетмелле?
Ку выльăх акăш-макăш чаплă‚ хаклă япаласене питĕ юратать. Çитес çул сарă сысна çулĕ‚ çавăнпа вăл ылтăнпа ассоциациленет. Кил-çуртра ылтăн тĕс актуаллă пулнине шута илмелле. Асăннă тĕс хĕрлĕ‚ симĕс тата шурă тĕссемпе килĕшсе тăрать. Пÿрт ăшне сарлака ылтăн лентасемпе‚ ылтăн теттесемпе капăрлатма юрать. Пысăк ылтăн-хĕрлĕ çуртасем‚ ылтăн лентасем çыхнă декораци курупкисем‚ ярăмсем те илем кÿрĕç.
Кил таврашне илемлетнĕ чухне çакна та асра тытмалла‚ сысна мăйăр‚ йĕкел тата апельсин юратать. Çавăнпа стенасене хыр тураттисемпе тата йĕкелĕсемпе илемлетсен аван. Апельсинпа корица турачĕсене декор валли усă курсан та лайăх пулать.
Çĕнĕ çул чăрăшне капăрлататпăр
Чăрăш – уявăн тĕп тата кĕтнĕ хăни‚ пĕр Çĕнĕ çул та илемлĕ чăрăшсăр иртмест. Чăрăша ылтăн‚ йĕпкĕн хĕрлĕ тата шурă шарсемпе‚ ылтăн çипсемпе е сарлака лентасемпе капăрлатмалла. Кăçалхи çулăн палли – Çĕр. Çавăнпа чăрăш çине йывăç е тăмран тунă теттесем‚ пилешпе палан тураттисем çакмалла. Çĕнĕ çул каçĕ чăрăш йăлтăртатса лармалла‚ ăна тĕрлĕ тĕслĕ ярăмсемпе илемлетмелле. Чи сумлă вырăнта‚ паллах‚ сысна пулмалла.
Мĕнле тум тăхăнмалла?
Çĕр сыснипе тĕл пулмалли килĕшÿллĕ тĕссем – сарă‚ ылтăн‚ сăрă тата хăмăр. Ку тĕссем «тĕп» тĕссем шутланаççĕ. Унсăр пуçне çак выльăха сарă хĕрлĕ‚ кĕмĕл‚ тĕттĕм хăмăр тĕссем те килĕшмелле.
Сăмахран‚ арçынсене сарă хĕрлĕ е сарă галстук‚ сарă е хăмăр тĕслĕ пушмак‚ шурă кĕпе тата костюм тăхăнсан вырăнлă пулĕ.
Хĕрарăмсене ылтăн тĕслĕ кĕске кĕпе е тĕттĕм хĕрлĕ вăрăм кĕпе килĕшсе тăмалла. Сыснасем ыттисенчен уйрăлса тăма тăрăшаççĕ‚ апла пулсан кĕске юбка тата тумтир çинче пайеткăсем чылай пулни вĕсен кăмăлне кайĕ. Çак выльăх илемлĕхе питĕ юратать‚ çавăнпа акăш-макăш чаплă япаласем тумланни вырăнлă пулĕ. Капăр япаласенчен сирĕн çинче ылтăн‚ бриллиант‚ хаклă йышши чулсем е йывăç мăй çыххи‚ хăлха çакки пулмалла.
Мĕнле тум тăхăнасси эсир ăçта тата кампа Çĕнĕ çул кĕтсе илнинчен те килет. Анчах‚ çакна асра тытмалла: эсир стильлĕ‚ çап-çутă‚ пуян тата калама çук илемлĕ пулмалла. Çав вăхăтрах сысна ытлашши эпетсĕрлĕхе (вульгарность) юратмасть.
Мĕн парнелемелле?
Сысна – укçа тăкаклама юратакан тата хитре те хаклă‚ хуçалăхра кирлĕ япаласене килĕштерекен выльăх. Çавăнпа Çĕнĕ çул каçĕ парнелемелли тĕп парнесен шутне ылтăн хăлха çакки‚ сысна ÿкернĕ кулонсем‚ ал çыххисем (браслеты) кĕреççĕ.
Малалли хаçатăн 52№.
Читайте нас: