Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
27 Декабрӗн 2018, 13:41

Наци культурисен центрĕнчи уяв

Ишимбайри наци культурисен центрĕнче «Шанчăк» чăваш культура обществипе çав ятпах юрă ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕç.

Çак савăнăçлă пулăма уявлама Ĕпхÿрен республикăри чăваш культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Ю.П.Михайлов, чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Л.И.Мурманская, çак пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан председателĕ А.К.Иванов, ветерансемпе ĕçлекен комисси председателĕ Б.Е.Гордеев, Канаш пресс-службин ертÿçи Н.Г.Игнатьев килсе çитнĕ. Хăнасене тараватлă çурт хуçин директорĕ М.Н.Сагадеев, "Шанчăк" обществăн хальхи вăхăтри ертÿçи З.В.Воронцова, 20 çул хушши председатель пулса тăрăшнă Н.Д.Иванов кĕтсе илнĕ. Уява илем кÿме Йĕкенпуçĕнчен "Илем" ансамбль хăйпултарулăх артисчĕсемпе чăваш хастарĕсем килсе çитнĕ.
Хальхи вăхăтра хулари "Шанчăк" культура обществи йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи пăшăрхантараканни - унта çÿрекенсен йышĕ чакса ларни. "Шанчăк" ансамбльте икĕ юрлакан кăна тăрса юлнă. Çавна май тĕрлĕ культура мероприятийĕсене хутшăннă чухне Йĕкенпуçĕнчи "Илем" ушкăнпа пĕрле сцена çине тухма тивет. Хулара чăвашсен йышĕ сахалрах пулни те витĕм кÿрет паллах. Çавах та общество ертÿçи З.В.Воронцовăн хăйĕн хастартарах пулса ыттисене тĕслĕх кăтартмалла. «Ачаш ача ик кăкăр ĕмет» тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Хальхи вăхăтра вырăнти культура обществисем темиçе культура юхăмĕн йышĕнче тăма пултараççĕ. Çакна шута хурса, "Шанчăк" общество та республикăри Канаш йышне пай (отделени) пулса кĕме йышăннă. Çакă пĕрлĕх Канаш çине кăна таянса ĕçлессине пĕлтермест. Республикăри чăваш культура обществипе те, наципе культура автономипе те пĕрле ĕçлемелле. Ун чухне кăна ĕç тухăçлăхне курма пулĕ. Наци культурисен центрĕн ертÿçисем кашни культура пĕрлĕхĕ май пур таран хула-районсенчи обществăсене тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшассине шута хунă.
Савăнăçлă пухура 25 çул каялла "Шанчăк" чăваш обществипе ансамбле йĕркелесе янă ветерансене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Юлашкинчен пухăннисем апат-çимĕçпе тулли сĕтел хушшине ларса чей ĕçрĕç, чăваш юррисене итлесе киленчĕç.
Николай ИВАНОВ.
Ишимбай хули.
Читайте нас: